Инфратытăма аталантарма 1,7 млрд тенкĕ хушма укҫа тивĕҫет Чăваш Ен
Инфратытăм бюджет кредичĕсене 1,2 млрд тенкĕ ытла илме, пурăнмалли виҫĕ микрорайонти социаллă тата инженери инфратытăмне вăй илтерме хушма лимит панă Чăваш Ене. Республика ЖКХ тытăмне реформăлас фонд урлă тата та 427 млн тенкĕ тивĕҫесси паллă. Куславккара, Ҫĕмĕрлере вĕри шывпа тивĕҫтерекен сетьсене тума, хутса ăшăтмалли тытăма хута яма укҫа-тенкĕ тăкакланасси куҫ кĕретех. Санкт-Петербургра халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче паллă пулнă кун пирки ырă хыпар. Унта, шăпах та Раҫҫей Федерацийĕн вице-премьерĕ Марат Хуснуллин регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ, кун пек йышăну туни ҫинчен вăл каласа кăтартнă. Паллă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
«Эсир коммуналлă предприятисене юсаса ҫĕнетме, ҫĕнĕрен хута яма тăрăшни пире савăнтарать. Эпир пĕлетпĕр Ҫĕмĕрле хулипе Куславккари лару-тăрăва. Ҫавăнпа хамăр енчен тĕрев пама килĕшрĕмĕр», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Марат Хуснуллин.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев заявка мĕнпур ĕҫсене пурнăҫламалли пĕрремĕш тапхăрти кăна тесе асăннă. «Палăртнă хулсенче тата та тепĕр виҫĕ объект юрăхсăра тухнине шута илнĕ, вĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетме 604 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ. Енчен те эсир пирĕн планпа килĕшетĕр пулсан, пулăшу пама йышăну тăватăр пулсан, эпир вĕсене комплекслă пурнăҫласа пыма та хатĕр», - тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Енре пĕтĕмпе Фонд укҫипе социаллă пĕлтерĕшлĕ пиллĕк проект пурнăҫа кĕрет, вĕсем пĕтĕмпех инфратытăма вăй илтерессипе ҫыхăннă.
Чăваш Ен тивĕҫнĕ хушма инфратытăм бюджет кредитне 0,12 ҫухрăм ҫул-йĕр сарма, инженери сечĕсене тума, Шупашкарти пурăнмалли ҫурт-йĕрсен комплексĕсенче ача сачĕсене виҫҫĕ хута яма тăкакланма палăртать. Енчен те тĕп хуламăрти районсенче инфратытăма сарсан, ăна кунран-кун аталантарса пырсан пурăнмалли ҫурт-йĕр калăпăшне 182,555 пин кв метр чухлĕ тата та ӳстерме пулĕ. Тепĕр тесен, халăх валли 910 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ те хатĕрленĕ.
Палăртса хăваратпăр, 2022-2023-мĕш ҫулсенче республикăра инфратытăм валли уйăрнă бюджет кредичĕсен витĕмлĕхĕпе 3,7 млрд тенкĕлĕх 39 объект пурнăҫа кĕртме план тунă. Хальхи вăхăтра пиллĕк проект пурнăҫланать.