Чăваш Ен Марий Эл Республикипе ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарать

Чăваш Ен Марий Эл Республикипе  ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарать

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Юрий Зайцев 
Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарасси пирки калакан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Икĕ ен пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пĕлтерĕшлĕ ĕҫсене плана кĕртсе пурнăҫлама калаҫса килĕшнĕ.

«Пирĕн тĕллев – регионсен потенциалĕсемпе туллин усă курса, пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси. Паянхи пурнăҫ таппи пĕр чăмăра пухăнса тата та вăйлăрах аталанса пыма хистет. Пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хума тăрăшмалла, кăтартусене ӳстерсе пырассишĕн яваплăха туйса тăрăшса ĕҫлемелле. Пуласлăх лайăх путăр тесе ырми-канми вăй хумалла», – тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Икĕ кӳршĕллĕ республикăн пĕр-пĕринчен вĕренмелли сахал мар. Пирĕн мăнаҫлăх – икĕ региона пĕрлештерсе тăраканни – Аслă Атăл.  Ҫитес вăхăтсенче ҫав тери пысăк ҫул-йĕрсем уҫăлĕҫ. Туризма аталантарас, йывăр тиенĕ таварсене кирлĕ пек территорисене илсе ҫитерме май паракан мероприятисем те пурнăҫа кĕрĕҫ.  Ку темăсемпе эпир те питĕ хастар ĕҫлесе пыма тăрăшатпăр, Атăл шывĕпе кăна усă курмастпăр, ăна тирпейлесе тасатсах тăратпăр. Пурнҫăн мĕнпур сферинче юхан шывăн  пархатарĕпе усă курма тăрăшатпăр», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Юрий Зайцева Чăваш Енĕн Культура министерстви йĕркелесе ирттерекен анлă проектсене хутшăннăшăн мухтаса  тав сăмахĕсем каланă.  Сăмах май, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куславкка тăрăхĕнче паллă мемориал хута кайнине, вăл объекта уҫнă ҫĕре хутшăнма йыхравласа хăварнă ăна. «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене хлалласа пуҫласа ҫĕршывра чаплă объект пурнăҫа кĕрет. Палăртма кăмăллă, ку мемориал Чăваш Республикишĕн кăна мар, ҫĕршыври мĕнпур регионсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тарать. Уйрăмах палăртмалла, Чăваш Республикин ентешĕсем пекех Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшнă мĕнпур паттăрсене халалланă ку пысăк ĕҫе», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.   

Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Юрий Зайцев пĕрлехи палăртса хуракан ĕҫсене хапăл тусах хутшăнма хатĕррине палăртнă сăмаха малалла тăснă май. «Шанатăп, пĕрле пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлессине. Сирĕн ушкăнпа паллашма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Сирĕншĕн савăнатăп, питĕ тăрăшуллă та ĕҫчен ĕҫчешсем пулнишĕн», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем пуласлăхри плансем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, хăш-пĕр уйрăм енсемпе ятарлă проектсене пурнăҫа кĕртесси ҫинчен канашланă.  



16 июня 2022
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter