Чăваш Енре мобильлĕ интернет хăвăртлăхне ӳстерес тесе Билайн база станцине – 300 хута яма хатĕр

Чăваш Енре  мобильлĕ интернет хăвăртлăхне ӳстерес тесе Билайн  база станцине – 300 хута яма хатĕр


Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «ВымпелКом» ПАО (билайн бренчĕ) пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки калакан ĕҫ хутне алă пуса ҫирĕплетнĕ.

Икĕ ен телекоммуникаци тытăмне, ҫĕнĕ йышши проектсене, пысăк технологиллĕ сетьсене йĕркелеме, ҫыхăну пайĕнчи сервис ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртме ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Ҫакăн пекех ертӳҫĕсем Шупашкарта «Индустри 4.0» сесси ĕҫне пуҫарса яма, Чăваш Республикинчи чи пысăк предприятисенчи цифра технологийĕсен шайне ӳстерсе пыма вĕрентӳ йĕркелесси пирки ыйтăва пăхса тухнă.

Искусство интеллектне аталантарни  унпа усă курма пĕлни транспорт инфратытăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Хальхи вăхăтра Чăваш Енре интеллектуаллă транспорт инфратытăмне аталантарассипе курăмлă ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ вăл. Шăпах та, транспорт юхăмне вăл ĕҫ тĕрĕслеве илме май панине те асăннă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. 

Регион пуласлăхĕ цифра технологийĕнчен нумай килет, кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Тепĕр тесен ку ĕҫсем инвестици илĕртӳлĕхне те ӳстерме пулăшĕҫ. Чи пахи – граждансене валли лайăх условисем хатĕрлесе тăратасси. Пурнăҫ шайĕ лайăхлансан, хулара та ялта та пĕр тан условисем йĕркеленĕҫ. Хăрушсăрлăх теми те малти вырăнта, ку енĕпе те кулленех тимлĕ пулмаллине палăртнă ерӳҫĕсем.  

«Раҫҫей Президенчĕ – цифра танмарлăхне, ҫитменлĕхсене ҫйĕнчех пĕтерме хушать ҫĕршыв Ертӳҫи.  Пирĕн пурнăҫа лайăхлатас тесен, нумай ĕҫсене цифра ҫине куҫарса пыма тăрăшни те  аван. Цифра сервисĕсемпе усă курасси пĕтĕмпех ҫыхăну епле пулнинчен килет. Сеть лайăх пулсан, ҫĕнĕлĕхсемпе те усă курса пыма аван. Кирек-епле регионшăн та ыйту пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн тĕллев – Чăваш Республикинчи мĕнпур территорисене лайăх ҫыхăнупа тивĕҫтересси.  Ял тăрăхĕсенче сетьсем лайăх пулсан, халăх туххăмрах цифра сервисĕсемпе усă курайрать. Интернет ыйтăвĕ кулленхи пурнăҫра ҫивĕч тăрать. Аякра вырнаҫнă ялсенче те Интернет пултăр тесе специалистсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Пĕрлехи алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ ҫак ыйтусене хăвăртрах татса пама пулăшассине те шансах тăратпăр», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«ВымпелКом» ПАО патшалăх заказĕсемпе ĕҫлекен директорĕ Александр Шведов хăйĕн сăмахĕнче регионсен Правительствисем валли лайăх предложенисем хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ.  Кăтарту та ҫук мар, килĕшĕве  ПМЭФра алă пусни те ҫакнах ҫирĕплетет тесе асăннă вăл. 

«Ҫĕнĕ телеком-сервис ĕҫĕсене йĕркелесе ярассипе паха ĕҫ опычĕ пирки каласа кăтартма хатĕр. Технологисем ҫинчен те ăнлантарма, республикăн экономика илĕртӳлĕхĕ ӳстĕр тесе хамăрăн ĕҫ планĕ пирки те сире пĕлтерме пултаратпăр. Пирĕн технологисемпе усă курса ĕҫлекен отрасльсем сахал мар анлă, йышĕ кунран-кун ӳссе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх та мар»,  тесе хыпарланă вăл. 

Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче 4G сечĕ республикăра 80 процента ҫити ӳсрĕ. Интернет хăвăртлăхĕ 50 процента ҫити хăпарчĕ. «Килĕшĕве тĕпе хурса регионта 300 яхăн база станцийĕсене хăпартса лартма плана кĕртнĕ.  Ку паллах, Интернет хăвăртлăхне ӳстерме май парĕ»,   тесе сăмаха малалла тăснă Александр Шведов.  Тепĕр тесен, пысăк стандартсене пăхăнса пыма та меллĕрех пулĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, искусственнăй интеллект транспорт инфратытăмĕшĕн кăна усăллă маррине, инновациллĕ программăсене хатĕрлесе кăларма та витĕм кӳнине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе туризм, промышленноҫ производствинче те анлă усă курса ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесе пыма ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫса парасса шантарнă вăл. Тĕслĕх вырăнĕнче Чăваш Енре «ФАП кейс»  ĕҫне пуҫарса яма сĕннĕ.  Ку комплекс халăха  профилактика тĕлĕшĕнчен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулăшĕ.    Тепĕр тесен, тен районти врачсемпе фельдшерсем хушшинче телеконсультаци  ирттерме лайăхрах  пулĕ, туххăмрах хăш-пĕр ыйтусене уҫăмлатма та пулăшĕ.

Ҫĕнĕ йышши проектсем пурнăҫа кĕрсен Чăваш Ен малашне тата та лайăхрах комплекслă аталанса пырассине ĕненетпĕр.  Кун пирки ҫирĕплетсех каланă уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем.

 



16 июня 2022
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter