ПМЭФ 2022: Чăваш Ен Раҫҫейри машиностроительсен Союзĕпе килĕшсе ĕҫлесси пирки документа алă пусса ҫирĕплетнĕ
Йышăннă документ Чăваш Республикинчи машиностроени комплексне аталантарма витĕм кӳрĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раҫҫейри машиностроительсен союзĕ» пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организаци пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки калакан документа Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.
Килĕшӳре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «СоюзМаш» Чăваш Енри регионти уйрăмĕн кураторĕ, ПСБ председателĕ Пётр Фрадков алă пуснă.
«Паянхи пурнăҫ таппинче, импорта улăштарас ĕҫе хăвăртлатас тĕлĕшпе, мĕнпур потенциалсемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Пĕрлехи вăй-хăвата та пĕрлештерсен аван. Пĕрлехи ĕҫ машинăсем тăвакан комплекса аталантарма витĕм кӳрет. Тепĕр тесен, Чăваш Енре асăннă тытăма ҫирĕпрех «ура ҫине» тăрса, пысăк кăтартусемпе те палăрма май парать. Регионти промышленноҫ пайне аталантарма ятарлă мероприятисен планне йышăнăпăр. Предпринимательлĕх пайĕ вăй илсен, таварсен калăпăшĕ те ӳсесси часах. Экономика, право тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене уҫăмлатассипе те пĕрле пĕрне-пĕри пулăшса пыма пикенĕпĕр. Пирĕн ресурссем те ҫук мар, палăртнă тытăма вăй илтерсе пыма условисем те хăтлă. Ҫапла пултăр ӳлĕмрен те тесе ҫине тăрсах, тухăҫлăха ӳстерсе пысăк кăтартусем патне ăнтăлăпăр», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Чăваш Республикин машиностроительнăй комплексĕ хăватлă пулни куҫ кĕретех. Ӳсĕм пурри те сисĕнет. Экономика тĕлĕшĕнчен те, инвестици явăҫтарассипе те регион пĕр тикĕс лайăх вăй илсе аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Эпир пурсăмăр та республика Пуҫлăхĕ, Правительство ертӳлĕхĕ тăвакан ырă утăмсене туятпăр. Производствăсен калăпăшĕ те кулленех ӳссе пырать республикăра. Импорта улăштарассипе те субъектра промышленноҫ предприятийĕсем лайăх ĕҫлесе пыраҫҫĕ, ыттисемшĕн паха тĕслĕхре. Апла пулсан, эпир те хамăр енчен ҫак тренда витĕм кӳме тата май пур таран пулăшса пыма хатĕр. Промышленноҫ хăватлă аталантăр тесе пĕрле тăрăшăпăр», – тенĕ Пётр Фрадков.