ПМЭФ: Чăваш Республикин делегацийĕн пĕрремĕш кунхи ĕҫ кăтарăвĕсем
Чăваш Ен тăратнă курав «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакансемшĕн питĕ кăсăклă пулса тăнă.
Чăваш Республикине инфратытăм бюджет кредитне тивĕҫме хушма лимит уйăрнă, вăл 1,2 млрд тенкĕпе танлашать. Пысăк пулăшу тĕп хуламăрти виҫĕ микрорайонти инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма тăкакланĕ. Кунсăр пуҫне республика ЖКХ тытăмне реформăлассипе тимлекен фонд урлă хутса ăшăтмалли тытăма, Куславккари тата Ҫĕмĕрле хулинчи вĕри шывпа тивĕҫтермелли сетьсене юсама ятарлă пулăшăва тивĕҫет.
Кун пирки ырă йышăну ҫинчен Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раҫҫей Федерацийĕн вице-премьерĕ Марат Хуснуллин йĕркелесе ирттернĕ Правительство комиссийĕн ларăвĕнче хыпарланă. Палăртса хăваратпăр, ларăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
Чăваш Ен газ кĕртсе хăварассипе те хушма пулăшу тивĕҫесси куҫ кĕретех. Кун пирки палăртса хунă ĕҫ планĕ ҫинчен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Газпром газификация» тулли мар яваплă обществăн тата Газпром межрегионгаз Группăн генеральнăй директорĕпе Сергей Густовпа Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра каласа кăтартнă.
Чăваш Республики тата та тепĕр инвестици проектне пурнăҫа кĕртме хатĕрленет. Шупашкар районĕнчи юхан шыв порчĕ ҫывăхĕнчи терминалсене, причал тата Канаш хулинчи чукун ҫул станици ҫывăхĕнчи складсен комплексне хута ярасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Пуласлăхри ĕҫсем ҫинчен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «ВиаНова» тулли мар яваплă обществăн учредителĕпе Владимир Ишмурзинпа ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче тарăн сӳтсе явнă Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче.
Чăваш Ен Марий Элпа ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарса пырать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Марий Эл Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Юрий Зайцев Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче ĕҫлĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Икĕ ен социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне вăйлатса пыма тĕллев лартнă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, ҫитĕнӳсене ӳстерме плана кĕртнĕ. Икĕ регион экономика пайĕнчи тĕп ҫул-йĕрсене вăй илтерсе пырассипе паянхи пурнăҫ ыйтакан проектсемпе ĕҫлеме калаҫса килĕшнĕ.