Чӑваш Енĕн сывлӑх сыхлавĕпе социаллӑ сферине цифрӑлассине Сбер пулăшĕ
Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономка форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Сбербанк России» ПАО сывлăх сыхлавне цифра ҫине куҫарас, социаллă ыйтусемпе ĕҫлес тĕлĕшпе Килĕшӳ тунă.
Документа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Перекет банкĕн Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Ольга Голодец алă пусса ҫирĕплетнĕ.
Ĕҫ хучĕ сывлăх сыхлавĕнче цифра сервисĕсене пурнăҫа кĕртме, дистанци мелĕпе ĕҫлеме, искусственнăй интеллекта вăй илтерме, ҫĕнĕ йышши технологисене аталантарма, управлени ĕҫĕнче тухăҫлăха ӳстерме, Чăваш Республикинчи социаллă сферăна мониторинг туса тăма пулăшĕ.
Цифровизаци тата цифра трансформацийӗ – ахаль сӑмахсем кӑна мар. Хӑш-пӗр ӗçсене электронлӑ формата куçарни кӑна та мар. Ку вӑл чи малтанах ертсе пырас ӗç, корпоративлӑ культура, тулашри хутшӑнусем тӗлӗшӗнчи тӗп улшӑнусем. Цифра трансформацийӗ патшалӑха тытса пырассин шайӗпе Чӑваш Республикин экономика вӑй-хӑватне ӳстерес, региона хушма инвестицисем явӑçтарас, пысӑк тухӑçлӑ ӗç вырӑнӗсем туса хурас, социаллӑ сферӑна аталантарас енӗпе пысӑк витӗм кӳрет.
«Хальхи пурнăҫа информаци технологийĕсемсĕр туйма та ҫук пулĕ, обществăн аталанăвне те куҫ умне кăларса тăратаймăн. Пысăк кăтартусене пĕр чăмăра пухакан технологи, искусственнăй интеллект ҫынпа ҫыхăнă мĕнпур сферăра усă курăнать. Тепĕр тесен, цифра йышăнăвĕсем тухăҫлăха та кăтартса параҫҫĕ. Палăртнă сфера республикăра пурăнакансемшĕн кăсăклă пуласса шанатпăр. Патшалăх управленийĕн ĕҫĕнче те пысăк пахалăхпа ĕҫлесе пыма витĕм кӳрĕ. Уйрăмах, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене тивĕҫтерессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать асăннă ҫĕнĕллĕх. Сывлăх сыхлавĕшĕн уйрăмах паха», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Калăпăр, Сбер интеллектуаллă тытăма пурнăҫа кĕртме пулăшĕ, врачсен йышăнăвне туса хурассинче те витĕм кӳресси часах. Электронлă майпа рецептсем ҫырса пама, халăха социаллă пулăшу парассинче, региона валли кадрсем хатĕрлессинче пулăшма пултарать.
«Эпир Раҫҫейри регионсене кулленех пулăшса пыма тăрăшатпăр. Цифра сервисĕсене тĕпе хурса ĕҫлеме майсем йĕркелетпĕр. Ку ĕҫсем уйрăмах социаллă сферăпа сывлăх сыхлавĕнче анлăн пурнăҫа кĕреҫҫĕ. Сбер тивĕҫтерекен ҫĕнĕлĕх врачсемпе граждансемшĕн те питĕ усăллă», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Ольга Голодец.
Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлессипе йышăннă документа тĕпе хурса, ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртме ятарлă ĕҫ ушкăнĕсем йĕркеленĕҫ. Ĕҫсен план-графикĕ те пулĕ. («ҫулсен картти»). Объектсене хăҫан пурнăҫа кĕртмелли графика та йышăнса хăварасси паллă. Килĕшӳре палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫлассипе мĕнпур йĕркесене йышăнса хăварса ҫирĕплетĕҫ.