ПМЭФ-2022: Паянхи пурнăҫа тивĕҫтерекен виҫĕ ӳсĕм вырăнĕ пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

ПМЭФ-2022: Паянхи пурнăҫа тивĕҫтерекен виҫĕ ӳсĕм вырăнĕ пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Клуб губернаторов» «Регионы – локомотивы импортозамещения: стратегии губернаторов новой волны» тематикăллă панель дискуссийĕн спикерĕ пулма Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева шаннă. Мероприятине  хутшăнса, паха ĕҫ опычĕпе паллаштарма  республика Пуҫлăхне «Росконгресс» Фондăн директорĕ Алекандр Стуглев йыхравланă.  

«Тивĕҫлĕ конкуренци пур рыноксенче пушаннă вырăнсем пурсăмăршăн та пĕлтерĕшлĕ. Кун ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла», тесе пуҫланă хăй сăмахне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ уҫă калаҫăва пухăннисене саламланă май.  Ҫĕнĕ экономика условийĕсенчен ӳсĕм тумалли чи паха вăхăтсем пуҫланчĕҫ тенĕ вăл.  «Чăваш Еншĕн электротехника тытăмĕ ҫав тери лайăх аталанса пырать.  Эпир кунта шăпах та, Сименс, Шнайдер, АББ предприятисемпе конкуренцире тăнă.  Паянхи пурнăҫ таппинче вăл рыноксем пире валли уҫăлчĕҫ.  Раҫҫейре калăпланса тухакан мĕнпур электротехника таварĕсенчен 70 процентне яхăн Чăваш Республикинче тирпейленеҫҫĕ.  Кăтарту ҫав тери пысăк.  Пирĕн ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесе пыма резервсем пур. Ку ҫул-йĕрсемпе малашне те курăмлă ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма тĕллев лартатпăр», тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Тепĕр ӳсĕм тумалли пая Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  тĕрлĕ сăлтавсене пула пăрахăҫланнă хăш-пĕр рыноксем тесе палăртнă. «Калăпăр, ҫул-йĕрсем ҫинче усă курмалли тракторсем. Производство Чăваш Енре хăватлă вăй илсе пырать.  Малтанхи вăхăтсенче Чăваш Республикинчи Шупашкарти агрегат завочĕ тракторсемпе мĕнпур регионсене тивĕҫтерсе тăнă.  Ҫул-йĕрсем ҫинче усă курăнакан техникăсене валли завод тĕрлĕ таварсем калăпласа кăларнă.  Паянхи пурнăҫ таппинче пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе ют ҫĕршыв, импорт техникисене валли те тĕрлĕ запчастьсем тирпейлесе кăларма майсем пулĕҫ.  Ку ыйтусене шута илсе хастартарах ĕҫлемелле, импорта улăштарассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», тенĕ вăл.

Тепĕр пысăк ҫитĕнӳсем тумалли пай – хăмла лартса ҫитĕнтересси.  «Мĕн ĕлĕкрен Чăваш Республики хăмла лартса ҫитĕнтерессипе ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă.  Совет Союзĕн вăхăчĕсенче те регион пысăк кăтатусемпе палăрнă, мĕнпур таварсенчен 82 проценчĕ пирĕн республикăра тирпейленсе тухнă. Паянхи куна илес пулсан та ҫитĕнӳсем ҫук мар, кăтарту тата та ӳснĕ 92 процента ҫитнĕ.  Пирĕнпе туслă мар ҫĕршывсем пирĕнтен уйрăлни питĕ пысăк чăрмавах та мар. Хамăрăн ҫĕршывăн ҫĕнĕ ҫул-йĕрĕсем уҫăлчĕҫ, Чăваш Республикишĕн те аван.   Кирлĕ пулсан, Чăваш Енĕн паха специалисчĕсем ытти регионсемпе туслă килĕштерсе пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарма та хавас.  Раҫҫейре хăмла лартса ҫитĕнтерес ĕҫе  ытларах сарас тесен ҫапла туса пыни пĕлтерĕшлĕ.  Шăпах та, ҫак тĕллевпе ĕнтĕ тепĕр эрнерен Чăваш Республикинче «Раҫҫейĕн симĕс ылттăнĕ» ятлă анлă форумне йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Кунта паллă специалистсем пухăнĕҫ, ăста профессионалсем хăмла лартса ҫитĕнтерессипе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисемпе паллаштарĕҫ.  Сăра тăвакансем хăйсен технологийĕсем пирки каласа кăтартĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Ене килме кăмăл тăвакансем чăваш сăрине тутанса пăхса хаклама пултарĕҫ», - тесе пĕлтернĕ вăл.   

Чăваш Республикинче тĕрлĕ йышши хăмла лартса ҫитĕнтереҫҫĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «ылттăн коллекци» мĕн авалтан упранса пырать. Специалистсем палăртнă тăрăх, пĕтĕмпе пирĕн республикăра 250  тĕрлĕ тĕслĕ хăмла лартса  халăхăн кăмăлне тивĕҫтереҫҫĕ. Кун пек пысăк коллекци тĕнчипе те виҫҫĕ кăна.  

Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри вăл – экологи теми.  Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ESG  вăй илсе пыни куҫ кĕретех. «Эпир Ульяновск, Мордва  ертӳлĕхĕсемпе курса калаҫрăмăр,  Атăла сыватса пырасси пирки ыйтусене те сӳтсе яврăмăр. Пĕр сăмахпа каласан, юхан шывăн потенциалĕпе туллин усă курса пыма килĕшрĕмĕр»   тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Тепĕр тесен, Атăл туристсене валли питĕ кăсăклă пулассине пурсăмăр та лайăх пĕлсе тăратпăр.  Ку ыйтупа та Чăваш Ен ҫине тăрсах ĕҫлет. «Ҫĕртме уйăхĕн вун улттăмĕшĕнче Чăваш Ен, Самара, Ульяновск, Тутарстан, Марий Эл  «Аслă Атăлăмăрăн ҫул-йĕрĕ» проекта пурнăҫа кĕртесси пирки ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Апла пулсан, пурсăмăр валли те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн яваплăха туйса ĕҫлемелле, туризма кунран-кун вăй илтерессишĕн паха проектсене пурнăҫламалла», тесе сăмаха ҫавăрнă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Ҫĕнĕ экономика условийĕсенче уйрăмах тĕрлĕ регионсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине палăртса хăварнă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Инвестицишĕн пĕр-пĕрин хушшинче регионсем тупăшмаҫҫĕ.  Мĕнпур вăй-хăвата пĕрлештерсе пысăк ĕҫсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшни куҫ кĕретех.  Енчен те ӳлĕмрен те ҫапла пĕр-пĕринпе туслă ĕҫлесе пырсан, ҫитĕнӳ тăвасси те часах. Кун пирки никамăн та иккĕленӳ ҫук. Кирек-епле йывăрлăхсене те парăнтарайратпăр, пирĕн ресурссем пĕчĕк мар, паха ĕҫ опычĕ пурри те куҫ кĕретех», тенĕ ертӳҫĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту кадрсем хатĕрлесси.  Ĕҫ профессийĕсене ытларах хатĕрлесе кăлармалла. Квалификациллĕ кадрсем хатĕрлессипе ҫине тăрсах тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ республикăра.  «Мĕн ачаран професси илме вĕрентсе пыраҫҫĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенче специалистсем.  Аслă класенче вĕренекенсем туххăмрах кирек-епле завода кайсан та, ятарлă ĕҫсене туллин пурнҫлама пĕлни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсемпе аслă пĕлӳ илме витĕм кӳрекен учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ, ачасене тарăн пĕлӳпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Тепĕр тесен, ҫитĕнекен ăру хапăл тусах ҫĕнни патне туртăнать. Пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе усă курса, хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерсе пырассишĕн пикенсех вĕренеҫҫĕ.  Ҫак ҫĕнĕлĕхсене епле пурнăҫа кĕрсе пынине пурсăмăр та лайăх туйса тăратпăр.  Кăтартусем те ҫук мар. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкултан вĕренсе тухакансене малалла аслă пĕлӳ илме ятарлă хатĕрлеҫҫĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме вĕренсе пыраҫҫĕ. Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем кулленех ҫамрăк ăрăва вĕренсе пырса, малашлăхра вĕсене хăйсем патне ĕҫлеме кирлĕ профессионалсем пулма вĕрентеҫҫĕ», тесе каланă вăл.  

Ҫĕнĕ юхăмри губернаторсем, пулас стратеги, импорта улăштарассипе йышăнакан ҫĕнĕ проектсем текен ыйтусене тарăн сӳтсе явнă «ҫавра сĕтел»  мелĕпе пухăнса калаҫнă мероприятинче.  Хăш-пĕр паха ĕҫ опычĕсене федераци шайĕнче анлăн сарасси пирки те сăмахланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче регионсен пуҫлăхĕсем пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсемпе паллашнă. Ҫĕнĕ экономика условийĕсенче йывăрлăхсене епле парăнтарса пыни пирки сӳтсе явнă.  Тĕп калаҫусенчен пĕри – импорта улăштарасси паллах пулнă.

Мероприятийĕн йĕркелӳҫисем -  «Росконгресс» Фондпа  «Экспертный институт социальных исследований (ЭИСИ) АНО шутланнă.  Уҫă калаҫăва ерсе пыраканĕ Регионсенчи ЭИСИ программисен департаменчĕн директорĕ Дарья Кислицына пулнă.  

  



17 июня 2022
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter