Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ленинград облаҫĕнче Марий Элсен «Пеледыш пайрем» тата чăвашсен «Акатуй» наци уявĕсене пухăннисене ăшшăн саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Ленинград облаҫĕнче Марий Элсен «Пеледыш пайрем» тата чăвашсен «Акатуй» наци уявĕсене пухăннисене ăшшăн саламланă

 Ленинград облаҫĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Йăла-йĕркене упрас» регионсен хушшинчи  этнокультура фестивале ҫитсе килнĕ, унтах Атăлҫи тăрăхĕнчи «Парк Песчанка» общество  территорийĕнчи чăвашсен «Акатуй» тата Марий Элсен «Пеледыш пайрем» уявĕсене хутшăннă.  

Уява пухăннисене саламланă май,  Олег Николаев тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркипе культурисене упрама пĕлни, ăна ламран-лама куҫарса пыма тăрăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. Раҫҫей территорийĕнче пурăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăннине те  палăртнă вăл.

«Икĕ халăх пĕр чăмăра пухăнса хăйсен уявĕсене ирттерни хăйех туслăха ҫирĕплетсе парать, пуласлăх ҫине хăюллăн тишкернине, иксĕлми вăй-хăват пирĕнте тапса тăнине ĕнентерет.   Ҫапла пулни пире ĕмĕрех эпир вăйлине, кирек-епле йывăрлăхсене те парăнтарма  пĕлнине калать. Паянхи пурнăҫ таппинче тĕл пулакан пулăмсене те эпир нимĕн иккĕленмесĕрех уҫăмлатма, май пур таран кирлĕ пек тĕрĕс йышăнусем туса малаллах пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлатпăр.  Ялан пĕрле килĕштерсе пурăнасчĕ, пĕрне-пĕри хисеплеме, йывăр чухне те лайăх чухне те алă пама пĕлесчĕ.  Пирĕн Раҫҫейĕн йăли-йĕрки пуян, унăн хăватлăхне те эпир пурсăмăр та курсах тăратпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Пĕтĕм халăха пĕр чăмăра пухакан проект «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» туслăха кăтартса пачĕ. Раҫҫей Федерацийĕн 85 субъекчĕ проекта хапăл тусах хутшăнчĕ, хăйсен культурине сăнарласа тĕрлесе кăтартрĕ.  Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче ăста тĕрĕҫĕсен илемлĕ тĕррисем, карттăра ҫав тери хитре пулса тухнă, курав унта та тĕп вырăн йышăннă, мероприятине пухăннă мĕнпур халăха тарăн шухăша ярса, мăнаҫланма, Раҫҫей вăй-хăвачĕпе савăнма май панине те пĕлтернĕ Пуҫлăх.  

Санкт-Петербургра тата Ленинградра пурăнакан ентешсемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев курса калаҫнă.  Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, икĕ регионăн территорийĕнче пĕтĕмпе чăваш диаспоринче 6,5 пин ҫын шутланать.  Ентешлĕхсен пуҫарăвне тĕпе хурса обществăлла организацисем те йĕркелесе янă, вĕсем: Санкт-Петербургри Чăваш наци культурин автономийĕ тата тепри – Санкт-Петербургри Чăваш культура обществи.  Регионсен хушшинчи обществăлла организацисем «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕ тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ.  Вĕсем «Акатуй», «Кĕр сăри» чăваш уявĕсене хапăл тусах кашни ҫул хутшăнаҫҫĕ. Юлашки ҫулсенче вĕсем 1920-1921 ҫулсенчи ентешлĕхсем пирки тĕпчев ĕҫĕсем йĕркелеҫҫĕ, кăсăклă куравсем тăваҫҫĕ.   Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхне Санкт-Петербургри Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Валериан Гаврилов тĕплĕн каласа кăтартнă.  

Ентешсене чăвашсен йăли-йĕркипе культурине аталантарса пырас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Обществăлла организацисем мĕнпур ĕҫсене хастар хутшăннине, халăхпа пĕрле килĕшсе кăсăклă мероприятисем ирттерсе пынине те каланă вăл.  Малашне те ҫӳлерех асăннă мероприятисене  йĕркелесе ирттерессинче пулăшма хатĕррине хыпарланă.  Пуҫаруллă ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем яланах хăйне евĕр вăй-хăват хушаҫҫĕ. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă вăл.  Тĕслĕхрен, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ чăваш архитеторĕн ятне чыс туса сквер ятне Санкт-Петербургра пама ыйтса ҫырнă Санкт-Петербург губернаторĕ патне. 2021 ҫулта Петр Егоров ҫуралнăранпа 290 ҫул ҫитнине палăртса ҫак ĕҫе туса ирттернĕ те. Унăн ячĕпе Санкт-Петербургра сквер хисепленсе тăрать.   

Питĕрте юрă, ташă ушкăнĕсем чăмăртаннă, Чăваш хĕрарăмĕсен союзне пухнă, тĕрĕçĕсен центрне уçнă. Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнса çĕршывĕпе ят-сум илнĕ Петр Егоров архитектор тата зодчи ячĕпе сквер хисепленсе тăрать.

Чăваш Енĕн паллă ҫыннисен ҫулталăкне халалласа ҫакнашкал ĕҫсем туса пыни питех те пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. «Паллă ăсчах, синолог, чăвашра çуралса ӳснĕ Никита Яковлевич Бичурин, Алексей Крылов  академик,  корабль тăвакана пĕлмен ҫын та ҫук пулĕ. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсемпе эпир чăнласах та, мăнаҫланатпăр», - тесе хушса каланă вăл.

Алексей Крылов математик, механик, академик, профессор, флот генералĕ. Çав вăхăтрах «карап тăвакан» тениех ăна мĕн пысăкăш сум кӳрет. РСФСР ăслăлăхпа техника тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Крылов. Социализм Ĕçĕн Геройĕ пулнине те эпир пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр.     

Фестивальре тĕрлĕ юрă-кĕвĕ янăранă, халăха савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ пултарулăх ушкăнĕсем.   Палăртса хăваратпăр, чăвашсен «Акатуй» уявне мĕн авалтан уй-хир ĕҫĕсем вĕҫленнĕ хыҫҫăн йĕркелесе ирттернĕ. Ҫĕр ĕҫченĕсене чысласа тĕрлĕ ăмăртусемпе пуянлатнă мероприятине. Марий Элсен «Пеледыш пайрем» уявĕ те  пирĕнни пекех, вĕсем пĕр-пĕринпе тӳр килсе тăраҫҫĕ,   ҫут-ҫанталăк чĕрĕлнине, туслăха, ҫĕр ĕҫченĕсене хисепленине кăтартса параҫҫĕ.



20 июня 2022
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter