Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хусан гарнизонĕн ҫар прокурорĕпе Мунко Цыреновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хусан гарнизонĕн ҫар прокурорĕпе Мунко Цыреновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ҫар прокуратурипе республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну пирки сӳтсе явнă.

«Ҫар комиссариачĕпе Чăваш Республики  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине палăртать РФ Оборона министерстви. Регион хăй ҫине илнĕ ыйтусене туллин тивĕҫтерниние, яшсене ҫар ретне тăратассипе те хастар ĕҫленине палăртать. Ҫĕршыва хӳтĕлессипе ҫыхăннă ыйтусене татса парассипе республика лайăх ĕҫлесе пырать», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче икĕ ен Канаш хулинчи призыв пункчĕн строительство ĕҫĕ пирки канашланă. «Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пыма килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Республика территорийĕнчи ҫар комиссариачĕ хушшинче те килĕшӳ туллин пурнăҫа кĕрсе пырать», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăсса.  Тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республики Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи право йĕркипе тивĕҫтересипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн йышне Цыренов Мункона та кĕртсе хăварма килĕшнĕ.   

Мунко Данзанович Цыренов  Буряти Республикинче Улан-Удэ хулинче ҫуралса ӳснĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин приказĕпе килĕшӳллĕн 2022 ҫулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуҫласа Хусан гарнизонĕн ҫар прокурорĕ пулса тăрăшать.  Служба тивĕҫне вăл Тĕп ҫар прокуратуринче те пурнăҫланă.

Хусанти ҫар прокуратури виҫĕ республикăн ыйтăвĕсене тишкерет: Тутарстан, Чăваш Ен тата Марий Эл. Прокуратурăра тăрăшакансем ҫар служащийĕсен ҫемйисен ыйтăвĕсене туллин татса параҫҫĕ, мĕнпур ҫăхавсене кулленех тĕрĕслеве илеҫҫĕ, пĕр сăмахпа каласан ҫар ҫыннисен чысне туллин хӳтĕлеме тăрăшаҫҫĕ.  



21 июня 2022
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter