Хăнасене кĕтсе илме пĕлекенсен конкурс финалне Чăваш Ен ирттерме хатĕр

Хăнасене кĕтсе илме пĕлекенсен конкурс финалне Чăваш Ен ирттерме  хатĕр

Туризм енĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсăн ҫурма финалĕ иртнĕ, ăна «Россия – страна возможностей» президент платформин проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ. «Эпир мĕнпур ĕҫе тивĕҫлĕ шайра яланах йĕркелесе ирттерме хатĕр.  Мероприятине йĕркелекенсен яланах лайăх кăмăл пултăр кăна», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Регион Ертӳҫи  «Россия – страна возможностей» президент платформине мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Хăнасене кĕтсе илме пĕлекенсен конкурсне хутшăнакан кашни ăстаҫăна чыс та хисеп тесе хакланă.  «Пĕлтĕр эпир  «Россия – страна возможностей»  платформăпа ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пыма килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетрĕмĕр. Вĕсен ĕҫне кулленех хастар хутшăнма хатĕр. Хăйне евĕр платформа кашни ҫынна хăйĕн пуҫаруллă проектне пурнăҫа кĕртме те витĕм кӳрет», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ конкурса хутшăнакансене ирĕклĕ уҫă калаҫу ирттернĕ. Олег Николаев регионăн наци бренчĕ пирки каласа кăтартнă хăнасене. Чăваш Республикинче турбизнеса аталантарса пырассипе тĕрлĕ ĕҫсем туса пынине те пĕлтернĕ, паянхи пурнăҫ таппишĕн приоритетлă ҫул-йĕрсем ҫинчен те чарăнса тăнă. 

«Нумаях пулмасть Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ хуласенчен сумлă ертӳҫĕсем пуҫтарăнчĕҫ.  Форумра тепĕр хут Раҫҫей мăнаҫлă та илемлĕ пулнине, унăн экономики хăватлăх вăй илсе пынине курса ĕнентĕмĕр.  Чăваш Республики «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» ҫĕнĕ проекта тăратрĕ. Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче асăннă курав чи пĕлтерĕшлĕ пулса тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар, кашни унпа кăсăкланма пултарчĕ», тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Республика кунне анлăн уявлама хатĕрленсе ҫитнĕ. Сахал мар мероприятисем программăра пур. Ҫĕршыври мĕнпур регионсем пирĕн тăрăха килме кăмăл тунă. Чи паллă пулăмсем: Шупашкарти экономика форумĕ, симĕс ылттăн – хăмла фестивалĕ тата та ыттисем те .  

Регионта туризма вăй илтерсе аталантарассипе ятарлă пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пынине те пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Агротуризма аталантарассипе те чылай мероприятисем плана кĕртнĕ. Палăртма кăмăллă, кăҫал ҫулла Шупашкартан Хусана туристсене илсе ҫӳретме Атăл юхан шывĕ тăрăх кулленех «Валдай» карап ҫӳрет.  Ҫитес вăхăтра тата та хушма программăсем хатĕрленсе ҫитĕҫ,  Шупашкар хулинчен ытти пĕчĕк хуласене ҫӳреме маршрутсем уҫăлĕҫ.  Регионта ал-ĕҫ ăстисем хăйсен таварĕсене анлăн калăпласа халăх патне илсе ҫитерессипе тăрăшаҫҫĕ.  Вĕсене валли те хăйне евĕр инфратытăм пуҫарса янă. Ăстаҫăсене таварсене калăплама ятарлă пӳлĕмсем хатĕрлесе тăратнă, сутăҫсене сутма вара лавккасем туса панă. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн тăрăха килекен туристсем валли хăтлă условисем пулни куҫ кĕретех.  Ăмăртусен иккĕмĕш ҫурма финалĕ Шупашкарта ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче старт илнĕ. Пĕтĕмпе Раҫҫейри 58 регионта 133 ҫын ҫурма финала тухнă. Вĕсем пурте Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкара килсе ҫитнĕ.  Кашни ăстаҫă хăйĕн проекчĕ пирки анлă та кăсăклă каласа пама пикенет, халăх кăмăлне тултарассишĕн тăрăшать.    Хăнасене кĕтсе илме пĕлекен ăҫтаҫăсен конкурсĕ чи пултаруллисене тупса палăртма май парать.  Кадрсен ыйтăвĕсене тивĕҫтерессинче те сахал мар пулăшу пулĕ. 2022 ҫулхипе проект виҫҫĕмĕш хут пурнăҫа кĕрет.  Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 36,7 пин ҫын хăйсен ăсталăхне кăтартса пама шутланă.   Ăмăртăва хутшăнакансене валли тĕрлĕ кăсăклă мероприятисем хатĕрленĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашайраҫҫĕ.



21 июня 2022
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter