Чăваш Енре 1 миллиона яхăн турист пулнă

2023-мĕш çулта Чăваш Ене 1 миллиона яхăн турист килсе курнă. Ку пĕлтĕрхинчен 6 процент нумайрах. Кăçал хуласен мастер-планĕсене йĕркелессипе пысăк ĕç туса ирттернĕ, туристсен индустри аталанăвĕн проектне хатĕрленĕ. Çак тата ытти кăтартупа пĕтĕмлетĕве Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинчи туризма аталантарассипе Координаци канашӗн ларӑвӗнче тишкерчĕç.

Кăçал 9 уйăхра Чăваш Енри йышпа вырнаçмалли çуртсенче 1 миллион ытла çын çĕр каçнă. Хĕвеллĕ региона шыв хумĕпе киленсе кимĕ-караппа килме кăмăл тунисен шучĕ 91 пинрен те каçнă. 2020-мĕш çулхипе танлаштарсан ку 3 хут чылайрах. 2023-мĕш çулта республика туризмне аталантаракан стратеги проектне хатĕрленĕ, регионсем хушшинчи «Аслă Атăлçи çулĕ» наци маршрутне çирĕплетнĕ, кану кунĕн турне хута янă, ача-пăча туризмĕпе 8 пин хастара çул çӳреве янă. Ларура 2035-мĕш çулчченхи Чăваш Республикин туризм аталанăвĕн стратегийĕн проектне пăхса тухрĕç. Ăна 2024-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнмалла. Документра пĕтĕм муниципалитета пĕрлештерекен 3 туристпа рекреаци зонине палăртнă. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри, Улатăр хулисен мастер планĕсемпе тата Çĕрпӳ, Куславкка, Пăрачкав салин туристсен пĕрлĕхи стратегийĕпе паллаштарнă. 2024-мĕш çулччен Çĕрпӳ хулине туристсен вăй-хăвачĕ енчен пăхса тухса мастер план валли хак пама тата Раççейри экономика аталанăвĕн министерствин субсиди конкурсĕнче хутшăнма тĕллев лартнă.

«М-12 трассăна уçнăранпа Чăваш Ен пысăк хуласенче пурăнакансемшĕн тата çывăхрах пулса тăчĕ. Халĕ автотуризм та лайăх аталанать», – палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев. 



22 декабря 2023
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter