Килĕшӳпе çирĕплетрĕç

2024-мĕш çулта Чăваш Енре «Воин» çарпа спорт енĕпе хатĕрлекен центр пулĕ. Ăна «Çăлтăрлă» лагерьте уçма палăртаççĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата центр ертӳçи Николай Язынин килĕшӳ алă пусрĕç. Çĕнĕ центрта 14 çултан аслăрах çамрăксем çар ĕçне тĕпчĕç. Опытлă вĕрентекенсем вĕсене тактика тата инженери вăрттăнлăхĕсене уçса парĕç, мина ĕçĕн кăткăслăхĕпе паллаштарĕç. Центрта вĕсем виçĕ эрнерен пуçласа виçĕ уйăхчен пĕлӳ илĕç.

Аса илтеретпĕр, çарпа спорт енĕпе хатĕрлекен центра уçасси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче палăртнăччĕ. «Çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче центр пысăк тӳпе хывмалла. Яшсемпе хĕрсем илнĕ пĕлĕве тӳрех ĕçре усă курĕç. Çар ăсталăхне алла илни çамрăксене хăйне тата çывăх çынсене хӳтĕлеме май парать. Ку ĕç çарпа патриотла воспитани тытăмне аталантармалла, республикăра пурăнакансене хĕсметри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшмалла. Тăван çĕршыв историне, халăхсен культурине, йăли-йĕркине, Раççей çарĕсене хисеплеме вĕрентмелле», – терĕ вăл тĕл пулура. «Воин» çарпа спорт енĕпе хатĕрлекен центрăн регионти уйрăмне хута яма республика хыснинчен укçа уйăрнă. Инфратытăма йĕркелесен лагерь çулталăкĕпех ĕçлĕ. 



НТРК
22 декабря 2023
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter