Портала çĕнетнĕ

Чăваш Республикинчи влаç органĕсен официаллă порталне çĕнетнĕ. Халĕ унта тĕрлĕ ĕç пурнăçлама май пур. Сăмахран, çынсене видеопа çыхăнса йышăнма пулать. «Чи малтанах порталăн дизайнĕ улшăнчĕ», – пĕлтерет Чăваш Республикин цифра министерстви. Халĕ администратор тĕрлĕ тĕс суйлама пултарать. Порталăн тĕп страници хăмăр, ĕç тăвакан влаç органĕсен кăвак, муниципалитетсен симĕс тĕслĕ пулать. Сайтăн çĕнетнĕ тĕслĕхĕпе кĕсье телефонĕсенче те усă курма пулать. Эппин, ресурса кирлĕ вăхăтра кирек хăш вырăнта та кĕреетĕн. Чăваш Республикинчи влаç органĕсен официаллă порталĕнче хыпар пĕлме шалти шырав тытăмне йĕркеленĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх – тӳре-шарасем çынсене инçет мелĕпе йышăнаяççĕ. Çакна тума видеоконференци йĕркелени пулăшмалла. Çĕнетнĕ официаллă портал çитес вăхăтра ĕçлесе каймалла. 



22 декабря 2023
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter