Террора хирӗҫ кӗрешекен комисси ларăвĕ иртрĕ

Республикăра ресурссемпе сайтсене терроризма тата экстремизма хирĕçлекен информаципе тултарас, çамрăксен тата урăх çĕршыва ĕçлеме çӳрекенсен тавралăхĕнче профилактика ирттерессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2023-мĕш çулта терроризмпа кĕрешекен комисси палăртнă мероприятисене туллин пурнăçланă. Кун çинчен Чӑваш Республикинчи террора хирӗҫ кӗрешекен комиссипе оперативлă штабăн пӗрлехи ларӑвӗнче палăртрĕç. Ларура Чăваш Енри террора хирӗҫ кӗрешекен комиссиĕн, муниципалитетсенчи уйрăмсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе яврĕç, 2024-мĕш çулта пурнăçламалли тĕллевсене çирĕплетрĕç. Комисси кăçал тумалли ĕçсене палăртнă вăхăтра тата туллин пурнăçланă. Канашлура Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хатĕрленнĕ тата ирттернĕ чухне хăрушсăрлăхпа тата терроризма хирĕç кĕрешмелли йĕркесемпе тивĕçтермелли хушма мелсене те тишкерчĕç. Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май муниципаллă округ ертӳçисене хушу пачĕç. Вĕсен терроризм идеологине хирӗҫ пыракан ӗҫе тишкерсе тухмалла тата террор йĕркелеме пултаракан, халăх йышлă пухăнакан вырăнсене пăхса тухмалла, вĕсене ятарлă списока кĕртмелле. 



22 декабря 2023
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter