Тĕрĕслесех тăраççĕ

Кашни кунах çын лаввкана кĕрет, чирлесен вара аптекăна утать. Сентресенче выртакан тавар пахалăхĕ пирки сайра хутра шутлать. Шел пулин те, унта йĕркене тивĕçтерейменнисем те пур. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура калаçрĕç. Чăваш Республикинче ултавлă е саккунсăр сутакан апат-çимĕçе тата ытти япалана тупса палăртас тесе чылай тăрăшаççĕ. Ăна пурнăçлама ятарлă комисси ĕçлет, тĕрĕслевсене тухса çӳрет. Чылай чух хамăра япăх туйсан аптекăна кĕрсе çăлăнăç шыратпăр. Шел пулин те, эмелсем те пурте паха мар, йĕркене тивĕçтермен медицина хатĕрĕсене те сутаççĕ. Кăçал 16 пин те 256 эмеле, 590 медицина хатĕрне тупса вĕсене çынсем патне илсе çитерме чарнă. Сутма ирĕк паракан хутсăр ĕçлекен 18 аптекăна палăртнă. Апат-çимĕç лаввкисене те тимлĕхре тытаççĕ. Мари Республикинчен тата Курск облаçĕнчен килекен таварсем хушшинче ултавлисене тупнă. Кăçалхи 11 уйăхра саккуна пăсса сутнă 420 литр хаяр шĕвеке сарăлма паман. 19 пин ытла пирус пачки те сĕрĕм кăларма юратакансем патне çитмен. 



НТРК
22 декабря 2023
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter