Çанталăк пире тĕрĕслерĕ

2023 çулта республикăри бюджет ĕçченĕсен шалăвĕ 16% хушăннă. Халĕ вара кăмăллă тепĕр хыпар: кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вĕсен ĕç укçи тата 8,5% пысăкланать — кун валли бюджетра кирлĕ чухлĕ укçа пăхса хăварнă. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Канашлури калаçу вара пурнăçпа ĕç-хĕле тивĕçтерекен службăсен çанталăкăн ансат мар условийĕсенчи ĕçне тишкернинчен пуçланчĕ. Олег Николаев чи малтанах асăннă тытăмсен ĕçченĕсене тав турĕ. Çулсем çинчи лару-тăру уйрăмах кăткăс пулнă. Анчах, калăпăр, федерацин М-7 трасси çинче водительсене пулăшас тĕлĕшпе пĕтĕмпех тума тăрăшнă. М-12 çинче пире ку енĕпе ĕçлеме кăткăсрах — пурпĕр мерăсем йышăннă. Олег Алексеевич халĕ картишсене тасатас енĕпе çине тăрса ĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе управляющи компанисен ĕçне сăнасах тăсмалла. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хăйсене те юр тасатмашкăн явăçтарни вырăнлă. Республика енчен пулăшу кирлĕ пулсан регион ертӳçи ку енĕпе те йышăнусем тума хатĕррине çирĕплетрĕ.

Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа вара ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов паллаштарчĕ. Çанталăк çак кунсенче тивĕçлĕ службăсен çирĕплĕхне пĕр шелсĕр тĕрĕслерĕ теме те юрать: температура улшăнса тăни, вăйлă çил — çеккунтри хăвăртлăхĕ 21 метр таранах пулнă, юр çуни... Çак условисенче çулсем юр кĕрчĕсемпе хупланнă, пăрланнă, электричество линийĕсем çине те юр çыпăçса хытнă. Кăрлачăн 16-21-мĕшĕсенче республикăра шыв, электричество, ăшă, газ парса тăрасси чарăннă 121 тĕслĕх пулнă. Кăрлачăн 16-мĕшĕнче, сăмахран, 8 округри 36 ял, 8 пин çын электричествăсăр юлнă. Çанталăк вара япăхлансах пынă, çавна май М-7, М-12 çулсем çинче «пăкăсемпе» пӳлĕннĕ. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче ирхине грузовиксемпе автобуссене М-7 тата А-151 трассăсем çине тухма чарнă. Комсомольски округĕнче М-12 çинче çула тухнă çынсем валли ăшăнмалли пункт та йĕркелеме тивнĕ.

Унтан вăйлă çил-тăманăн иккĕмĕш хумĕ килсе çапнă. 9 округ электричествăсăр юлнă. Кăрлачăн 20-мĕшĕнче электроэнерги çуккине пула Çĕмĕрле округĕнчи Лесной поселокĕнчи котельнăй ĕçлеме чарăннă. Васкавлăн мерăсем йышăннă май ăна çав кунах ĕçлеттерсе янă.

Сергей Геннадьевич МЧС сотрудникĕсем, çăлавçăсем, энергетиксен бригадисем, ытти служба çанталăк кӳнĕ пăтăрмахсене, аварисене сирес енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ, уйрăм муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене çулсем çинче çынсем валли ăшăнмалли пунктсем йĕркелес ĕçе хăйсем çине илнĕшĕн тав турĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çакнашкал лару-тăру «çивĕч ыйтусене курма май панине» палăртрĕ, халĕ çав «хавшак вырăнсене» пĕтерес енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.



Хыпар
22 января 2024
19:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter