Троллейбуссем хуласене çыхăнтарĕç

Правительство пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккун проектне ырларĕ. Строительство министрĕ Михаил Коледа палăртнă тăрăх, тӳрлетӳсем тăлăхсем пурăнмалли лаптăкăн ятарлă найм килĕшĕвне икĕ çуллăх кĕскетме пултарассине симĕс çутă параççĕ. Çав вăхăт вĕçленсен социаллă найм килĕшĕвĕ туса хваттере харпăрлăха куçарма пулать. Хальччен тăлăхсемпе 5 çуллăх килĕшӳ тунă, малашне вара ку вăхăта 3 çуллăха кĕскетме пулĕ.

Тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕ памалли положени тĕлĕшпе те улшăну пур. «Сертификата 21 çул тултарнă, 12 уйăхран кая мар ĕçлесе тупăш илнĕ тăлăхсем илме пултараççĕ. Çул çитмен ачаллă, ятарлă çар операцине хутшăннă çынсен сертификата ыттисенчен маларах илмелли çăмăллăх прави пур», — терĕ министр.

Палăртни вырăнлă: 2023 çулта ветерансене, инвалидсене хушма пулăшупа тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 18,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Пурăнмалли хушма лаптăк валли пĕр хут паракан пулăшăва 9 инвалид илнĕ, маларах пулнă тăкаксене саплаштарма 5 ветеранпа инвалида укçа панă. Иртнĕ çул 314 тăлăха пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтернĕ, вĕсенчен 114-шĕ çурт-йĕр сертификачĕпе усă курнă. Кăçал çакăн валли 1,16 миллиард тенкĕ уăрма палăртнă — 414 тăлăх хваттерлĕ пулĕ. Паянхи кун тĕлне 66 çын сертификат пама ыйтса çырнă.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — пассажирсене муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе илсе çӳрессине планламалли документа улшăнусем кĕртесси. Вĕсемпе паллаштарнă май транспорт министрĕ Максим Петров темиçе маршрута йĕркелесе тăракан тарифсем çине куçарассине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен çĕнĕ 4 маршрут уçăлать. Çав шутра — Шупашкарапа Çĕнĕ Шупашкара çыхăнтаракан 3 троллейбус маршручĕ. Çакă икĕ хула хушшинчи пассажирсен çӳревĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса пама пулăшмалла. Троллейбуссем Çĕнĕ Шупашкарти «Химтехникум» чарăнуран Шупашкарти «Университета», «Иваново» чарăнуран тĕп хулари «Медицина центрне» тата Чапаев ячĕллĕ ПОна çӳрĕç. Унсăр пуçне автобуссен темиçе маршрутне пăрахăçлама йышăннă. Перевозчиксем кăмăлламаннине кура вĕсем темиçе çул «пушă», апла тăк муниципалитетсен хушшинчи çав маршрутсене пĕтерни халăха транспортпа тивĕçтерессине япăх витĕм кӳмĕ.

www.hypar.ru



Хыпар
29 января 2024
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter