Министр ĕç ыйтăвĕсене те татса парать, парашютпа та сикет

2024 çул пуçланчĕ çеç — «Хыпар» Издательство çуртĕнче вара тĕлпулу хыççăн тĕлпулу иртет. Вĕсенчен пĕри — «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ «Юнкорăн ыйту пур» çавра сĕтел. Çулленех çамрăк авторсене çакнашкал мероприятие хутшăнса тӳре-шарана ыйту пама май туса парасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче тĕлпулăва Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хутшăнчĕ. Анлă тавра курăмлă ачасен ыйтăвĕсене вăл хаваспах хуравларĕ.

Çак хастарсем шкулта çеç вĕренеççĕ пулсан та республикăри лару-тăрупа кăсăклансах тăраççĕ. Ĕç ыйтăвĕ вĕсене уйрăмах хумхантарни палăрчĕ. Акă Йĕпреç округĕнчи Ирина Кошелева пĕлтĕр республикăра миçе çынна ĕçпе тивĕçтерме май килнине пĕлесшĕн пулчĕ. «Ĕç тупмалли центрсем кашни муниципалитет округĕнче, кашни хулара пур. Вĕсем, чи малтанах, ĕçсĕр юлнă çынсене пулăшма тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах урăх ĕç шыракансене те питĕ кирлĕ. Пĕлтĕр 7 пин ытла çын çакăн пек мелпе ĕçе вырнаçма пултарнă. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерме цифра порталĕ пур, унта ыйту яма пулать. Çакăн пек мелпе паянхи куна 11 пин ытла ваканси пуррине пĕлетпĕр», — терĕ Алена Геннадьевна.

Елчĕк округĕнчен килнĕ Света Окружновăна вара ĕçсĕр юлнă çынсем мĕн чухлĕ пособи илме пултарасси кăсăклантарчĕ. «Ĕç шыранă вăхăтра вĕсем патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Ĕçсĕр пурăннă тапхăрта, паллах, çак пособи самай пулăшать. Ăна мĕн вăхăт илсе тăрасси çын хăш категорие лекнинчен килет. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн ĕç çухатнă пулсан ăна 12 уйăх пулăшаççĕ. Ыттисем вара çак пособие çур çул таран илсе тăма пултараççĕ. Пособи икĕ тĕрлĕ пулать: чи пысăк виçе тата чи пĕчĕк виçе. Кăçал çĕнĕ саккун вăя кĕрсен пособи виçи çултан çул индексациленĕ. Ку таранччен вăл яланах пĕр пек пулнă. Индексациленĕ хыççăн 13 пин те 751 тенкĕ пулса тăрать. Ку чи пысăк виçе. Чи пĕчĕкки вара — 1 пин те 613 тенкĕ», — ăнлантарчĕ Алена Елизарова.

Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекен Диана Воробьева республикăри ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пирки ыйтрĕ. Министр палăртнă тăрăх, вăл çултан-çул улшăнсах тăрать. Кăçал çак хисеп 19 пин те 242 тенкĕпе танлашать.

Паллах, шкул ачисене вĕренсе тухсан хăш профессие алла илесси те шухăшлаттарать. «Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра мĕнле профессипе ĕçлекенсем ытларах кирлĕ?» — ыйтрĕ Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекен Таня Кушманова. «Медицинăра, çул-йĕр тытăмĕнче, суту-илӳре ĕçлекенсем. Çавăн пекех водитель, тракторист, автомеханик, бухгалтер ытларах кирлĕ», — терĕ Алена Геннадьевна.

Çамрăк корреспондентсен хушшинче ĕçе вырнаçасси пирки халех шухăшлакансем те пур. Министр вĕсене Ĕç кодексĕпе килĕшӳллĕн ачасен, ашшĕ-амăшĕ хирĕç пулмасан, 14 çултан ĕçлеме май пуррине пĕлтерчĕ. Чăвашсен ĕçченлĕхĕ ахальтен-им ытти халăха та тĕлĕнтерет? Çак ен пирĕн çынсенче мĕн пĕчĕкренех палăрма тытăнать. Алена Геннадьевна палăртнă тăрăх, республикăра çулталăкра 15 пине яхăн ача ĕçе вырнаçать иккен. Ун пек ачасене ĕçпе тивĕçтерекен центр тӳлев çумне тата 3300 тенкĕ хушса хавхалантарать.

«Сирĕн шухăшпа, министрăн мĕнле пулмалла?» — кăсăкланчĕ Шупашкар округĕнчи Çĕньял-Покровски шкулĕнчен килнĕ Ксения Щербакова. Алена Геннадьевна ачасене хăйсене çак ыйтăва хуравлама ыйтрĕ. «Сăпайлă, кăмăллă, ĕçчен пулмалла», — терĕç юнкорсем. Çак сăмахсемпе вĕсем Алена Геннадьевнăна сăнлани куçкĕретех. «Атте-анне каланă пек, хуть те мĕнле профессие суйласа илсен те, чи малтан, çынпа çынлă пулмалла. Учитель-и, министр-и, строитель-и — чи малтанах, çынпа пĕр чĕлхе тупмалла, ăна ăнланмалла. Унсăр пуçне пĕлӳ илни, яваплăха туйни, сăпайлăх питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Алена Геннадьевна.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем министр кĕнеке вулама çав тери юратнине пĕлчĕç. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшрен суйлав нумай: хут кĕнекене те, электронлине те вулама е унăн аудиоформатне итлеме пулать. Тăватă ача амăшĕ пулнă май Алена Геннадьевна ӳсекен ăрăва та кĕнекепе туслаштарма тăрăшать.

Юнкорсен хушшинче министр парашютпа сикнине пĕлекен те тупăнчĕ. Ку хăюллă утăма тума Алена Геннадьевнăна ывăлĕ хавхалантарнă иккен, вара хăй те унран юлас темен. Ачасене те вăл яланах хăюллă пулма сунчĕ. «Тен, вăхăт иртсен эсир паллă журналист пулса тăратăр. Ун чухне эпĕ сирĕнпе пĕрле ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк çине пăхăп та: «Хыпар» Издательство çуртĕнче тĕл пулсан вăл мана çавăн пек ыйту панăччĕ», — тесе савăнăп», — кăмăллăн йăл кулчĕ Алена Елизарова ачасемпе сыв пуллашнă май.



Хыпар
30 января 2024
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter