Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе саламлани

Юратнӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак ҫурхи кун сире чун ӑшшипе ачашлӑхшӑн, ӑнланулӑхпа юратушӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Эсир аннесем, мӑшӑрсем, йӑмӑк-аппасем, хӗрсем, ӗҫтешсем пулса тӗнчене ырӑрах та ҫутӑрах тӑватӑр, ҫемье вучахне упратӑр, ачасене воспитани паратӑр тата ҫав вӑхӑтрах хӑвӑрӑн пултарулӑхри тата ӗҫлӗхлӗ пахалӑхӑрсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ куратӑр.

Сирӗн пурнӑҫри хастарлӑхӑра пула ҫӗршывра тата республикӑра улшӑнусем вӑхӑт енчен пӑхсан хӑвӑрт, шайлашуллӑ тата содержанийӗ тӗлӗшӗнчен пахалӑхлӑ пулса иртеҫҫӗ.

Хӗрарӑм ветерансене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ачисене, ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлекен салтаксен тата офицерсен амӑшӗсемпе  арӑмӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Тайма пуҫ сире!

Хаклӑ та хисеплӗ, юратнӑ хӗрарӑмсем! Сире пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, савӑнӑҫ тата чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев



08 марта 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter