Влаҫ органӗсен XXI-мӗш Спартакиадинче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн командине ҫитекенни пулман

Влаҫ органӗсен XXI-мӗш Спартакиадинче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн командине ҫитекенни пулман

«Спорт – пурнӑҫ норми» федераци программипе килӗшӳллӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен хушшинче  XXI- мӗш Спартакиадӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ.   Спорта юратакансем ҫулсеренех волейбол, футбол, шашка-шахмат, дартс турнирĕсенче, ишес, сĕтелçи теннисла выляс, вĕрен туртас тата ытти енӗпе ăмăртса вăй виçеççĕ. Кăçал республикăри патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен ХXII Спартакиадине хутшӑнма чылай ҫын пухӑннӑ.

Чӑваш Енри патшалӑх влаҫ органӗсен командисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн команди ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви, виҫҫӗмӗшне – Чӑваш Республикин Юстици енӗпе ĕçлекен патшалăх служби тивӗҫнӗ.

Федерацин территори органӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерстви ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри Тӗп  управленийӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна Федерацин налук службин республикăри управленийĕ тивӗҫнӗ. 

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ушшинче пӗремӗш вырӑна Шупашкар округӗ, иккӗмӗшне – Вӑрнарсем, виҫҫӗмӗшне – Вӑрмарсем ҫӗнсе илнӗ.

XXII-мӗш Спартакиадӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче спорта юратакансем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртнӑ.  Командӑсенче тӑватӑ ҫын пулнӑ. Арҫынсем 2 ҫухрӑма, хӗрарӑмсем 1 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.

«Спартакиадӑна пухӑннисене пурне те хӗрӳллӗн саламлатӑп. Яланхиллех хӗллехи тапхӑрта иртекен ҫак спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем чылай. Спорта юратни – сывӑ пурнӑҫа тытса пыни – ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма пулӑшаҫҫӗ.  Тепӗр тесен, спорт пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшать.  Чи хастаррисем, ӑмӑртусенче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисем яланах мала тухаҫҫӗ.  Спорт уявӗ унта хутшӑнакансене хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелессе те шансах тӑратпӑр.  Пурне те пысӑк кӑтартусемпе палӑрма вӑй-хал сунатӑп», - тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Эстафетӑра Чӑваш Енри патшалӑх влаҫ органӗсен командисем хушшинче 1-мӗш вырӑна Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗнсе илнӗ, 2-мӗш вырӑна Чӑваш Республикин Спорт министерстви,   виҫҫӗмӗш вырӑна  Чӑваш Енри Гостехнадзор йышӑннӑ. 

Федераци органӗсен регионти уйрӑмӗсем хушшинче:

1-мӗш вырӑна Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ,  2-мӗш вырӑна Чӑваш Енри Росгвардин Управленийӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министерстви йышӑннӑ.

Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинче малти вырӑна Шупашкар муниципаллӑ округ тухнӑ, иккӗмӗшне Йӗпреҫсем, виҫҫӗмӗшне Хӗрлӗ Чутайсем ҫӗнсе илнӗ.    

Максим Васильев, «Советская Чувашия»



11 марта 2024
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter