Чӑваш Енре нумай ҫул пурӑнакан ҫынсен шучӗ самай ӳснӗ

Чӑваш Енре нумай ҫул пурӑнакан ҫынсен шучӗ самай ӳснӗ

Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн отрасль ӗҫленине пӗтӗмлетекен анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.  Канашлӑва регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Юлашки ҫулта республикӑри халӑх вилессин кӑтартӑвӗ 6% чакнӑ. Нумай ҫул пурӑнакан ҫынсен, вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ те палӑрмаллах  ӳснӗ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта 73,25 ҫулпа танлашнӑ.

 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пепке вилессин пӗтӗм ҫӗршыври чи пӗчӗк кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен пӗри, пӗр пин ҫуралнӑ пепкерен иккӗшӗ вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ тесе шута илнӗ.

2023 ҫулта сывлӑх сыхлавне 28 млрд тӑкакланӑ, ку вӑл тата та маларахри ҫулхинчен 13% пысӑкрах. Сывлӑх сыхлавӗнче  63 объекта ҫӗнӗрен тунӑ тата тӗпрен юсанӑ. Авариллӗ ҫуртсен, тӗпрен юсама ыйтакан ҫуртсен тӳпи пӗрремӗш звенора 18,5% таран чакнӑ.

Пӗрремӗш  тапхӑрпа пулӑшу памалли сиплев учрежденийӗсен 18 объектне тума тата юсаса тирпейлеме  кӑҫал плана кӗртнӗ.

 «Сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкне модернизацилес программӑна малалла тӑсӗҫ, анлӑлатӗҫ. Пирӗн пурне те тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес тесессӗн, план туса хатӗрлемелле.  Ҫавӑн пекех халӗ Республикӑри клиника больницине тума пуҫлама хастар ӗҫе кӳлӗннӗ.  Ку хальхи инфекци центрӗпе тулли больница хули пулмалла. Ҫӗнӗ перинаталь центрӗ йӗркелеме палӑртатпӑр. Ҫакӑ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе, трасса медицинипе тивӗҫтерессине оптимизацилеме пулӑшӗ. Пысӑк тата нумай вӑхӑтлӑха тӑсӑлакан ӗҫсем палӑртса хунӑ тӗллевсене тепӗр хут пӑхса тухма хистӗҫ. Кирлӗ чухне оптимизацилӗпӗр, ӑҫта-тӑр вара - хальхи цифра инструменчӗсемпе сервиссене искусствӑлла интеллектпа усӑ курӗҫ» тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Енре ФАПсене, мӗнпур сывлӑх сыхлавӗн подразделение интернетпа ҫыхӑнтарнӑ. Телемедицина кирек хӑш пациента та регионти специалистсенчен те, федераци клиникисенчи тухтӑрсенчен те консультаци илме май парать, ҫакӑ медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхне ӳстерет.

2023 ҫулта республикӑри пациентсене 33 пин ытла телеконсультаци панӑ, ку 2022 ҫулхинчен 1,9 хут нумайрах.

 «Иккӗмӗш вулав» практикине диагностикӑра  флюорографире, рентгенографире, маммографире тата компьютер томографийӗнче  ӗҫе кӗртнӗ, ҫакӑ врачӑн тӗпчев ӗҫӗсене тишкерме вӑхӑтлӑ тӑкакӗсене икӗ хут чакарать, диагностика тӗрӗслӗхне тата чирсене вӑхӑтра тупса палӑртассине ӳстерет.

Пӗлтӗр профилактика тӗрӗслевӗсемпе диспансеризаци 800 пин ытла ҫын иртнӗ, вӗсенчен 120 пине яхӑн ытларахӑшне мобильлӗ медицина комплексӗсен медицина бригадисем пӑхса тухнӑ, ку вӑл  тата та маларахри ҫулхинчен 13% нумайрах.

Профилактика тӗрӗслевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 2023 ҫулта пӗрремӗш хут 40 пин ытла чирпе чирленине палӑртнӑ, малтанхи стадисенче чирлекен ҫынсене те чылай тупса палӑртнӑ.  Шыҫӑ чирӗпе  аптракансене  малтанхи стадисенче палӑртнисене 62,2%  тесе шута илнӗ.

 «2023 ҫулта мӗнпур пулӑшу формисен шучӗпе пире тӗрлӗ енлӗ 267 специалиста региона явӑҫтарма май килчӗ. Ку эпир тӗрӗс ҫул-йӗрпе пынине ҫирӗплетет.  Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмне йӗркелес тӗллеве пурнӑҫласа малтанхи тапхӑрпа медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли объектсене  модернизацилессине малалла тӑсатпӑр. Пӗлтӗр Президент хушӑвне тӗпе хурса 21 объект хӑпартса лартнӑ,  19 ФАП тата  врач амбулаторийӗсене иккӗшне пурнӑҫа кӗртнӗ.  Ҫынсем савӑнаҫҫӗ, пулӑшу тата тимлӗх  хӑйсем патне уйӑрнӑшӑн чунтан тав тӑваҫҫӗ. Ку вара,  пысӑк ӗҫсен чӑн-чӑн кӑтартӑвӗсем»,  тесе сӑмаха малалла тӑснӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне тӗпе хурса ялта ӗҫлекен медицина ӗҫченӗсене сахал мар социаллӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ.  Медицинӑра тӑрӑшакансен шалу укҫи те кулленех ӳссе пырать. 35 ҫула ҫитмен медицина ӗҫченӗсене пӗр хутчен укҫан парса пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсен ӗҫ вырӑнне тата пурӑнмалли вырӑна кайнипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштараҫҫӗ.  Апла пулсан, ялта ӗҫлекенсен хулари пекех условисем пулни куҫ кӗретех.  2024 ҫулта специалистсене пулӑшупа тивӗҫтермелли мерӑсене тата та анлӑлатма  тӗллев лартнӑ.    

 



13 марта 2024
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter