2020 ҫултанпа Чӑваш Енре чукун ҫул транспортӗнче пассажир ҫӳретес ӗҫ икӗ хут ӳснӗ

2020 ҫултанпа Чӑваш Енре чукун ҫул транспортӗнче пассажир ҫӳретес ӗҫ икӗ хут ӳснӗ

 Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» ОАО филиалӗн предствителӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра каланӑ.  

Республикӑри транспорт инфратытӑмӗн тӗп аталану ҫул-йӗрӗ – чукун ҫул сечӗ шутланать тесе сӑмаха малалла тӑснӑ регион Пуҫлӑхӗ.  Раҫҫейри мӗнпур регионсемпе ҫыхӑнтарса тӑракан тӗп сеть тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Чукун ҫул тӑршшӗ 421,2 ҫухрӑм тӑсӑлса выртать.  «Инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарассипе Чӑваш Енре ҫав тери кӑсӑклӑ проектсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.  Ӳлӗмрен те проектсене пурнӑҫлама хастар ӗҫе кӳлӗнессе шантаратпӑр.  Поездпа ҫӳреме кӑмӑл тӑвакансене валли хӑтлӑ условисем тӑвассипе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех туса пама тӑрӑшӑпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси – тӗп тӗллевсенчен пӗрипулса тӑрать», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.  

Калӑпӑр, 2020 ҫулта чукун ҫул транспорчӗпе пурӗ 458 пин ҫын ҫӳренӗ пулсан, 2023 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 831,8 пине ҫитни паллӑ.  «Сӑлтавӗ те куҫ кӗретех – 2022 ҫултан пуҫласа Чул хуларан Хусана ҫити электропоезд ҫӳретме пуҫланӑ.  Раштав уйӑхӗнчен пуҫласа Канашран Улатӑра ҫити кӑнтӑрлахи тапхӑрпа транспортпа ҫӳреме ятарлӑ маршрут уҫни те витӗм кӳнӗ.  Кӑҫал икӗ уйӑх хушшинче 1238 пассажир поездпа ҫӳренӗ тесе шута илнӗ.  Апла пулсан, халӑх асӑннӑ транспортпа ҫӳреме кӑмӑл тӑвать», – палӑртнӑ Сергей Дорофеевский  Горький чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.  

Халӑна чукун ҫул транспорчӗпе Чӑваш Ен территорийӗ урлӑ илсе ҫӳретме «Содружество» АО  тивӗҫтерет.

Ертӳҫӗсем уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫей Чукун ҫулӗ ОАОпа пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

«Палӑртса хӑваратпӑр, килӗшӳ хучӗ пирӗншӗн паллах, ҫӗнӗлӗх мар тейӗпӗр.  Ырӑ ӗҫсене пурнӑҫлассине малалла та туса пыма тепӗр хут пӗрне-пӗри шантарса ҫирӗплетсе хӑваратпӑр. Икӗ еншӗн те килӗшӳ пӗлтерӗшлӗ, кӑсӑклӑ проектсене пурнӑҫа кӗрессишӗн тӑрӑшӑпӑр», – тесе ҫапларах каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

«РЖД»  ОАО   генеральнӑй директорӗпе – правленийӗн председателӗпе Олег Белозеровпа 2021 ҫула килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗпленӗ май, чукун ҫул отрасльӗ валли кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтересси курӑмлӑ пулса пырать. Чӑваш Енри предприятисем вӗсене пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Таварсен ассортименчӗ ӳссе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. «ТехПромМаш», «НПП «ДИНАМИКА», «Алатырский механический завод» организацисем ҫулсерен ҫӗршер миллион тонна тавар ӑсатаҫҫӗ.  Чӑваш Ен Правительстви пысӑк предприятисене патшалӑх енчен тӗрлӗ тӗревсем парса пулӑшма витӗм кӳрет. Кун пирки те тепӗр хут ҫирӗплетсех кваланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.   

Горький чукун ҫулӗ Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ пине яхӑн ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерет.  Вӑтамран вӗсен шалу укҫи 60 пинпе танлашать тесе хыпарланӑ Сергей Дорофеевский сӑмаха малалла тӑснӑ май.  Чукун ҫул инфратытӑмне инвестици хывассипе те хастар ӗҫленине асӑнса хӑварнӑ вӑл. 2023 ҫута 331 млн тӑкакланӑ тесе пӗлтернӗ ертӳҫӗ.  Экологи ҫулталӑкне тӗпе хурса, ҫӗнӗ йышши пысӑк технологиллӗ котельнӑй хута яни те вырӑнлӑ пулса тӑнӑ.  Йывӑҫ ҫуртра вырнаҫӑ шкулсенче вӗсемпе малтан усӑ курнӑ пулнӑ.  «Кун пек ҫӗнӗлӗх Раҫҫейӗпе те Калининградра кӑна.  Халӗ вара палӑртма кӑмӑллӑ, Чӑваш Енре Канаш хулинче пур ҫакнашкал ҫӗнӗ объект, вӑл йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлес ӗҫе витӗм кӳрет. Тӑван тавралӑха упрассипе те аван. Кун пирки те тепӗр хут ҫирӗплетсех каланӑ Горький чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ.   



14 марта 2024
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter