Бюджетшăн ачаллă çемьесем хисепре

2024 çулта республика бюджечĕн ачаллă çемьесене пулăшассипе çыхăннă тăкакĕсен пĕтĕмĕшле виçи 16 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Çемье çулталăкĕ вĕт — обществăн çак ячейки тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки ăнсăртран мар. Республика Пуçлăхĕн нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен калакан указне пурнăçлассиех самай хакла ларать — 1,1 миллиард тенкĕ ытла. Социаллă тӳлевсене индексацилемелли укçа пысăкланать, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăракан виçе те 409 миллион тенкĕлĕх хушăнать. Çапла вара кăçал хваттер туянма патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан çамрăк çемьесен шучĕ 450-ран та иртĕ. Çак тата ытти тăкака республика бюджетне кĕртме хатĕрленĕ улшăнусенче шута илнĕ — Михаил Ноздряков ларура тивĕçлĕ саккун проекчĕпе паллаштарчĕ.

Тупăш — 6,6 миллиард, тăкаксем 11,5 миллиард тенкĕлĕх хушăнаççĕ те — бюджет тӳрлетĕвĕсем те, паллах, пысăк. Вĕсемпе министр эрне пуçламăшĕнче депутатсемпе ирттернĕ тĕл пулура та паллаштарнăччĕ — тепĕр хут тĕплĕ чарăнса тăни кирлех мар пуль, уйрăм самантсем çинче кăна чарăнса тăрар. Сăмахран, ĕç укçи çинче. Бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвĕн индексацийĕ валли туллин укçа хывнă. Çав шутра — кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче окладсене 8,5% пысăклатнине тивĕçтерме. Бюджета тӳрлетнĕ май бюджетниксене 2024 çулта ĕçшĕн тӳлеме уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 34,1 миллиард тенкĕпе танлашĕ — иртнĕ çулхинчен 12,2% нумайрах.

Михаил Геннадьевич ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси тĕп ыйтусен шутĕнче пулассине çирĕплетрĕ. Запорожьери Бердянск районне пулăшасси те малалла тăсăлĕ. Чăн та, ку тăкаксем валли резерв фончĕн укçипе усă курĕç. СВО тенĕрен, çарпа çыхăннă тăкаксем татах пур. Министр пĕлтĕр Шупашкарти контрактниксемпе ĕçлемелли пункта тĕпрен юсанине аса илтерчĕ, кăçал вара çар комиссариачĕн тĕп хулари Илпек урамĕ, 8 адреспа вырнаçнă çуртне юсама палăртнă — 109 миллион тенке яхăн уйăрма пăхнă.

Олег Николаев бюджет укçипе усă курмалли контрактаци ĕçне вăраха ямасăр пурнăçламаллине аса итерчĕ, укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе тĕрĕслев çирĕп пуласси çинчен асăрхаттарчĕ. Бюджета улшăнусем кĕртмелли саккун проектне Патшалăх Канашĕ пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчи сессире тишкерĕ.

Республика бюджетне тӳрлетнĕ чухне Обязательнăй медстрахованин территори фончĕн бюджечĕ çинчен калакан саккуна та улшăнусем кĕртесси йăлана кĕнĕ — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов фонд укçипе усă курмалли çул-йĕрсем çинчен каланă май медицинăна кадрсемпе тивĕçтерессин çивĕч ыйтăвĕ çинче те чарăна тăчĕ. Прогноз пур: кăçал сывлăх сыхлавĕн 29 учрежденийĕн кадрсен йышĕ 365 çынпа вăйланмалла. Çав шутра 160 яхăн çын — врачсем, ыттисем — вăтам медперсонал. Миçе врач пенсие тухассине, миçе специалист Мускава е пысăк ытти хулана куçассине вара министр пĕлтермерĕ — унашкал прогноз çук пуль...

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru



Хыпар
18 марта 2024
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter