Шкулсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштармалли программӑна лекеймен Шупашкарти тата та 11 шкула юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ

Шкулсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштармалли программӑна лекеймен Шупашкарти тата та 11 шкула юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче кун пирки пӗлтернӗ. Пухӑва хутшӑннисем Чӑваш Енӗн тӗп хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене тата 2024 ҫулхи аталану планӗсене  сӳтсе явнӑ.

«Эпир Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне хатӗрлессине вӗҫлесе пыратпӑр.  Ӗҫе ыттисенчен малтан тытӑннипе тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑтӑмӑр, ку вара пирӗншӗн усӑллӑ позици пулса тӑчӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Часах эпир хатӗр йышӑнӑва та тивӗҫӗпӗр. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче малта пыракан патшалӑх корпорацийӗсемпе мастер-плана пурнӑҫа кӗртнӗ чухне вӗсемшӗн мӗнле майсем  пӗлтерӗшлӗ пулнине сӳтсе явӑпӑр. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле аталану планӗ пултӑр тесе, кӗске вӑхӑтрах ятарлӑ палӑртнӑ министерствӑсене ӗҫе кӳлӗнме ыйтатӑп»,  тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Шупашкар хӑйӗн 555 ҫул тултарнӑ тӗле лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗ тесе шутлатӑп. Чӑваш Ен тӗп хули ҫак ҫула пысӑк проектсемпе палӑртать. Чи пысӑк спорт объекчӗсем: «Волга» стадион, йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртмалли трасса, Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗ.  Ҫавӑн пекех программӑна лекмен 11 шкула та тӗпрен юсатпӑр»,  тенӗ вӑл.

Иртнӗ ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, тӗп хула аталанӑвӗ пысӑк кӑтартусемпе палӑрать.

Хулашӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк предприятисем таварсен калӑпӑшне 2022 ҫулхипе танлаштарас пулсан  41,3 % ӳстернӗ. Строительство ӗҫӗсене 17,6 %, ваккӑн суту-илӳ ҫаврӑнӑшне 11,4 %, ӗҫ укҫин 20,6 % таран хӑпарни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар .

Шупашкар хулин  бюджечӗн тупӑш пайӗ пӗлтӗрхи ҫул 15,4 млрд тенкӗ чухлӗ пурнӑҫланнӑ, ҫав вӑхӑтрах харпӑр хӑй тупӑш ӳсӗмӗ 865,7 млн тенкӗ пулнӑ, ҫакӑ 2022 ҫулхи шайран 15,8 процента ҫити  пысӑкрах. Бюджета 97,7 млн тенкӗлӗх профицитпа пурнӑҫланӑ.

Муниципалитет пурлӑхӗпе тата ҫӗрпе усӑ курнин тупӑшӗ 906 млн тенке яхӑн, ӳсӗмӗ  2022 ҫулхипе танлаштарсан 118 млн тенкӗне ҫитнӗ.

4,7 пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май паракан пӗтӗмӗшле 184 млрд тенкӗ тӑракан 96 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртесси ӗҫ те пурнӑҫа хӑватлӑн кӗрсе пырать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программинчи ӗҫсем 3,5 ҫул хушшинче  пурте пурнӑҫланнине  хыпарланӑ.  Пурнӑҫа кӗртейменнисене тарӑн тишкерме каланӑ.  Ҫӗршыв Президенчӗн Ҫырӑвӗнче  палӑртнӑ тӗллевсене пурне те пурнӑҫлассишӗн таса чунпа, яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пыма хушнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Олег Николаев хулана шайлашуллӑн аталантарса пыма сӗннӗ: « Пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратмалла мар, ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех тупса палӑртса вӗсене пӗтерессишӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле. Социаллӑ сферӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗртен юлмалла мар, ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстермелле, ҫынсем туххӑмрах ырлӑха туйса илччӗр тесен, пурин те тӑршмалла», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ республика Пуҫлӑхӗ.



20 марта 2024
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter