Республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва япӑх та мар, лайӑхах та мар тесе хаклаҫҫӗ

Республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва япӑх та мар, лайӑхах та мар тесе хаклаҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  наркотиксемпе кӗрешекен комиссийӗн ларӑвӗнче наркӑмӑшпа алхасакансен шучӗ республикӑра чылаях мар тесе палӑртса каланӑ. Кун пек хаклава вӑл Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тунӑ.   

Чӑваш Республикинчи  Шалти ӗҫсен министерстви наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне ҫул ҫитменнисен явӑҫӑвӗн шайӗ  пысӑках мар тесе палӑрать:  наркотикпа ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ  ҫулталӑк хушшинче 2,5 хут патнелле сахалланнӑ.

Социаллӑ психологи тесчӗн кӑтартӑвӗсемпе 2022/2023 вӗренӳ ҫулӗсенче, асӑрхава илнисен шучӗ 240 танлашнӑ:  ҫав шутра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вӗренекен 227 ҫын, ссузсенче вӗренекен 11 ача,  аслӑ шкулсенче 2 студент пур тесе палӑртнӑ.

Регионта наркăмăшсене хирĕҫ тăрассипе комплекслă ĕҫсем йĕркелесе пынине хыпарланă канашлӑва хутшӑннисем . Ҫамрăксем хушшинче усал амак сарăласран кулленех специалистсем сыхă тăнине, йывăр ҫемьесенче ҫитĕнекенсемпе тăтăшах уҫă калаҫусем ирттернине, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче обществăлла организацисен пайташĕсемпе, волонтерсемпе ҫамрăксем хушшинче ятарлă акцисем ирттернине те  палӑртнӑ. Тĕрлĕ ведомствăсем тӑтӑшах акцисем ирттернӗ, вĕсенче ҫула ҫитмен ҫамрăксене явӑҫтарӑ. Ашшĕ-мăшĕсем, вĕрентекенсем мероприятисене хапăл тусах хутшăнни куҫкĕретех тенĕ ертӳҫӗсем.

2023 ҫулта медицина тӗрӗслевӗсене календарь планӗпе килӗшӳллӗн  туллин йӗркелесе ирттернӗ. Комплекслӑ медицина тӗрӗслевне 104 вӗрентӳ организацийӗнче 4004 ҫын тухнӑ. Шкулта вӗренекенсенчен  3792-шӗ, аслӑ шкулсенче 34 студент, ссузсен 178 студенчӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ.

Профилактика ӗҫӗсене те пӗлтӗр самай ирттернӗ.  Ведомствӑсем хушшинчи «Сообщи, где торгуют смертью», «Дети России», «Твой выбор», «Классный полицейский», «Полиция и дети» ятлӑ акцисем уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.  Ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗрентекенсемпе тӑтӑшах уҫӑ калаҫусем йӗркеленӗ.  Кашни муниципаллӑ округра тӗрлӗ енлӗ профилактика ӗҫӗсене туса пыраҫҫӗ, мероприятисене те курӑмлӑ ирттереҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине наркотиксене хирӗҫ кӗрешессипе патшалӑх программисене тӗпе хурса, кашни муниципалитет округӗ валли пӗр пекрех витӗмлӗ мероприятисен планне хатӗрлеме чӗнсе каланӑ.  

 «Кашни муниципалитетра ятарлӑ мероприятисен переченӗ пулмалла, сӑмахран, профилактика, тӗпчев  ӗҫӗсем тата ытти те. Вӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ тухса тӑрать пулан, уйӑрмалла хыснаран.  Профилактика ӗҫӗсене йӗркеленӗ чухне, ҫамрӑк яш-кӗрӗме спорта, культура мероприятийӗсене ытларах явӑҫтарма тӑрӑшмалла.  Ҫамрӑксен политикине явӑҫтарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ паянхи пурнӑҫ таппишӗн. Мӗнпур мероприятисене пӗрпеклетме тата пӗр-пӗринпе  ҫыхӑнтарса пыма пӗлни те вырӑнлӑ», - тесе палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин наркологи служби  наркӑмӑшпа алхасакансен йышӗ кӑштах нумайрах тесе шута илнӗ.   Пур-пӗрех палӑртмалла, юлашки пиллӗк ҫул хушшинче  республикӑра чирлессин шайӗ Раҫҫейрипе тата федерацин Атӑлҫи округӗнчи кӑтартусенчен самай пӗчӗк пулни те никмшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.



21 марта 2024
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter