Александр Викторов генерал-полковник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине Чӑваш Енре ӗмӗр асра юлмаллӑх палӑртӗҫ

Александр Викторов генерал-полковник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине Чӑваш Енре ӗмӗр асра юлмаллӑх палӑртӗҫ

Унӑн 100 ҫулхи юбилейне  2025 ҫулта паллӑ тӑвӑпӑр.

Ҫакӑн пек сӗнӳпе тухнӑ Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант, Чӑваш Республикин Хсеплӗ гражданинӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ  «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен обществӑлла организацийӗн представителӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра.  

«Александр Григорьевич округ пограничникӗсемпе ӗҫленӗ.  Унӑн вӗренекенӗ, арми генералӗ Владимир Проничев пулнӑ. Вӑл яланах хӑйӗн сӑмахӗнче Александр Григорьевич пирки ырӑпа асӑнать. Ун пек пысӑк тавра курӑмлӑ, тарават та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын ҫук та пулӗ тесе хаклать.  Офицер ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче.  Викторов генерал Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен.  Ҫавӑнпа та паллӑ ентешӗмӗр ятне хисеп туса, Шупашкарти пӗр урам ятне  ӑна  хисеп туса парсан, аван тесе шутлатпӑр.  Унӑн тӑван ялӗнче паллӑ генерал-полковника асӑнса палӑк лартни те ҫитӗнекен яш-кӗрӗмшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулассине шанатпӑр», - тесе пӗлтернӗ хӑйӗн шухӑшне Николай Гаврилов.  

Кӗскен пӗлме. Викторов Александр Григорьевич 1925 ҫулта ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ере Ҫӗрпӳ районӗнчи Иваново ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫӗрпӳри 1-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкултан  вӗренсе тухсан, педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, пысӑк специалист пулса тухнӑ.

1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Ун хыҫҫӑнхи ҫулӗсем ентешӗмӗрен служби Прибалтикӑри патшалӑх чиккин хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. А. Г. Викторова Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, III степеньлӗ Мухтав медалӗпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин тата патшалӑхӑн ытти пысӑк наградисемпе  чысланӑ пулнӑ.

Александр Григорьевич РСФСР Аслӑ Канашӗн депутатне пӗрре мар суйланнӑ, ентешӗсем патне тӑтӑшах килсе ҫӳренӗ, Ҫӗрпӳ хулинчи 1-мӗш шкулта вӗренекенсемпе ирттернӗ тӗлпулусенче нумай хутчен пулнӑ, ҫарпа патриот мероприятийӗсене те хутшӑннӑ. А. Г. Викторов 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Санкт-Петербургра вилнӗ.



25 марта 2024
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter