Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлав Министрӗпе Михаил Мурашкопа ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ

Уҫӑ калаҫӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинчӗн Председателӗн  ҫумӗ  сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ.  

Икӗ ен сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, сиплев учрежденийӗсене модернизацилессипе йышӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.  Республикӑра клиника больницин ҫӗнӗ корпусне хута ярасси пирки те канашланӑ, РФ Президенчӗ  Владимир Путин Чӑваш Республикинче ӗҫлӗ ҫул-ҫӳревпе пулнӑ май, пуҫарӑва ырлани пирки тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ.     

Федераци тата республика влаҫӗсем проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫе тытӑннӑ.  Ҫӗнӗ проектра халӑха пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси ыйту тӗп вырӑнта тӑрать, кадр ыйтӑвӗсем те кун йӗркинчех.  Кун пирки те анлӑн ыйтӑва пӑхса тухнӑ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче.

«Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлавӗн Министрӗпе Михаил Альбертович Мурашкопа  пӗрремӗш звенори медицина учрежденийӗсене тӗпрен модернизацилесси пирки ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явнӑ.  Чӑваш Енре ҫӗнӗ сиплев комплексне тӑвасси ыйту та кун йӗркинчех.  Чи пахи, Михаил Альбертович кӑштах вӑхӑт тупсанах, Чӑваш Республикине ӗҫлӗ визитпа килсе каясси пирки шантарни. Ун чухне шӑпах та, кирлӗ пек мӗнпур ыйтусене тарӑн пӑхса тухӑпӑр.  Приоритетлӑ ыйтусене татса пама та хӑш-пӗр самантсем пирки канашлама майсем пулӗҫ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.      

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче  Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан икӗ ФАП хута ярасси пирки те сӑмахланӑ ертӳҫӗсем.  Владимир Путин пирӗн тӑрӑхра пулнӑ чухне ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ пулнӑ. Ун чухне тӳрех, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ Татьяна Голикова асӑннӑ ыйтӑва ҫирӗп тӗрӗслеве илнӗ.    Палӑртма кӑмӑллӑ, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем  кӑҫалах ырлӑха туйса илме пултарӗҫ, сиплев учрежденийӗсем хута каясси планра пур, вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн кашни яваплӑха туйса хӑйсене шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫласа пырассине те шансах тӑратпӑр.

Пӗрремӗш звенори медицина учреденийӗсене тӗпрен модернизацилессипе ҫыхӑннӑ Президент программипе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 2023 ҫулта ҫӗнӗ 63 объект хута янӑ, вӑл шутран 2024 ҫулта  21 учрежденине ҫӗнетсе улӑштарнӑ.  



25 марта 2024
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter