Чӑваш Енри Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен ӗҫне Тӗп штаб пысӑка хурса хакланӑ

Чӑваш Енри Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен ӗҫне  Тӗп штаб пысӑка хурса хакланӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ пулма кандидата тӑратнӑ Владимир Путиншӑн регионтан шаннӑ ҫыннисем пулма «МИГ «КТЗ» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорне Андрей Водопьянова, «Химпром» ПАО генеральнӑй директорне Дмитрий Колчина, «Грани» Издательство ҫурчӗн генеральнӑй директорне – хаҫатӑн  тӗп редакторне Наталия Колывановӑна ҫирӗплетнӗ пулӑ.   

Вӗсем  ҫӗршыв ертӳҫи пулма тӑратнӑ ытти кандидатсен шаннӑ ҫыннисемпе темиҫе хутчен те радиопа телекурав хумӗсем ҫине тухса уҫӑ калаҫусем ирттернӗ, радиодебатсенче пӗрре мар Президент пулма кандидата тӑратнӑ ҫын Владимир Путин ҫӗршывшӑн чи сумлӑ пулнине, унӑн ӗҫӗсем ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑнине ҫирӗплетсе каланӑ.  Уҫӑ калаҫусем вӑхӑтӗнче пысӑк программӑсемпе пулса пыракан ӗҫен кӑтартӑвӗсене тишкерӳ тунӑ,  анлӑ пӗтӗмлетӳсем туса, тивӗҫлӗ хыпарсемпе халӑха паллаштарма тӑрӑшнӑ.

Суйлав компанийӗн вӑхӑтӗнче  ҫӳлерех асӑннӑ ертӳҫӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра, яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа, мӗнпур саккунсене пӑхӑнса пурнӑҫласа пынӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тав сӑмахӗсем каланӑ.  «Эсир пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Ҫӗршыв пысӑк, апла пулсан Президент пулма тӑратнӑ кандидатӑн тивӗҫлӗ ӗҫӗсем пирки тӗрӗс хыпарсене халӑх патне илсе ҫитересси тӗп тӗллевсенчен пӗри яланах пулнӑ.  Хальхи вӑхӑтра регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне ҫирӗплетсе вӑй илтерсе пырассипе пысӑк план хатӗрлетпӗр, асӑннӑ программӑна 2030 ҫулсем  тӗлне туллин пурнӑҫа кӗртсе пӗтерме тӗллев лартатпӑр.  Ҫур ҫул хушшинче чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене палӑртӑпӑр, вӗсенчен хӑшӗсене маларах пурнӑҫламалли пирки те сӳтсе явӑпӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн  сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.     Сӑмах май, шаннӑ ҫынсене ҫӗнӗ документа хатӗрлес ӗҫе явӑҫтарма палӑртнине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.

Наталия Колыванова калаҫӑва  малалла тӑснӑ май, уҫӑ тӗлпулусем ирттернин пӗлтерӗшӗ хӑйне евӗр паха пулнине асӑннӑ, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама витӗм кӳнине каланӑ.  «Тӗлпулусене тӗрлӗ ҫынсемпе йӗркелесе ирттернӗ. Обществӑлла организацисенче тӑрӑшакансемпе, ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тирпейлесе тӑракан предприятисемпе организацисенче вӑй хуракансемпе  те сылай калаҫусем пулнӑ.  Халӑх нимӗн иккӗленмесӗрех Президент пулма тӑратнӑ кандидата шаннине, уншӑн хапӑл тусах сасӑлама килӗшнине пӗрре мар ҫирӗплетсе каланине илтме май килчӗ.  Ҫынсем хӑйсен шухӑшне уҫҫӑнах пӗлтерни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.  Обществӑлла организацисенче ӗҫлекенсемпе тӗлпулусем ирттернӗ чухне ытларах ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм теми кӑсӑклантарнине курма тӳр килчӗ.  Калаҫусем вӑхӑтӗнче пулас вӑхӑт валли палӑртнӑ плансене те сӳтсе явнӑ, вӗсене пурнӑҫлассипе пирӗнтен кашнин ҫине тӑрсах, яваплӑха туйса ӗҫлемелли пирки канашланӑ», – тенӗ вӑл.  

«МИГ «КТЗ»  тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ Андрей Водопьянов хӑйӗн сӑмахӗнче халӑхпа курса калаҫнӑ чухне палӑртнӑ хӑш-пӗр сӗнӳсем Президентӑн программине кӗнине  асӑннӑ.  Сӑмах май, ҫӗршыв Президенчӗн  Федераци Пухӑвне ҫулсерен тухакан Ҫырӑвӗнче те кун пирки ҫирӗплетсех палӑртнине тепӗр хут аса илнӗ вӑл.  «Калас пулсан, 3-4 эрне хушшинче программӑна ҫирӗплетсе йышӑнса хӑварнӑ.  Халӑхӑн ыйтӑвӗсене пухса пӗтӗмлетӳсем тунӑ, вӗсенчен ытларах пайне штаба янӑ», – тенӗ ертӳҫӗ.

«Химпром»  ПАО генеральнӑй директорӗ Дмитрий Колчин халӑхшӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ ыйтусене уҫӑ калаҫусем вӑхӑтӗнче уҫӑмлатма май килнине, кирлӗ пек тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшнине  пӗлтернӗ.  «Ӑнсӑртран мар пулӗ, суйлав хыҫҫӑн, Президент ӳлӗмрен те ҫапла ӗҫлесе пымалла терӗ», – тенине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ вӑл.    



29 марта 2024
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter