Олег Николаев «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнса пуринчен те малтан чи пӗрремӗш взнос куҫарнӑ

Олег Николаев «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнса пуринчен те малтан чи пӗрремӗш взнос куҫарнӑ

«Ҫемйепе ачалӑх ырлӑхӗшӗн» республика конференцине ирттернӗ май, Чӑваш Енре «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ӑна регинта 28-мӗш хут ирттереҫҫӗ.   Ҫак ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ пулӑма Чӑваш Енӗн ачасен прависене хӳтӗлекен Уполномоченнӑй Алевтина Федорова, И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑракан Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Игорь Кожанов, Чӑваш Енӗн Ашшӑсен канашӗн председателӗ Алексей Мурыгин, «Хӗрарӑм бизнесменсем» пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацийӗн председателӗ Марина Аниченкова хутшӑннӑ.

2020 ҫултан пуҫласа ачасене пулӑшма ыркӑмӑллӑх марафонӗн  пухмачне пухӑннӑ  21 млн ытла укҫа-тенкӗне йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене валли тӑкакланӑ.  

«Ҫакнашкал обществӑлла организацисем тата проектсем кашни уйрӑм ҫын патне тимлӗх уйӑрма витӗм кӳреҫҫӗ.  Ҫулсерен марафона хутшӑнма кӑмӑл туни –  пире вӑй-хӑват хушать, пӗрле пулма хистет, йӑла-йӗркене пӑхӑнма пулӑшать.  Вырӑс халӑхӗ мӗн авалтан пӗрне-пӗри пулӑшнӑ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене яланах май пур таран тӗрев панӑ.  Пӗтӗм чун-чӗререн тепӗр хут палӑртса калатӑп, пӗрле пулма пӗлнишӗн чӑнласах та, мӑнаҫланатӑп», – тенӗ хӑйӗн ум сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ.   

Паянхи куна калас пулсан,  республикӑра 250 пин ытла ача пурӑнать, вӗсенчен 2300-шӗ ашшӗ-амӑшӗсен хӳттисемсӗр юлнисем.  Вӑл шутран ачасен ҫурчӗсенче пурӑнаканнисем те пур.  Марафонӑн пухмачне пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе ачасен сывлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума тӗллев лартнӑ.  Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене, вӑраха кайса чирленӗ хыҫҫӑн реабтилитаци тухма та укҫа-тенкӗне уйӑрма палӑртса хунӑ. Кун пирки те уйрӑммӑн палӑртса каланӑ асӑннӑ мероприятине хутшӑннӑ ертӳҫӗсем.  Тепӗр палӑртнӑ ҫул-йӗрсенчен пӗри – ҫитӗнекен яш-кӗрӗме тӗрӗс воспитани парса пулӑшасси. Апла пулсан, ку енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттересси те планра пур. 

Палӑртса хӑваратпӑр, ыркӑмӑллӑх фондне енчен те укҫа-тенкӗ куҫарма кӑмӑл пур пулсан, карточкӑри куар-кода тӗпе хурса, взноса тӳлеме услови  туса панӑ. Ҫулсеренех  акцине предприятисемпе организацисем, уйрӑм ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫĕ. Пухмача пухӑннӑ укҫана ачасене тĕллевлĕн пулӑшас ҫĕре яраҫҫĕ.  «Пурте ырӑ тума васкӑр!» – ҫапла чĕнсе каланӑ мероприятине хутшӑннисем.

Культура программисемпе килӗшӳллӗн, ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме те укҫа-тенкӗне уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Республикӑри мӗнпур округсенчен 172 пултаруллӑ ача Чӑваш Енӗн Ача-пӑча фончӗн стипендиачӗсем пулма тивӗҫнӗ.   Республикӑри тӗрлӗ муниципалитет тӑрӑхӗсенче ачасене валли ятарлӑ тӳремсем туса панӑ.  Сӑмах май, ачасен тавра-курӑмлӑхне пуянлатас тӗлӗшпе кӗнеке фондне те ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянлатнӑ, ачасен вулавӑшӗсене ҫӗнетсе улӑштарассипе те ӗҫсене  пурнӑҫланӑ.

Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче культура енӗпе курӑмлӑ мероприяти туса ирттерет. Вӑл пулӑма нумай ачаллӑ ҫемйесенче ҫитӗнекен ачасем, йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулсерен Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене те вӗсене валли йӗркелесе параҫҫӗ.  Чылай чухне, ачасене уяв парнисене парса хавхалантараҫҫӗ.    

  Раççейри ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пирки чарӑнса тӑнӑ май,  Чӑваш Республикинче Ача-пӑча фончӗ 37-мӗш ҫул пуррине асӑннӑ.  Палӑртма кӑмӑллӑ, пӗлтӗр республика Правительстви ыйтнипе Китайӑн медицина енӗпе ӗҫлекен  специалисчӗсем пирӗн региона килме кӑмӑл тунине те тепӗр хут  аса илнӗ вӑл.  Cӑмах май, ҫитес тепӗр 5-6 уйӑхран Чӑваш Енрен 11 ача Китая сипленме каясси пирки те паллӑ. Ачасен фончӗ ҫул-йӗр  ҫинчи тӑкака хӑй ҫине илме шантарать.    Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Республикин Правительстви тата Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн килӗшӗвне тӗпе хурса йышӑннӑ.  Палӑртса хӑваратпӗр, икӗ ен  ӗҫлӗ килӗшӗве икӗ ҫул ҫурӑ каяллах алӑ пусса ҫирӗплетнӗ пулнӑ.   

2024 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.  Чӑваш Енре ирттернӗ Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне тӗпе хурса палӑртнӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн тата та ытти тӗрлӗ ӗҫсем йӗркелеме йышӑннӑ. Ачасемпе ҫемье ырлӑхне халалланӑ республика шайӗнче иртекен конференци те ҫӳлерех палӑртнӑ мероприятисемпе тӳр килсе тӑнине каланӑ Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Уполномоченнӑй Алевтина Федорова.  Пӗлтӗр халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе, ятарлӑ ыйтӑм йӗркеленине хыпарланӑ вӑл. Ытларах ҫынсем пурнӑҫра чи кирли – ҫирӗп ҫемье пулнине палӑртаҫҫӗ.  Ҫемье тӗреклӗ пулсан, ҫӗршыв та лайӑх аталанса пырасси куҫ кӗретех.  Апла пулсан, регионта ҫемье тата ачасен ырлӑхӗшӗн йӗркеленӗ ятарлӑ конференци те ӑнсӑртран мар пулӗ тесе каланӑ вӑл.   

Палӑртса хӑваратпӑр, уҫӑ калаҫӑва 400 ытла специалист хутшӑннӑ. Вӗсем влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, обществӑлла организацисенче ӗҫлекенсем, муниципаллӑ округсенче ятарлӑ делегаци йышне кӗнисем, педагогсем, Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министерствинче тимлекенсем тата ытти хӑш-пӗр ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсем. Фонд ĕçĕ пин-пин ачана ырă туйăмсем парнелет те – çак ĕç чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланӑ мероприятине пухӑннӑ ертӳҫӗсем.     



01 апреля 2024
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter