«Прокуратурӑра тӑрӑшакансемпе пӗрле ӑнланса ӗҫлени ҫивӗч ыйтусене май пур таран анлӑн татса пама витӗм кӳрет», – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Прокуратурӑра тӑрӑшакансемпе пӗрле ӑнланса  ӗҫлени ҫивӗч ыйтусене май пур таран анлӑн татса пама витӗм кӳрет», –  тенӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗпе Николай Шишкинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра пӗлтернӗ.

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусемпе прокуратурӑра тата регионӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлени хӑйне евӗр пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑннӑ Пуҫлӑх, вӗсене туххӑмрах уҫӑмлатни  кӑтартусене лайӑхлатма витӗм кӳнине  палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче  ҫапларах каланӑ: «Паянхи пурнӑҫ таппи хӑй пире пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме хистет.  Прокуратурӑра тӑрӑшакансене хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, халӑх ырӑхӗшӗн яваплӑха туйса саккунсене пӑхӑнса ӗҫленӗшӗн, пӗрне-пӗри яланах пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн пысӑк тав.  Уйрӑмах наци проекчӗсемпе пурнӑҫланса пыракан объектсене хута яма витӗм кӳни  паха. Пур ҫӗрте те йӗрке хуҫалантӑр тесе, прокуратура ӗҫченӗсем кулленех тӑрӑшаҫҫӗ.  Паллӑ, халӑх нумай чухне чӑтӑмсӑррӑн хӑйсене кирлӗ объектсене хута каяссине кӗтет. Апла пулсан, вӗсене графика пӑхӑнса, планпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлани аван.  Пулкалать тепре чухне, хӑш-пӗр кӑлтӑксем, объектсене тунӑ чухне, подрядчиксем ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнманни, пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратни, хальхи лару-тӑрупа чыслах усӑ курманни. Кун пек чухне вара  ятарлӑ служба ӗҫченӗсем вӗсене туххӑмрах тупса палӑртса явап тыттараҫҫӗ», – тенӗ.

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем ятарӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем пирки те сӑмахланӑ. Сӑмах май, вӗсен ҫемйисене тӗрев парасси ыйту ҫине тимлӗх уйӑрнӑ.  Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене, сусӑрсене эмел препарачӗсемпе тата реабилитацин техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтересси, пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене куҫарса, вӗсене хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтересси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсен.  

Чи ҫивӗч ыйтусенчен тепри – халӑхӑн укҫа-тенкине вӑрӑ-хурахсем тӗрлӗ технологисен витӗмлӗхӗпе вӑрлакалани.  Ку тӗлӗшпе вара, граждансемпе ытларах профилактика ӗҫӗсене йӗркелесе ирттермеллине каланӑ вӗсем.



03 апреля 2024
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter