«Тӗрлӗ халӑх хушшинчи хутшӑнусене вӑй илтерме пулӑшакан ҫӗнӗ меслетсем тупмалла», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Тӗрлӗ халӑх хушшинчи хутшӑнусене вӑй илтерме пулӑшакан ҫӗнӗ меслетсем тупмалла», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ тӗрлӗ халӑх хушшинчи хутшӑнусене шайлаштарас, Чӑваш Республикинче терроризмпа экстремизм идеологине хирӗҫ тӑрас ыйтусемпе ирттернӗ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.  «Ҫавра сӗтел» мелӗпе йӗркеленӗ мероприятине  право хуралӗнче тӑрӑшакансем,  Роскомнадзорӑн, Вырӑс Православи чиркӗвӗн Чӑваш Митрополин, Чӑваш Республикин мӑсӑльмансен Духовнӑй управленийӗн, Чӑваш тата Палестина халӑхӗсен хушшинчи туслӑхпа килӗшӳлӗх обществин, Чӑваш Республикин Узбек культура центрӗн, Чӑваш Республикин Таджик культура центрӗн, Чӑваш наци конгресӗн, Шупашкар хулин грузинсен вырӑнти наципе культура автономийӗн, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗн тата та ытти чылай халӑх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

Мероприяти Крокус Сити Холра трагедие пула пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланнӑ.

«Профилактика ӗҫне пуринпе те ҫивӗч йӗркелесе ирттермелле.  Паллӑ, ку тӗлӗшпе тимлӗхе ҫухатмалла мар, яваплӑха туйса пурин те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пыма тӑрӑшмалла.  Ҫитӗнекен яш-кӗрӗме ытларах тӗрлӗ наци йӑли-йӗркине, культурине хисеплеме вӗрентмелле. Пӗр-пӗринпе туслӑ пулсан, пур ҫӗрте те йӗрке пулӗ,  ун чухне ҫӗршывра ҫураҫулӑх хуҫаланасси никама та иккӗлентермӗ.  Ачасемпе тата ҫамрӑксемпе воспитани ӗҫӗнче  мероприятисене ҫак ҫӳлерех асӑннӑ паха темӑсене тӗпе хурса йӗркелесе пыма пӗлмелле.  Палӑртнӑ  ҫивӗч ыйтусем кулленхи пурнӑҫшӑн приоритетлӑ пулса тӑраҫҫӗ. 

Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ  «Ҫамрӑксем тата ачасем»  ҫӗнӗ нацпроект лайӑх пулӑшса пырӗ, унти ҫӗнӗлӗхӗсем пирӗн республикӑшӑн та витӗмлӗ пуласси куҫ кӗретех», – тенӗ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова сӑмаха малалла тӑснӑ май, тӗрлӗ халӑх хушшинче ҫураҫулӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр тесен, кулленех кирлӗ пек паха хыпарсем пирки материалсене хатӗрлесе кӑлармаллине асӑннӑ.  Тепре чухне, чылай усал хыпар туххӑмрах социаллӑ сетьсенче саланнине те палӑртнӑ министр. Кун пек ӑнланманлӑхсем халӑх патне сӑлтавсӑр ан ҫиччӗр тесен, граждансемпе питӗ тимлӗ пулмалла, вӗсене тӗрӗс хыпарсеме тивӗҫтермеллине каланӑ вӑл.  

Ӑнсӑртран мар пулӗ ҫӗршыв Президенчӗ  Владимир Владимирович Путин туслӑхра вӑй тесе пӗрре мар калать. Тӗрлӗ халӑхӑн пуян йӑли-йӗркине, культурине пирӗнтен кашнин хисеплеме тӑрӑшмалла, йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратмалла мар, май пур таран пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе пурӑнмалла.  Тӑван ҫӗршыва хисеплесси, ӑна юратса, уншӑн яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа хамӑра шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫласси тӗп тӗллев.  Кун пирки те никамӑн та манмалла мар.  Обществӑна пӗрлештерме пулӑшакан мероприятисем йӗркелес, патриотизм воспитанийӗ парас, Тӑван ҫӗршыва тата ентешӗмӗре юратма вӗрентес ӗҫе малалла та туса пырассине каланӑ  культура министрӗ. 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов хйӗн сӑмахӗнче ҫамрӑксене валли ятарлӑ юхӑм йӗркеленсе каясса хыпарланӑ. «Пӗлсех тӑратпӑр, ҫамрӑксем, хӑйсем хӑш наци пулнине пӑхмасӑрах, пӗрне-пӗри ӑнланса туслӑн пурӑнассине.  Пӗр-пӗрин йӑли-йӗркипе культурине ӑша хывса пурӑнассине те ӗненетпӗр. Хамӑрӑн культурӑна анчах мар, кӳршӗллӗ халӑхсен культурипе те мӑнаҫланса , ӑна вӑй илтерме витӗм кӳме пултарассине те пӗлсех тӑратпӑр», – тенӗ вӑл.  «Пирӗн паянхи тӗллев – туслӑха ҫирӗплетсе, пӗрне-пӗри пулӑшса ҫирӗп аталанса пырасси. Пирӗн тӑрӑха пурӑнма ырӑ кӑмӑлпа килнисене май пур таран тӗрев памалла, пултаруллӑ яш-кӗрӗме тупса палӑртса, вӗсен пуҫаруллӑ ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртме  пулӑшмалла», – тенӗ.  Сахал мар, тӗрлӗ халӑх хушшинче пултаруллӑ яш-кӗрӗм. Культура мероприятийӗсене ҫитӗнекен ҫамрӑксене явӑҫтармалла, вӗсен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрекен меропрятисене хутшӑнтармаллине те каланӑ паянхи уҫӑ калаҫӑва пухӑннисем.     



05 апреля 2024
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter