Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫар комиссариачӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫар комиссариачӗсен  ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Эсир пысӑк та кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – ҫар ӗҫӗн сумне ӳстеретӗр, ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриотсем пулса ӳсме тата ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулма вӗрентетӗр. Граждансене призывпа ҫар службине ҫуллен ӑсатассине тивӗҫтерекен ӗҫӗр Чӑваш Ене Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин рейтингӗнче малти вырӑнсене йышӑнма май парать. 

Ҫар комиссариачӗсен инфратытӑмне ҫӗнетес, ку чухнехи меслетсене ӑнӑҫлӑн ӗҫе кӗртес тӗлӗшпе эпир сирӗнпе пӗрле ҫине тӑрса тӑрӑшатпӑр.

Тӑван ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе сирӗнтен кашниех хӑйӗн служба тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыни пирки иккӗленместӗп.

Сире ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑршӑн, служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа пынӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев



08 апреля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter