Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери авиаципе космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

 Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр, унпа пӗрлех  Чӑваш Республики те Пӗтӗм тӗнчери авиаципе космонавтика кунне паллӑ тӑвать!

Космонавтика кунне уявланӑ май эпир 1961-мӗш ҫулта Совет ҫынни уҫлӑха парӑнтарас енӗпе тунӑ пӗрремӗш утӑмсене аса илетпӗр. Ҫак кун Чӑваш Еншӗн те пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн мухтавлӑ виҫӗ ентешӗмӗр – Андриян Николаев, Николай Бударин тата Муса Манаров уҫлӑха ҫитсе килнисен йышне кӗнӗ, ҫӗршыв космонавтикин кун-ҫулӗнче паллӑ йӗр хӑвар-нӑ, республикӑна чапа кӑларнӑ.

Кӑҫал эпир хамӑрӑн паллӑ ентешӗмӗрӗн, чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн, 3-мӗш космонавтӑн Андриян Григорьевич Николаевӑн 95 ҫулхи юбилейне анлӑн паллӑ тума хатӗрленетпӗр. Ҫавна май Шуршӑл салинчи унӑн ячӗпе хисепленекен Асӑну комплексӗ малалла аталанма ҫӗнӗ вӑй илме пултарасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн йышӑнӑвӗпе вӑл палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнӗ, анлӑланӗ тата пачах урӑх майсемпе ӗҫлесе кайӗ.

Хальхи ӑру космос енӗпе хастар  ӗҫлет, унпа пӗрлех ҫар службине Байконурта  тата космос отраслӗн ытти объекчӗсенче иртнӗ пиншер ентеш паян общество организацийӗсен йы-шӗнче тӑрать тата ҫитӗнекен ӑрӑва космоспа кӑсӑкланма, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлес-сишӗн ӑнтӑлма хавхалантарать. 

Космос отрасльне пирӗн чӑваш предприятийӗсем те курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ. «Хӗвел» туса кӑларакан  япаласене «Геоскан-Эдельвейс» наноспутник ҫине вырнаҫтарнӑ, «Релематика» терминалӗсем Восточнӑй космодромра ӗҫлеҫҫӗ, «ТОР 200» чӑваш терминалӗсем «Пле-сецк» космодрома электричествӑпа тивӗҫтерекен хатӗрсене хӳтӗлеҫҫӗ.

Уяв ячӗпе сире, хаклӑ туссем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                  Олег Николаев



12 апреля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter