Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комиссипе оперативлă штабăн пӗрлехи ларӑвӗ иртнĕ

Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комиссипе оперативлă штабăн пӗрлехи ларӑвӗ иртнĕ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ террора хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен комиссийӗн тата Оперативлӑ штабӑн пӗрлехи ларӑвне ирттернӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри -   критика инфраструктурин объекчӗсем ҫийӗн вӗҫме чаракан зонӑсем тӑвасси, ҫавӑн пекех вӗсене тупмалли аппаратурӑпа, БПЛА хӳтӗлемелли тата хирӗҫ тӑмалли инженери хатӗрӗсемпе тивӗҫтересси. 

ОПК предприятийӗсене, халӑх пурнӑҫне тивӗҫтерекен объектсене, транспорт, коммуникацисемпе ҫыхӑну, энергетика тытӑмӗсене кулленех сыхӑ тӑмалла.  Вӗсем  ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сиен ан кӳччӗр,  инкек кӑларса ан тӑраччӗр тесен вӗсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Ку ыйтусене те палӑртнӑ ларура, тӗплӗн пӑхса тухнӑ. Тӑван тавралӑха упрасси, ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнӑ. 

Оперативлӑ штаб ертӳҫи, Раҫҫей ФСБ Чӑваш Республикинчи Управленийӗн пуҫлӑхӗ Альберт Савинцев предприяти ертӳҫисене хӑйсен объекчӗсене пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен хӳтӗлессипе  тивӗҫлӗ мерӑсене пӑхса тухса, вӗсене йышӑнса хӑварма чӗнсе каланӑ.

Право хуралӗнче тӑрӑшакансем  кирек-епле хыпарсем патне те туххӑмрах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, пӗлтерӳсене куҫран вӗҫертмеҫҫӗ, ҫав шутра суя, терроризм акчӗсем хатӗрлекен информацисем  пулсан, вӗсене пӗр тӑхтамасӑрах тарӑн тишкерӳ туса, кирлӗ пек мерӑсем йышӑнса хӑвараҫҫӗ. I кварталта шалти ӗҫсен органӗсенче тӑрӑшакансем вӗрентӳ, суту-илӳ центрӗсен, патшалӑх влаҫ органӗсен, банксен объекчӗсем тӗлӗшпе террористла характерпа хӑратни ҫинчен 57 хыпар шута илнӗ.  Анлӑ тишкерӳ тунӑ хыҫҫӑн, вӗсем чӑн пулни ҫирӗпленмен.  Пурӗ регионта 37 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ,  усал суя хыпарсене саракансене тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн, саккунсемпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.

Ҫуллахи каникул тапхӑрӗнче ачасен кану вырӑнӗсенче антитеррористла хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине те палӑртнӑ. Объектсенче ачасене эвакуацилес енӗпе тренировкӑсем  тӑтӑшах ирттермеллине асӑннӑ ларӑва пухӑннисем.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫуллахи сезонччен юлнӑ вӑхӑтра персоналпа ачасене эвакуацилессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса ирттерме каланӑ: «Хатӗрленӳ мероприятийӗсене кӑна мар, превентивлӑ тренировкӑсене те тивӗҫлипе ирттермелле. Сезон пуҫланас умӗн персоналсен пур ӗҫе те уҫӑмлӑн тата килӗшӳллӗ туса ирттерме хатӗр пулмалла. Сезон пуҫланиччен мӗнпур мероприятисене ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса йӗркелемелле», - тесе тепӗр хут асӑрхаттарса каланӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тишкерме хушнă, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă.  

Ларура ҫу уйӑхӗн 1-мӗшпе 9-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-мӗшӗпе 24-мӗшӗнче массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ тапхӑрта общество хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе  ятарлӑ мерӑсем пирки те пӑхса тухнӑ.

 Мӗнпур ӗҫсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, Чӑваш Республикинче лару-тӑру  лайӑх аталанса пынине,  ыйтусене ҫирӗп тӗрӗслевре тытнине, пур ҫӗрте те йӗрке хуҫаланнине каланӑ ертӳҫӗсем.



18 апреля 2024
13:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter