Аграри тытӑмне тата Чӑваш Ен ял территорийӗсене аталантарса вӑй илтерме региона 1,2 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ

Аграри тытӑмне тата Чӑваш Ен ял территорийӗсене аталантарса вӑй илтерме региона 1,2 миллиард тенкӗ  уйӑрса панӑ

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министрӗпе Дмитрий Патрушевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра каланӑ. Уҫӑ калаҫӑва министр ҫумӗ Андрей Разин, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ.  

Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев хӑйӗн сӑмахӗнче 2023 ҫулта Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх производствин индексӗн шайӗ самай пысӑк пулнине палӑртнӑ. «Ҫитӗнӳсем кӑҫал та ҫапла курӑмлӑ пулассине шанатпӑр.  Федераци енчен регионӑн ял хуҫалӑхне, ял территорийӗсене аталантарса пыма хушма укҫа-тенкӗ уйӑрӑпӑр.  2024 ҫулта регион валли 1,2 млрд тенӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.  Республика укҫа-тенкӗпе вӑхӑтра тата туллин пӗлсе тухӑҫлӑ усӑ курни  паллӑ.  Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫлама субсиди парса пулӑшнӑ.  Палӑртса хӑваратӑп, пӗлтӗр регион питӗ пысӑк тухӑҫ илнӗ, рекорд тунӑ тесен те йӑнӑш мар.  Пӗрчӗллӗ культурӑсене ытти ҫулхисенчен чылай нумай пухса кӗртнӗ, субьектшӑн ку, чӑнласах та, пысӑк кӑтарту», - тесе хакланӑ  вӑл.

Раҫҫей Ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Ен ҫӗршывра хӑмла туса илессипе ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине асӑннӑ. «Кӑҫал та хӑмла лартса ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкне пӗлтӗрхи пекех пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан, тухӑҫ  иртнӗ ҫулхинчен пӗрре те кая пулмӗ. Аш-какай, сӗт-ҫу тирпейлессипе те кӑтарту аван. 2023 ҫулта выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп шучӗ нумайланнӑ, кӑтарту 1,5 процента ҫити хӑпарни те ҫакнах ҫирӗплетет, сӗт сӑвӑмӗ 3 процента ҫити ӳснӗ.  Аграрисен кӑтартӑвӗсем ытти енӗпе те кӑтартуллӑ пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», - тенӗ вӑл.

Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  региона аталанса вӑй илме пулӑшнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министрне тав тунӑ: «Эсир пулӑшнине пула эпир ҫине тӑрса вӑй хуратпӑр, кӑтартусене чакарас мар тетпӗр.  Аграри тытӑмне хӑватлӑн аталантарса пырассишӗн тӑрӑшсах ӗҫлетпӗр. Тухӑҫлӑх ӳссе пырать, предприятисен тупӑш пайӗ  ӳсет, халӑхӑн ӗҫ укҫи шайӗн виҫи ытти чухнехинчен пысӑкрах.  Иртнӗ сезонра  99 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ,  пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсем хута кайнӑ», - тесе  тепӗр хут палӑртса каланӑ Пуҫлӑх.   

Аграри университечӗн никӗсӗ ҫинче Раҫҫей Ял хуҫалӑх банкӗпе пӗрле «Фермерсен шкулӗ» проекта тӗпе хурса 120 аграри енӗпе ҫынна хатӗрлеме май килнӗ, хальхи вӑхӑтра пиллӗккӗмӗш тапхӑрпа ӗҫе кӳлӗннӗ.   Предприятисем сыр пӗҫерессипе, пахча-ҫимӗҫ, аквакультура, ҫырла туса илессипе ӗҫе хастар кӳлӗннӗ.  Кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул ҫырла фестивальне ирттеретпӗр регионта, халӑх хапӑл тусах мероприятине хутшӑнать, пысӑка хурса хаклать.    

2020 ҫулта Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе аграри университетне тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма май килнӗ. Кадрсем хатӗрлессипе ӗҫсене тӗллевлӗн пурнӑҫласа пынӑ.  Агроклассене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарӑ. Ача сачӗсенче  кӑҫал пурӗ 140 агролаборатори хута яма тӗллев лартнӑ.   Тӗлпулу вӑхӑтӗнче  ертӳҫӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн  вӗрентӳ корпусӗн тӗп ҫуртне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Ҫурта юсамалли ӗҫсен проектне экспертиза тунӑ. Строительство ӗҫне пуҫӑнсан ытти инженери коммуникацийӗсене те йӗркелесе ҫитерме кирлине пӑхса хӑварнӑ.   

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем регионӑн аграри тытӑмне хушма укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки, ҫӑмӑллӑх условийӗсемпе кредитсем илмелли майсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.  Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем  ҫинчен те калаҫнӑ, вӗсене йӗркелесе ирттерме 123,87 млн тенкӗ кирлӗ пулассине  палӑртнӑ, паянхи кун валли субсиди мелӗпе 53,44 млн тенкӗлӗх лимит  пӑхса хӑварнӑ.     

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  ял территорийӗсене аталантарас енӗпе йышӑннӑ федераци проектне пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ, вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине каланӑ.  Уйрӑмах 2025-2027 ҫулсенче Красноармейски салине аталантарасси пирки чарӑнса тӑнӑ.  Федераци енчен куҫакан укҫапа спорт площадкисене, шыв башнисене, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене тума палӑртнӑ. Красноармейски салинче шкул, ача садӗнче бассейн, культура ҫурчӗ тӑвассси те планра пур.

«Пӗлтӗр федераци программипе килӗшӳллӗн Сӗнтӗрвӑрринче ҫӗнӗ шкул тунӑ.  Кӑҫал Канаш мунициаллӑ округӗнче тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче шкулсем хута каясси паллӑ», – тесе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев патшалӑх программисене пурнӑҫлама 2024 ҫул валли региона  371 млн тенкӗ уйӑрнине каланӑ.   

Палӑртса хӑварнӑ проектсемсӗр пуҫне, 2023 ҫулта Чӑваш Республикинче ял территорийӗсене аталантарас тӗллевпе Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче модульлӗ котельнӑй хута янӑ. 

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ялта пурӑнакансен пурнӑҫ  шайне лайӑхлатас, ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе Патӑрьел, Канаш тӑрӑхӗсенче, Каҫал енпе Елчӗк муниципаллӑ округсенче хастар ӗҫленӗ. Ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртме 4 муниципаллӑ округра: Сӗнтӗрвӑрринче, Канашра, Каҫал енре курӑмлӑ ӗҫсем туса ирттернӗ.  Ҫулсене юсаса ҫӗнетнӗ тата ытти пӗлтершлӗ ӗҫсем тунӑ.

2024 ҫулта федераци уйӑракан укҫапа Тӑвай округӗ валли «Аль» спорт шкулӗнчи ачасене ӑмӑртусене илсе ҫӳретме тата Вӑрмарти А.Ф. Федоров ячӗллӗ ача-пӑча спорт шкулӗ валли  пӗрер автобус туянма палӑртса хунӑ.    

 Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ шкулсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарас ыйту та кун йӗркинчех тӑрать, ку тӗлӗшпе те ӗҫсем туса ирттерме хатӗрленнине хыпарланӑ Пуҫлӑх.



19 апреля 2024
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter