Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципаллӑ службӑн хаклӑ ветеранӗсем!

Сире Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Республикӑра, кашни муниципаллӑ округра е хула округӗнче, кашни ялта е поселокра пурӑнакан ҫынсемпе тачӑ хутшӑнса пурнӑҫлакан пархатарлӑ ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр.

Пысӑк шайри ӑсталӑхӑр, суйласа илнӗ ӗҫе парӑнни, тӑван кӗтесе чунтан  юратни хӑвӑра шанса панӑ территорисен ҫирӗплӗхне ӳстерме тата вӗсене кал-кал аталантарма май парать. Инвестици тата туризм илӗртӳлӗхӗ ӳсет, пур­нӑҫ условийӗсем лайӑхланаҫҫӗ, чи кирли – хуть хӑш вырӑншӑн, кашни ҫыншӑн ҫивӗч шутланакан тӗллевсем кирек хӑш сферӑрах, кирек хӑш ҫул-йӗр енӗпех тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсем социаллӑ пурнӑҫ, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферине е халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтусене пырса тивнине пӑхмасӑр. Ҫакна тума ҫынсемпе тӑтӑшах хутшӑнни, чи мелсӗр темӑсемпе ҫивӗч ыйтусене те тӗплӗн сӳтсе явни пулӑшать.

Муниципалитетсене аталантарасси ҫине республика Правительстви ҫултан-ҫул тимлӗрех пӑхать. Вӗсен финанс никӗсӗ ҫирӗпленет, экономика вӑй-хӑвачӗ ӳсет, управлени енӗпе малта пыракан ӗҫ мелӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.

Кашни муниципалитетпа хула округӗн малашлӑх ҫул-йӗрне Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ ҫӗнӗ программинче те палӑртса хӑварнӑ. Вӑл вӗсене туллин те тӗрлӗ енлӗн аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал кӳрессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Ку енӗпе пирӗнпе сире пӗрлехи пысӑк ӗҫ кӗтет.

Сире ҫак пӗлтерӗшлӗ те ҫӑмӑл мар, Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫын ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре иксӗлми вӑй-хал тата ҫитӗнӳсем сунатӑп! Пур тӗрлӗ ырлӑхпа телей сире!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Олег Николаев

 



21 апреля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter