Шупашкарта пурӑнакан тӑлӑха юлнӑ 40 ачана республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хваттер уҫҫисене парса тивӗҫтернӗ

Шупашкарта пурӑнакан тӑлӑха юлнӑ 40 ачана  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хваттер уҫҫисене парса тивӗҫтернӗ

 Хатӗр хваттерсем Шупашкарти Айхи урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.  Паллӑ пулӑма хутшӑннӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла каланӑ: «Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисемсӗр юлнисене е тата тӑлӑх ачасене хваттерсемпе тивӗҫтересси патшалӑхӑн тӗп приоритечӗсенчен пӗр пулса тӑрать» - тенӗ.

Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту - çивĕччисенчен пĕри. Строительство комплексĕ, ытти регионпа танлаштарсан, начар ĕçлемест. Хута яма палăртнă кашни çуртра тенĕ пекех социаллă хваттерсем пур.

«Эпир 2021 ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушма альтернативлӑ мерӑ пӑхса хӑварнӑ, тӑлӑхсене сертификат парас тесе йышӑнтӑмӑр.  Енчен те ҫемйесен ҫурт-йӗр пулсан, вӗсем сертификатсемпе усӑ курса, хӑйсен пурӑнмалли  ҫурт-йӗр условийӗсене  тата та лайӑхрах лайӑхлатма пултарайраҫҫӗ. Чи пахи вара, тӑлӑхсен хӑйсене пурӑнма кӑмӑла каякан вырӑнсенче хваттерсем илме ирӗк пурри.  Хатӗр хваттерсемпе тивӗҫтересси ыйту та актуаллӑ пулса юлчӗ.  Кун пек условисем малалла та упранса пырӗҫ», - тенӗ Олег Николаев.   

Сӑмаха малалла тӑснӑ май, регион Пуҫлӑхӗ тӑлӑхсене сертификатсемпе тивӗҫтересси  тивӗҫлӗ шайра пулса пынине асӑннӑ.  Тӑлӑхсем ытларах ку меслете  усӑ курма кӑмӑл тунине те палӑртса каланӑ  Пуҫлӑх.  Ҫулсерен сертификатсемпе усӑ куракансен йышӗ ӳссе пынине те асӑнса хӑварнӑ регион Ертӳҫи.  Калӑпӑр, 2023 ҫулта Шупашкарта тӑлӑха юлнӑ ачасене 154-шне хваттерсемпе тивӗҫтернӗ пулсан, вӗсенчен 33-шӗ сертификатсене тӗпе хурса хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса панӑ. Калас пулсан, кӑҫал 62 тӑлӑх сертификата тивӗҫсе хваттерлӗ пулма та ӗлкӗрнӗ. 2024 ҫулта Шупашкарта 171 тӑлӑха хваттерсемпе тивӗҫтерме  тӗллев лартнӑ.

Палӑртса хӑваратпӑр, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ маларах Шупашкарти Прогрессивлӑ урамӗнчи 2-мӗш номерлӗ ҫуртра 36 тӑлӑха хваттер уҫҫисене парса тивӗҫтернӗ.     



02 мая 2024
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter