Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Александр Корнилова Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Александр Корнилова Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ ҫывхарса килӗ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Александр Егорович Корниловпа курнӑҫнӑ. Сумлӑ ветеран Шупашкар хулинче пурӑнать. Кӑҫал вӑл юпа уйӑхӗнче 97 ҫул тултарать. Ҫамрӑк ача 1944 ҫулта Тернопольский облаҫӗнчи  Острог хулинче 21-мӗш стрелоксен ҫар бригадинче ятарлӑ курс витӗр тухса хӑйӗн ӑсталӑхне туптанӑ. Хӑйне шанса панӑ ҫар тивӗҫӗсене сумлӑ пурнӑҫланӑшӑн ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 –мӗш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ. Германие ҫӗнтерме витӗм кӳнӗшӗн медале те илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юбилейлӗ медалӗсемпе те ӑна чысланӑ.

Александр Егорович минометчик пулнӑ, вӑрҫӑн тумхахлӑ ҫулӗсем витӗр тухнӑ май, паянхи кун та халӑха асаплантарса нушалантарнӑ тӑшмансем пирки чунне ыраттарса вӗсем  ҫинчен аса илет. Кил-ҫуртсене  фашистсем нимӗнле сӑлтавсемсӗрех ҫунтарса янисене те вӑл пӗрре те мар курса ӗненнӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сумлӑ паттӑрпа сӑмахланӑ май, паянхи пурнӑҫ таппинче пирӗн ентешсем, Чӑваш Енӗн каччисем ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнса Тӑван ҫӗршывӑмӑра сыхланине аса илнӗ.  «Пирӗн паттӑрсем хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.  Эпир тепӗр хут хамӑр вӑйлӑ пулнине кӑтартса паратпӑр, тӑшмана хирӗҫ хар тӑрса мирлӗ пурнӑҫ тӗнчере хуҫалантӑр тесе вӑй хуратпӑр. Пирӗн ветерансен паттӑрла ӗҫӗсене тӗпе хурса, вӗсем пек пулма тӑрӑшатпӑр. Кирек-епле йывӑрлӑха та эпир  парӑнтаратпӑрах. Усалсенчен ӗмӗрлӗхех уйрӑлассине пӗлсех тӑратпӑр», – тесе уйрӑмӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Сире тата мӗнпур ӑрӑва пире 79 ҫул каялла Ҫӗнтерӳ парнеленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗсем калатпӑр.  Кӗске вӑхӑт хушшинче эсир ҫӗршыва аталантарса вӑй илтернӗ. Эпир паян лайӑх пурӑнни, пӗтӗмпех сирӗнтен килет. Эсир пире мирлӗ пурнҫ парнеленӗ», – тенӗ вӑл.  

Олег Николаев Александр Егорович Корниловпа чей ӗҫнӗ май,  паян ҫӗршывра пулса иртекен  пулӑмсем пирки те аса илнӗ.  Сӑмах май, республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче, сӑмаха ҫавӑрнӑ май, республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев    ветерана ҫывкарса килекен Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламланӑ, асӑнмалӑх ӑшӑ кӗрӗкрен ҫӗленӗ жилет парнеленӗ. Майӑн 9-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑнах сӑваплӑ кун тата хаклӑран та хаклӑ уяв пулнине палӑртса республика Пуҫлӑхӗ ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 79 ҫул ҫитнӗ ятпа тепӗр хут саламласа ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхшӑн, ирӗклӗ ҫӗршывшӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсен паттӑрла ӗҫӗсем нихӑҫан та манӑҫас ҫуккине каланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫывӑх ҫыннисем кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ ас тӑвӑм кашни килтех типтерлӗн сыхланса упраннине палӑртнӑ.

Василий Кузьмин



03 мая 2024
15:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter