Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Раҫҫейре Мӑнкун юратнӑран та юратнӑ, сумлӑран та  сумлӑ уяв.

Пӗтӗм этемлӗхе савӑнӑҫ кӳрекен ҫак ҫутӑ кун аслӑ ҫултисемпе ача-пӑчана, тӗрлӗ наци ҫыннине пӗр йыша пӗрлештерет. Мӑнкун пурнӑҫ вилӗмрен вӑйлӑрах пулнине, ҫутӑ тӗттӗмлӗхе ҫӗнтернине ытарлӑн сӑнарлать тата мӑн асаттемӗрсем пире пехиллесе хӑварнӑ ӗненӳпе ӑс-хакӑл никӗсӗсене ҫирӗплетет.

Турӑ чӗрӗлсе тӑнипе ҫыхӑннӑ Мӑнкун савӑнӑҫӗ сирӗн чӗрӗре хӑйӗн сӑваплӑ ӑшшипе ӑшӑтса тӑтӑр тата пурнӑҫра пулӑшса пытӑр. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, кил-ҫуртӑрта ҫителӗклӗх, чун канӑҫлӑхне тата тӳрӗ ӗҫӗрсенче пиллӗхлӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Ҫак чӑннипех те аслӑ уявра кашни ҫыннах тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫемье ырлӑхне, юрату, савӑнӑҫ тата телей сунас килет.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                    Олег Николаев



05 мая 2024
00:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter