Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн «ҫавра сӗтел» мелӗпе уҫӑ калаҫӑвӗ иртӗ
Мероприятине Шупашкарта экономика форумне йӗркелесе ирттернӗ май, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тума плана кӗртнӗ. Кун йӗркине кӗринӗ тӗп ыйтусенчен пӗри – финанс сферинче ултавҫӑсенчен сыхӑ тӑрасси, вӗсене парӑнтарма саккунсен базине ҫӗнетсе улӑштарасси. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кибердружинӑсен ӗҫ-хӗлне аталантарассипе палӑртнӑ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
Регион Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Комитет ҫула ҫитмен ачасене пластик карттӑсене парассине чарма ятарлӑ нормативлӑ ӗҫ хучӗсене пӑхса хӑварма сӗнет. «Ку темӑна, Чӑваш Енре пӑхса тухма палӑртатпӑр. Саккун базине ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварма пирӗн хушма мерӑсем пулӗҫ, кӑҫалах цифра мелӗпе тестсене йӗркелесе ирттерме майсем уҫӑлӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан ҫӗнӗ условисем йӗркеленесси куҫ кӗретех пулӗ», – тенӗ вӑл. Паянхи кун финанс енĕпе ытларах пĕлни никама та чăрмантармасть. Çакă çынна укçа-тенке перекетлеме тата çĕршыв экономикин уйрăм енĕсене ăнланма май парать.
Калас пулсан, паянхи пурнӑҫ таппинче ултавҫӑсем сарӑлса пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. «Ытларах чухне ҫамрӑк яш-кӗрӗм - студентсем час-чаасах пӑтӑрмахсене кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Ултавҫӑсем ҫамрӑксен карттисемпе усӑ курса, укҫа-тенкӗне вӑрлама пикенеҫҫӗ. Пулса тухать тепре чухне, картта хуҫисен саккунсене пӑснӑшӑн, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре укҫа куҫарса панӑшӑн е тата усӑ курнӑшӑн явап тытассси», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри финанс пӗлӗвне ӳстерме витӗм кӳрекен центр ертӳҫи Дмитрий Щепелев. Çамрăксен финанс пĕлĕвне ӳстересси, кулленхи ыйтусене татса пама пулăшасси, ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн ятарлă меслетпе паллаштарасси тӗп тӗллевсем тесе паӑртать вӑл.
Палӑртса хӑваратпӑр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 18 ҫула ҫитмен ҫмрӑксене картта париччен, чи малтан вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене пӗлтерсен аван пулнӑ пулӗччӗ тесе каланӑ. Паянхи куна илес пулсан, саккун 14 ҫула ҫитнисене те хӑйсем ҫине документпа килӗшӳллӗн, картта илме ирӗк парать.