Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хисеплӗ депутачӗсем, сумлӑ хӑнасемпе йыхравланисем!

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

«Кашни ҫынна е уйрăм халăхăн шăпине виҫĕ юрату тытса пырать, ачасене юратни, ĕҫе юратни, Тăван ҫĕршыва юратни», – тесе палӑртнӑ пирӗн чап­лӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейри этнопедагогика шкулне никӗс­лекен Геннадий Никандрович Волков академик.

2023 ҫул Чӑваш Енре – Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ ятпа ирт­рӗ. Ҫакӑн пек ҫыхӑнулӑх пире ҫӗр-ҫӗр темӑллӑ ме­роприятие пӗр-пӗринпе витерӳллӗн ҫыхӑнтарассине тивӗҫтерме, асӑннӑ ҫул-йӗрсем тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫсен пысӑк пайне пӗтӗмлетме май пачӗ. Педагогсене, уйрӑмах тин ӗҫлеме пуҫлакан ҫамрӑксене, пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсене ӗҫе кӗртме те. Пурнӑҫланӑ ӗҫсен тӗрӗслӗхне ҫамрӑк вӗрентекенсен тӳпи 12 процентран пуҫласа 18 процент таран ӳсни те витӗмлӗн ҫирӗплетет.

2020 ҫултан пуҫласа «Земство учителӗ» программа шайӗнче 17 вӗрентекен пӗр миллион тенкӗ виҫепе танлашакан пӗр хутчен паракан тӳлев илнӗ. Кӑҫал ҫав программӑпа усӑ курма пултаракансен шутне 15-е ҫити ӳстернӗ.

Чӑваш Енри вун пӗр педагог Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 200 пин тенкӗлӗх премине илме ирттерекен вӗрентекенсен чи сумлӑ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ.

Нина Николаевна Чернова, Людмила Васильевна Николаева тата Валентина Ивановна Игнатьева чӑваш чӗлхипе туса хатӗрленӗ вӗрентӳпе методика комплекчӗ Раҫҫей Правительствин вӗренӳ енӗпе паракан 2023 ҫулхи премине илнӗ.

Асӑннӑ вӗрентекенсем пуҫламӑш классенчи шкул ачисем валли чӑваш чӗлхине тата литература вулавне вӗрентмелли вӗрентӳпе методика комплексне туса хатӗрленӗ. Ҫак пуҫарӑва ырласа йышӑнмалла тата 5-7 классем валли «Тӑван ен историйӗ» курс тӑрӑх вӗрентӳ кӗнекисене туса хатӗрлессине тивӗҫтермелле.

Ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн аталантарма пу­лӑша­кан ҫӗр-ҫӗр проекта пурнӑҫланӑ. Пӗтӗм Раҫ­ҫейри «Малтисен юхӑмӗ» ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн ре­гионти уйрӑмӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелесе янӑ, унӑн хас­тарӗсем вун-вун проекта пурнӑҫланӑ. Эпир хамӑр ача­сене тӗрлӗ енлӗн аталантармалли инфратытӑма тата пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе малалла тӑсрӑмӑр. Сӑмахран, 2021-2023 ҫулсенче 13 вӗренӳ объекчӗ туса лартнӑ, 145 объекта тӗпрен юсанӑ. 2020 ҫулччен, федерацин тата республика укҫи-тенкине явӑҫтарса, шкулсенче ҫавнашкал комплекслӑ майпа ан­лӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттермен. Сывлӑх сыхлав сферинче 112 объект тунӑ, 96-шне юсанӑ, физкультурӑпа спорт сферинче 31 объект тунӑ, 22-шне юсанӑ, культура сферинче 23 объект тунӑ, 102-шне юсанӑ.

Чӑваш Енре хула тулашӗнчи лагерьсене, тӗпрен илсен, 1965-1975 ҫулсенче хута янӑ, вӗсен кивелсе ҫитнин шайӗ 65 процентпа танлашать. Пӗлтӗр республика ачасен канӑвне тата сывлӑхне ҫирӗплетессине йӗркелес енӗпе ку чухнехи инфратытӑм туса хумалли федераци проектне хутшӑнакан вунӑ регион шутне кӗчӗ. Республикӑри икӗ  Шупашкар хулинчи «Бргантина» тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи «Ҫӑлтӑрлӑ»  лагерьте пӗрер пурӑнмалли корпус хӑпартнӑ, ҫакӑ вӗсенчи вырӑнсен йышне 550 чухлӗ ӳстерме пулӑшнӑ. Кӑҫал «Ҫӑлтӑрлӑ» тата «Березка» лагерьсен никӗсӗ ҫинче тата тӑватӑ хӑвӑрт хӑпартакан пурӑнмалли корпус тума палӑртнӑ. Ҫакӑ канакан ачасен йышне ҫулталӑкне тата 960 ҫын чухлӗ ӳстерме май парать.

Ҫӳлерех асӑнни пурте пӗрле педагогсемшӗн хӑйсен ӗҫне туса пыма пачах урӑх майсем йӗркелет, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тата аталантарас ӗҫре пултарулӑхри ҫӗнӗ ӗмӗт-шухӑша пурнӑҫлама пулӑшать. Паллах, эпир ҫак ӗҫе кӑҫал та, малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӑпӑр.

Хальхи вӑхӑтра ултӑ шкул тӑвас ӗҫ пырать: Шупашкар хулинче – икӗ шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Кӳкеҫ поселокӗнче, Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче – пӗрер, ҫавӑн пекех Муркаш округӗнче тахҫантанпах кӗтекен ача сачӗ. Кӑҫал Вӑрнар поселокӗнчи 1-мӗш шкул ҫумне тӗксе тумалли ҫурт, ҫавӑн пекех Комсомольски салинче шкул тума тытӑнаҫҫӗ. Хальлӗхе 2024-2026 ҫулсенче туса ирттермелли тӗп юсав ӗҫӗсен планне 49 шкул кӗнӗ. Ку цифра пысӑкланассине шанма май пур. Эпир ҫавӑншӑн ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр. Шкул ҫумӗнчи территорисене тирпей-илем кӗртмелли тата унта спорт сооруженийӗсем тумалли тата вӗсене терроризмран хӳтӗлессине тивӗҫтермелли ӗҫсене малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӑпӑр. Кӑҫал ҫак тӗллевсем валли 783 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫакӑ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 1,3 хут ытларах.

Кунта, хисеплӗ ӗҫтешсем, шкулсене тӗпрен юсамалли программӑна 2021 ҫулта пурнӑҫлама тытӑннине аса илтерсе хӑварас килет. Ӑна хута янӑ чухне эпир сирӗнпе шкулсене ҫӗнетмелли, ачасен вӗренӳ, пултарулӑх тата ӳт-пӳ аталанӑвне тивӗҫтерекен стандартсене палӑртрӑмӑр. 2022 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ йышӑннипе федераци вӗренӳ тытӑмне тӗпрен юсамалли программа хута кайрӗ. Унӑн шайӗнче шкул ҫурчӗсене тӗпрен юсассине федераци укҫи-тенкипе тивӗҫтереҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ, регион стандарчӗн ытти пайне республика бюджечӗн шучӗпе тивӗҫтермелле.

Республика Правительствин муниципалитет пуҫ­лӑхӗсемпе пӗрле палӑртнӑ мӗн пур мероприятие вӑхӑтра пурнӑҫлассине тивӗҫтермелле. Ҫавӑн пекех шкулпа шкулчченхи тытӑмсен, хушма пӗлӳпе вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑмсен ытти объекчӗсен, культура, спорт, ачасен ҫуллахи канӑвӗпе социаллӑ пулӑшу паракан, сывлӑх сыхлав объекчӗсен тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусен проекчӗсене яланах ал айӗнче тытмалла, кирлӗ чухне вӗсене федераци программисене кӗртме май пултӑр.

Эпир сирӗнпе ятарлӑ ҫар операцийӗнче Ҫӗнтерӳ тӑвассине тивӗҫтерес тӗлӗшпе пурте пӗр шухӑшлӑ тата ҫакна ҫирӗппӗн шанса тӑратпӑр. Пирӗн пин-пин ентеш неонацизма хирӗҫ алла хӗҫ-пӑшал тытса кӗрешме контрактсем тунӑ, халӗ те тӑвать. Хамӑрӑн чи ҫутӑ тӗллеве ҫывхартас тесе пиртен кашниех хӑй вырӑнӗнче мӗн кирлине  пурне те тӑвать, малалла та тӑвӗ.

Чӑваш Енрен малти линие хӳтӗлев сеткисемпе ҫыхнӑ нускисем, окопра усӑ курмалли ҫуртасем, фронтри салтаксем патне ҫырнӑ ҫырусем, пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе оборудовани, машинӑсемпе механизмсем тата ҫапӑҫу тӗллевӗсене пурнӑҫлама кирлӗ ытти нумай япала илсе ҫитернӗ. Ҫапла майпа эпир тӑшманпа ҫапӑҫакан хамӑр ентешсене май килнӗ таран пулӑшма, вӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшатпӑр. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулса калаҫнӑ чухне эпир ҫавнашкал витӗмлӗ пулӑшу вӗсене мӗнлерех кирлине, вӑл ҫапӑҫури хастарлӑха ӳстерме, пурнӑҫ хакне ӑнланма пулӑшнине, эпир пурте пӗрле пулнине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине шанса тӑма хавхалантарнине курса ӗненетпӗр.

Пирӗншӗн кашни салтак – чӑн паттӑр! Эпир хамӑр ентешсене хӑюлӑхпа харсӑрлӑхшӑн, хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн тав тӑватпӑр. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ виҫӗ ҫын Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем – Дмитрий Владимирович Семенов, Николай Алексеевич Петров, Александр Иванович Старчков ентешӗмӗрсем. Нумаях пулмасть Шупашкарти 51-мӗш шкулта, халӗ 4-мӗш лицей, 9 ҫул вӗреннӗ Роман Евгеньевич Шалаевӑн паттӑрла ӗҫӗ ҫинчен пӗлтӗмӗр. 4-мӗш лицее унӑн ятне парас пуҫарӑва чунтан ырласа йышӑнатӑп.

Пирӗн нумай ентеш тӗрлӗ шайри наградӑна тивӗҫнӗ. Маларах каларӑм ӗнтӗ, эпир Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр. Пирӗн аттесемпе аннесем, пиччесемпе аппасем, йӑмӑксемпе шӑллӑмсем, ывӑлсемпе хӗрсем пурте киле таврӑнччӑр. Анчах ҫапӑҫу хирӗнчен нихӑҫан та таврӑнайманнисем те пур.

Вӗсене самантлӑха шӑп тӑрса хисеп тума ыйтатӑп.

Ачалӑх теми патне таврӑнса ҫакна палӑртмалла: ята­рлӑ ҫар операцийӗ чи малтанах ҫитӗнекен ӑру валли лайӑх пуласлӑх туса хурассине тивӗҫтерме пу­лӑшать. Раҫҫей малалла та суверенлӑ, никама пӑхӑнман патшалӑх пулассине, пирӗн ачасем вара хамӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене ӑса хыв­са ҫитӗнессине, ӗмӗтленме пултарассине тата хӑй­сен ӗмӗчӗсене малта пыракан технологисемпе тата йышӑнусемпе усӑ курса пурнӑҫлассине тӗпе хурать.

Телейлĕ ачалăх – телейлĕ çĕршыв.

Маларах палӑртрӑм ӗнтӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ шайӗнче чылай мероприяти йӗркелесе ирттернӗ.  Интереслӗ шухӑшсемшӗн, вӗсене пур­нӑҫа кӗртнӗ ӗҫ тӑвакан органсене, муниципаллӑ округсемпе хула округӗсен администрацийӗсене, культура, спорт учрежденийӗсене, шкулсен кол­лек­тивӗсене тата общество организацийӗсене чӗререн тав туса хӑварас тетӗп.

Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ нумай ачаллӑ ҫемьесен «Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» форумне, ачасемпе ҫамрӑксен «Медиавзлет» регионсен хушшинчи медиапроектсен фестивальне, «Ялта чи лай­ӑххисем» пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсне, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен «Ачалӑх ҫӑлтӑрӗсем» пултарулӑх фестивальне тата ытти нумай мероприятие хутшӑнчӗҫ.

100 пин ытла ача «Манӑн ҫул ҫӳрев кӗнеки» культурӑпа вӗренӳ проектне хутшӑнчӗ. Музейсенче, культура учрежденийӗсенче, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пулса курса шкул ачисем хӑйсемшӗн чылай ҫӗннине уҫрӗҫ кӑна мар, Чӑваш Ен географине хӑйсен куҫӗпе курса вӗренчӗҫ, тематикӑллӑ экскурси-уроксене те хутшӑнчӗҫ. Ҫап­ла майпа вӗсем тӑван кӗтесӗн культурипе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе тата уйрӑмлӑхӗпе тӗплӗнрех паллаш­ма пултарчӗҫ. Хӑйсен пулас профессине те шан­чӑклӑн суйлама тӑрӑшрӗҫ.

Профессие ҫамрӑклах суйласа илесси ҫинчен калаҫнӑ май пирӗн аграрисен мал шухӑшлӑхне па­лӑртмалла. АПК предприятийӗсем пулас специалистсене ача садӗнчен тытӑнсах ӳстерме пуҫларӗҫ. Шкулчченхи 80 учрежденире агролаборатори йӗр­­келенӗ те ӗнтӗ. Малашне вӗсен шутне 120-е ҫи­тер­мелле. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствине муниципалитетсемпе пӗрле палӑртнӑ кӑтар­тӑва кӑҫалах ҫитме пур майсемпе те пулӑшма ыйтатӑп.

Республикӑри шкул театрӗсен «АСАМ» пӗр­ремӗш фестивалӗ тӗлӗнмелле хӑйне евӗр пулса тухрӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Леонидовна Салаевӑн пуҫарӑвӗ Вӗрентӳ министерствипе Культура министерствин, муниципаллӑ пӗрлӗхсен администрацийӗсен командисене пӗрлештерчӗ кӑ­на мар, 385 шкулти 5 пин ытла ачана чӑннипех хавхалантарса савӑнтарчӗ, вӗсем тӗрлӗ произведени геройӗсем пулса асра юлмалли сӑнарсем калӑп­ларӗҫ. Фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрти ҫӗнтерӳҫисен 29 коллективӗ вара республикӑри театрсен сценисем ҫинче халӑха хӑйсен ӑсталӑхӗпе тӗлӗн­терчӗ. Сумлӑ жюри малтанлӑха ҫухалсах кайнӑ, ҫамрӑк артистсен таса туйӑмӗсем тата вӗсем актер ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартма тӑрӑшни ӑна хӑпартлантармаллипех хӑпартлантарнӑ.

Шкул театрӗсемпе медиастудисем тата музейсем Раҫҫей Президенчӗ хушнипе йӗркеленнине аса илтеретӗп. «АСАМ» фестиваль пире шкул театрӗсен пултарулӑх коллективӗсен репертуарне пуянлатма тата вӗсене малалла та ӗҫлеттерме май туса пачӗ. Режиссерсен ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ шкул ачисене палӑртса хӑвармалла. Ачасен талантне уҫса памалли тата вӗсен хушшинче чи пултаруллисене тупса палӑртмалли лайӑх меле хута яма май килчӗ.

Чӑваш Енĕн Вӗрентӳ министерствипе Культура министерствин пӗрремӗш фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх унӑн пуҫаруҫисемпе тата йӗркелӳҫисемпе пӗрле ҫак проекта малалла аталантармалли ҫул-йӗре туса хатӗрлемелле.

Культура министерствин уйрӑмах пултаруллӑ ачасене, ҫав шутра пӗлтӗрхи «АСАМ» фестиваль шайӗнче тупса палӑртнисене те, малашне тупса  палӑртаканнисене те пулӑшса пымалли май ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Ҫакӑн валли, тӗслӗхрен, музыка училищине «ҫӗнӗлле ӗҫ­леттерес» ыйту патне таврӑнма сӗнетӗп. Кунта культура учрежденийӗсем валли специалистсене тӑтӑш вӗрентсе хатӗрлемелли тата талантсене уҫма пулӑшмалли тытӑма йӗркелес ӗҫе малалла тӑсни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Шкулсен ҫӗнетнӗ спорт залӗсемпе тухӑҫлӑрах, тӗрлӗ енлӗн усӑ курас тӗлӗшпе питӗ тӗрӗс йышӑну тунӑ. Тӳрех вунӑ муниципалитетра ролл-матсем туянса хунӑ. Ҫапла майпа  чи малтанах Пӗтӗм Раҫҫейри «Самбӑна шкула» тата «Zа самбо» проектсене аталантарма лайӑх май йӗркеленнӗ. Ролл-матсем мӑшӑр кӗрешӗвӗн тӗрлӗ тӗсӗпе тренировкӑсем, ӑмӑртусем ирттерме май параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах ролл-матсемпе ӗҫлеме ансат та меллӗ пулни, вӗсене сарса хума тата каялла пуҫтарма вӑхӑт нумай кирлӗ пулманни (30-40 минута яхӑн) спорт залӗсен лаптӑкӗпе анлӑн усӑ курма пулӑшать. Ку енӗпе асӑннӑ ӗҫе малалла тӑсни пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Тӑкаксем пысӑк мар, уҫӑ­лакан май вара чылай. Чӑваш Ен Спорт министерст­вине муниципалитетсемпе пӗрле кӑҫал вуннӑран сахал мар шкула ролл-матсемпе тивӗҫтерме хушатӑп.

Чӑваш Енре пӗлтӗр иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери наци кӗрешӗвӗн тӗсӗсен пӗрремӗш вӑййисене тӗнчери ҫирӗм пилӗк ҫӗршыв спортсменӗсем хутшӑнни ҫынсем вӗсен илемӗпе, вӑйӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе чӑнласах кӑсӑкланнине палӑртрӗ. Иккӗмӗш вӑйӑсене Чӑваш Ен 2025 ҫулта йышӑнассине планлатпӑр. Ҫав вӑйӑсем пирӗн наци кӗрешӗвӗн тӗсне «Кӗрешӗве» аталантарма тата халӑх хушшинче анлӑн сарма пулӑшакан ҫӗнӗ мел пулса тӑчӗҫ. 2023 ҫулта унӑн уйрӑмӗсене самбо, дзюдо тата спорт кӗрешӗвӗ енӗпе ӗҫлекен спорт шкулӗсенче уҫнӑ. Кӑҫал ҫавӑн пек уйрӑмсене пур муниципалитетра та уҫмалла.

Мӑшӑр кӗрешӗвӗн тӗрлӗ тӗсӗсем тӑрӑх спорт енӗпе хатӗрлекен пӗрлехи тытӑм туса хума, вӗсен аталанӑвне ҫӗнӗ пахалӑхлӑ шая ҫӗклеме рес­публикӑри мӑшӑр кӗрешӗвӗн «Кӗрешӳ» центрне йӗркелеме сӗнетӗп.

Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшакан территорисен ӗҫӗ-хӗлӗ малтанхи курӑмлӑ кӑтартусемпе палӑрать. Пӗлтӗр ҫавнашкал 13 центр 6000 ытла ҫула ҫитмен ҫамрӑка хӑйсен тантӑшӗсемпе хастарлӑн хутшӑнма явӑҫтарнӑ, ҫав шутра тӗрлӗ енӗпе учетра тӑракансене те. Чӑваш Ен Вӗренӳ, Культура, Спорт министерствисене Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа пӗрле ҫула ҫитмен ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесе тата вӗсене пӗр-пӗринпе туслӑн хутшӑнма  майсем туса парса ҫав ӗҫе ытларах явӑҫтарассине тивӗҫтермелле.

Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчи, вӗренӳри тата спортри вӑй-халне республикӑри сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ырми-канми ӗҫӗ тивӗҫтерет.

2021-2023 ҫулсенче кӑна федерацин хальхи стандарчӗсене тӗпе хурса ача-пӑча поликлиникисене 100 проценчӗпех ҫӗнетнӗ, республика программи­сен шайӗнче медицина учрежденийӗсен ача-пӑча под­разделенийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ. 2024-2025 ҫулсенче Ҫӗ­­нӗ Шупашкарти медицина центрӗн ача-пӑча ста­ционарӗ пӗтӗмпех ҫӗнелсе улшӑнмалла.

Чӑваш Енри перинаталь центрӗсен лайӑх ӗҫне тата ача ҫуратмалли ҫуртсен икӗ шайлӑ тытӑмне пула пепкесен вилеслӗхӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпех – чи пӗчӗкки.

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак шутланакан тата реабилитаци тумалли ачасене медицина тӗлӗшӗнчен пулӑшса тӑрасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. 2023 ҫулта ҫавнашкал 5 пине яхӑн ачана медицина реабилитацийӗн пулӑшӑвне кӳнӗ.

Ҫынсене, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене реабилитаци пулӑшӑвӗ парасси, пӗ­тӗмӗшле илсен, пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри шутланать. Пӗлтӗр ятарлӑ ҫар операцине хутшӑ­накан 900 ытла ҫынна стационарпа амбулатори условийӗсенче реабилитаци пулӑшӑвӗ панӑ, 2000 ытла ҫын консультаци илнӗ.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавĕн ӗҫ министерствин тата Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин ҫак ӗҫе малалла тӑсмалла тата кӑҫалах лайӑх та уҫӑмлӑ «ҫул карттине» туса хатӗрлемелле тата халӑхӑн мӗн пур категорийӗ валли реабилитаци ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмне пурнӑҫлама тытӑнмалла.

Ӗҫ тӑвакан органсен ачалӑха пулӑшас енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫне общество организацийӗсем те тӳпе хываҫҫӗ. Проектсенчен пӗри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗпе Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ Ҫемье ҫулталӑкне ҫураҫуллӑн ҫыхӑнтарать.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ «Ҫемье йӑли-йӗрки – ҫирӗп ҫемье никӗсӗ» проекта пурнӑҫланӑ. Унӑн шайӗнче XIX ӗмӗрти чӑваш хре­с­ченӗн кил хуҫалӑхӗн музейӗн никӗсӗ ҫинче ҫамрӑк ҫемьесенче ҫемье йӑли-йӗркине авалхи чӑваш ҫемйисен опытне тӗпе хурса тытса пыма вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. Ҫулталӑк хушшинче ҫав­нашкал пурнӑҫӑн тата халӑх йӑли-йӗркин пархатарне мӗн пур муниципаллӑ пӗрлӗхрен 1600 ытла ҫын туйса курнӑ. Вӗсен хавхалануллӑ кӑмӑл-туйӑмӗ тата хаклавӗ проект уссине уҫҫӑн палӑртаҫҫӗ.

 Ҫынсен шухӑшӗсене ыйтса пӗлнӗ чухне проекта хутшӑннӑ ҫичӗ ҫул пӗрле пурӑнакан пӗр ҫемье ӑсталӑх класне киличчен уйрӑлма патнех ҫитнине асӑннӑ. Анчах пӗрле ирттернӗ кун тата пуласлӑх ҫинчен ҫав асамлӑ лару-тӑрура тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хай­хи мӑшӑр малашне те пӗрлех пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.

Ӑсталӑх класне хутшӑннӑ пӗр ҫамрӑк ҫын  «Гринев карттине» туса хурасси ҫинчен панӑ сӗнӳ те паха, унта муниципаллӑ музейсен никӗсӗ ҫинче ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑксене ҫемье пурнӑҫӗпе паллашма пулӑшакан ҫавнашкал вырӑнсем йӗркелесси ҫинчен асӑннӑ. Ҫакӑ уйрӑмах ҫемьеллӗ пурнӑҫра малтанхи утӑмсем тӑвакан мӑшӑрсемшӗн питӗ лайӑх пуҫару тесе шутлатӑп.

Культура министерствипе Экономика аталанӑвӗн министерствине интересленекен енсемпе пӗрле асӑн­нӑ пуҫарӑва Ҫемье ҫулталӑкӗпе тата туризмпа та­раватлӑх индустрине аталантарассипе килӗшӳллӗн тиш­керсе хатӗрлесе ҫитерме ыйтатӑп.

Ҫавнашкал пуҫарусене пула Чӑваш Ен уйрӑ­лусен чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ енӗпе юлашки ҫул­сенче ҫӗршыври малти вырӑнсенче тӑрать. Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, республика асӑннӑ кӑтартупа федерацин Атӑлҫи округӗнче – 2-мӗш, Раҫҫейре 3-мӗш вырӑнсене йышӑнать.

Республикӑра юлашки ҫулсенче ҫемьесене пу­лӑшас енӗпе тытӑмлӑн, йӗркеллӗн ӗҫлетпӗр. Пулӑшу ме­лӗсене парас ӗҫ, пире Раҫҫей Президенчӗ сӗннӗ пек, комплекслӑн тата пулӑшу илекенсемшӗн ансат йӗркепе пурнӑҫланать.

Пулӑшу мелӗсен шучӗ тата вӗсен калӑпӑшӗ ҫулсерен пысӑкланать. Ҫавна май Чӑваш Енре­ «Ҫемье навигаторӗ» цифра сервисне туса­ хатӗр­леме тата ӗҫе кӗртме тӗллев лартатӑп. Вӑл­ пу­лӑш­нипе ҫемьесене пулӑшу памалли мерӑ­сем­пе ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен, культурӑпа спорт ор­га­­ни­за­цийӗсенчи мероприятисем ҫинчен пӗлме, пси­­­хологи пулӑшӑвне тата юрист консультацине илме пулать. Граждансене хушма пулӑшу парас тӗллевпе рес­публика Правительствине кӑҫал мӗн пур социаллӑ тӳлеве 2023 ҫулхи инфляцин чӑн кӑтартӑвӗ шайӗнче индексацилеме хушатӑп.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указне пур­нӑҫласа нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли май­семпе туллин тивӗҫтерме  регионти нормативлӑ право акчӗсене 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кирлӗ улшӑнусем кӗртмелле.

Иртнӗ ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре ҫуралнӑ кашни ача парнене тивӗҫет. Парне шутне мӗн кӗртессине сасӑлавпа палӑртнӑ, анчах ӑна кашни ҫулах ҫӗнетсе тӑма май пур тата ҫӗнетмелле тесе шухӑшлатӑп. Ҫав шутра ҫулталӑк тематикине шута илсе.

Пӗлтӗр Шупашкарта тата Канашра «Манӑн ҫемье центрӗ» нумай функциллӗ икӗ центр уҫрӑмӑр. 2022-2023 ҫулсенче 10 пин ытла ҫемье ҫавнашкал центрсене хастарлӑн ҫӳрекенсен шутне кӗнӗ. Кунта вӗсем «пӗр чӳрече» мелӗпе центрта ӗҫлекен консультантсенчен те, ҫемьсем ыйтнипе чӗнсе илнӗ специалистсенчен те хӑйсене кирлӗ тӗрлӗ пулӑшӑва илнӗ. Цифрӑсем ҫемьесемпе ҫавӑн пек ӗҫлени усӑллӑ пулнине уҫӑмлӑн ҫирӗплетеҫҫӗ.

Кӑҫал Шупашкарта тата Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче тата икӗ центр уҫма палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Ӗҫлев министерстви тата муниципаллӑ округсемпе хула округӗсен администрацийӗсен умӗнче ку енӗпе хӑвӑртлӑха чакармасӑр ӗҫлес тата ҫав­нашкал центрсемпе пӗтӗм муниципаллӑ округа тивӗҫ­терес тӗллев тӑрать.

5 тата унтан та ытларах нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме уй­ӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тӑтӑшах ӳстерсе пы­рат­пӑр. Чӑваш Ен Правительствине тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн паракан Раҫҫей Правительствин гран­чӗн укҫи-тенки шучӗпе эпир 2021 ҫулта 8 тата унтан та ытларах ачаллӑ, 2022 ҫулта 7 тата унтан та ытларах ачаллӑ, 2023 ҫулта 6 тата унтан та ытларах ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе туллин тивӗҫтертӗмӗр.

2024 ҫулта асӑннӑ ҫул-йӗр енӗпе уйӑракан укҫа-тенкӗ шайне ӳстерме палӑртнӑ, унӑн калӑпӑшӗ 833 миллион тенкӗпе танлашать, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме пӗр миллиард та 180 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 5 е унтан та ытларах ачаллӑ 157 ҫемье тата 414 тӑлӑх ача пурӑнмалли ҫурт-йӗрлӗ пулса тӑрӗҫ.

Чӑваш Ен Правительствин муниципалитетсемпе пӗрле тӑлӑх ачасене тата 2023 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне кил-ҫурт тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пурӑнакансем пек учета тӑнӑ 5 е унтан та ытларах ҫула ҫитмен ачаллӑ нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли мероприятисен пӗтӗм комплексне ҫитес пилӗк ҫул хушшинче пурнӑҫламалла. Ҫав хушӑрах ҫамрӑк ҫемьесем ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхмалла, мӗншӗн тесен ҫак категорири ырлӑх илекенсен кал-кал аталанӑвӗ лайӑх шайрах мар.

Асӑннӑ ыйтӑва татса пама муниципалитетсен чи малтанах ҫӗр ресурсӗсем ҫинчен калакан даннӑйсене ҫӗнетмелли ӗҫе вӗҫлемелле, тӗрлӗ класлӑ тата категориллӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума кирлӗ документсене йӗркелесе ҫитермелле тата туса хатӗрлемелле.

Чӑваш Енре 2024 ҫула экологи культурине тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассине халалланӑ.

Ҫулталӑка ҫапларах палӑртма ыйтса пӗлсе об-щес­т­венноҫ представителӗсен 40 процентӗнчен ытларах пайӗ сӗннӗ. Ҫакӑ республикӑра пурӑнакансем тав­ралӑх лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшлама тытӑнни, вӗсемшӗн ҫак ыйтусем чӑннипех пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калать.

Кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри обществӑри экологи культурине ӳстересси пулса тӑмалла. Ҫут ҫанталӑк пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлакан ҫынсем ҫулсерен йышлӑланса пынине палӑртма кӑмӑллӑ. Вӗсем хӑйсен ҫемйисемпе йывӑҫ лартмалли тата территорисене тасатмалли акцисене хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне пирӗн экологи енӗпе хӑйсен тухӑҫлӑхӗпе палӑракан лайӑх кӑтартусем пур та ӗнтӗ. Республикӑра пилӗк ҫул хушшинче тасатакан пилӗк сооружени тунӑ, Шупашкарта ҫумӑр шывӗсене тасатакан сооруженисем тӑвас тата ҫӗнетес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, вӗсене нумай ҫул хушши юсаман. Кӑҫал «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тата Якимовская урам патӗнче ҫумӑр шывӗсене тасатакан тата икӗ сооружени туса лартӗҫ, ҫавна пула эпир ҫулталӑк вӗҫлениччен Атӑла каяш шывсем юхтарса кӑларассине виҫӗ хут чакаратпӑр.

Вӑрмансене ҫӗнетмелли ӗҫсем лайӑх хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ. Ҫак ӗҫсен шучӗпе:

вӑрманти йывӑҫсен тата илем кӳрекен йывӑҫсемпе тӗмсен хунавӗсене пӑхса  ҫитӗнтерекен 11 вӑрман питомникӗ пулнипе;

Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ лесничествисенче хупӑ тымар тытӑмӗллӗ хунавсем пӑхса ҫитӗнтерекен тӑватӑ теплица тунипе;

юлашки виҫӗ ҫул хушшинче вӑрмансенче пысӑк пушарсем пуласран сыхӑ тӑнипе;

саккуна пӑсса хатӗрленӗ йывӑҫ калӑпӑшне, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, виҫӗ хут чакарнипе.

Пӗлтӗр вӑрмансене ҫӗнетмелли плана тӑкаксене питех пысӑклатмасӑр 14  процента ҫити ирттерсе тул­тарнӑ, ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ҫапла вара, пирӗн усӑ курма пӑрахнӑ лап­тӑксенчи вӑрмансене 2024 ҫулта тата малашлӑхра ҫӗр проценчӗпех ҫӗнетме пӗтӗм май пур.

Каяшсен мӗн пур тӗсне тыткаламалли инфратытӑм туса хумалли ӗҫ, ӑна эпир «Раҫҫей экологи операторӗ» уҫӑ право компанийӗпе пӗрле пур­нӑҫ­латпӑр, ҫавӑн пекех экологи лару-тӑрӑвне, пушар хӑ­руш­сӑрлӑхне мониторинг тӑвакан тата тишкерекен интеллектлӑ тытӑма аталантармалли ӗҫ малалла тӑсӑлать.

Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗ ҫӑл куҫсене тирпей-илем  кӗртес енӗпе тунӑ пуҫарӑва питӗ пӗлтерӗшлӗ, тен, кӑтартуллӑ та тесе шутлатӑп. Ача чухне ҫӑл куҫран шыв илме ҫӳренине, унти таса шыва еплерех киленсе ӗҫнине эпир пурте лайӑх астӑватпӑр. Шыв – Чӑваш Ен пуянлӑхӗ теме пулать. Ҫӗр айӗнчен туллин тапса тӑракан, тавралӑха нӳрӗлӗхпе тата уҫӑ сывлӑшпа пуянлатакан ҫӑл куҫран пӗчӗк юхан шывсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хӑватлӑ юхан шывсене ҫаврӑнаҫҫӗ. Ҫавна пула эпир ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленетпӗр, юхан шывсемпе пысӑк шыв сиккисен мӑнаҫлӑхӗпе хавхаланатпӑр тата экономикӑн тулли отраслӗсене, гидроэнергетика, шыв транспорчӗ, туризм евӗрлисене тата ыт.те., йӗркелетпӗр.

Пирӗн пӗрлешмелле те Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсене, вӗсен реестрӗсене йӗркелесе, комплекслӑ майпа тишкерӳ туса ирттермелле тесе шутлатӑп. Хальхи вӑхӑтра пине яхӑн ҫӑл куҫ пурри паллӑ, вӗсенчен ҫирӗмӗшне кӑна сыхлакан объектсен реестрне кӗртнӗ.

Муниципалитетсен ҫак кирлӗ ӗҫе хутшӑнмалла ҫеҫ мар, ӑна пӗрлехи вӑйпа, бизнеса, общество пӗрлешӗвӗсене тата хастар чунлӑ ҫынсене явӑҫтарса пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп. Пухнӑ даннӑйсем Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсен цифра карттине туса ха­тӗрлес тата экологи туризмне аталантарас ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳрӗҫ.

Малалла кайнӑ май, Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2020-2025 ҫул­сенчи комплекслӑ программи патне таврӑнас тетӗп. Эпир ӑна сирӗнпе тӑрӑшса, питӗ тӗплӗн сӳтсе яврӑмӑр тата ҫирӗплетрӗмӗр. Программӑн тӗп тӗллевӗ – кашни уйрӑм территорине тата пӗтӗмӗшле республикӑна аталантармалли плансен май килнӗ таран тулли ӳкерчӗкне йӗркелесси. Уйрӑм муниципалитетӑн майӗсен вӑй-хӑватне тӗплӗнрех ӑнланма муниципалитет профи­лӗсене туса хатӗрлерӗмӗр. Сӑмах май, федераци Правительствинчи ӗҫтешсем пӗлтернӗ тӑрӑх, эпир – ҫав ӗҫе пӗтӗм муниципалитетра йӗр­келесе ирттернӗ пӗртен-пӗр регион. Ҫӳлерех асӑнса хӑварнисем пурте халӑх пурӑнакан вырӑнӑн, му­ниципаллӑ пӗрлӗхӗн, хулан, пӗтӗм республикӑн малашлӑхри сӑнарне курма, тӗрлӗ программӑсемпе финанс ҫӑл куҫӗсене ҫыхӑнуллӑрах тума тата йы­шӑ­нусен комплекслӑхне тивӗҫтерме, юлашкинчен вара синерги ырлӑхӗпе усӑ курма май парать. Про­граммӑна пурнӑҫланин малтанхи результачӗсем са­вӑнтараҫҫӗ тата ӗҫе йӗркелемелли майсем тӗрӗс пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Сӑмахран, пӗтӗм регион продукчӗ 2020-2023 ҫулсенче 40,7 процент чухлӗ ӳснӗ, номиналлӑ вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 70 процент чухлӗ пысӑкланнӑ. Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗн хӑйӗн тупӑшӗсем 80 процента яхӑн ӳснӗ.

Кӑҫалхи тапхӑрта программа ме­ро­приятийӗcене отрасль тата территори принципне тӗпе хурса тӗплӗн тишкерсе тухни тӗрӗс тесе шутлатӑп. Малтанхи пӗтӗмлетӳсене тумалла та хальччен тунӑ ре­­зультатсене, даннӑйсене, аталанӑвӑн улшӑннӑ пла­нӗсене шута илсе, ҫӗнетме тытӑнмалла. Уй­рӑ­мах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Правительствин йышӑнӑвӗсемпе ҫы­хӑннӑ улшӑнусем ҫине тимлӗн пӑхмалла тата вӗсене шута илмелле, ҫав шутра тӗрлӗ тӗллевлӗ автомобиль ҫулӗсен тӗп сетьне, халӑх пурӑнакан вырӑнсен тӗп сетьне йӗркелес тӗлӗшпе те.

Тӗслӗхрен, 2024 ҫултан тытӑнса ял терри­то­рийӗсене комплекслӑн аталантармалли програм­мӑ­сене пурне те пӗр ҫӗре пухаҫҫӗ. Социаллӑ инфра­тытӑм халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсем тата ҫум территорисем тавра йӗркеленет, ҫакӑ халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне комплекслӑн ӳстермелли ыйтусене татса пама пулӑшать.

Ҫавна май муниципалитетсен халӑх пу­рӑнакан тӗп вырӑнсен тата ҫум территорисен со­циаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн вӑрах вӑ­хӑтлӑх планӗсене йӗркелессине тивӗҫтермелле.

Программӑн тӗп кӑтартӑвӗсене хӑвӑрт пурнӑҫласа пынине шута илсе, ӑна кӑҫалхи ҫул вӗҫӗнче тепӗр ултӑ ҫуллӑх тапхӑр валли – 2025 ҫултан пуҫласа 2030 ҫулччен – ҫирӗплетме майсем пур тесе шутлатӑп.

Пирӗн ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата хӑш-пӗр аспекчӗ ҫинчен аса илтеретӗп. Пӗлтӗр эпир Чӑваш Рес­публикин Ҫирӗп аталанӑвӗн концепцине йышӑн­тӑмӑр. Ҫӗнӗ программӑра ҫирӗп аталанӑвӑн пӗтӗм тӗп требованийӗсене тата принципӗсене шута илмелле. Унсӑр пуҫне, компонент аталанӑвӗн хальхи тапхӑрӗнчен те кая мар пӗлтерӗшлӗ аталанӑва тивӗҫтермелле. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи ӗҫсем мӗн­лерех шайра пыни, аталану планӗсем ҫинчен пӗлтерекен объективлӑ даннӑйсен пуххи пулмалла. Урӑхла каласан, программа чӗрӗ, куҫӑмлӑ пулмалла, отрасльсенче тата территорисенче пулса иртекен пӗтӗм ӗҫе сӑнласа памалла. Ун чухне эпир цифра сервисӗсене тата тишкерсе тухмалли хатӗрсене ӗҫе кӗртнинчен, даннӑйсене тишкернинчен, тухӑҫлӑ управлени йышӑнӑвӗсем тунинчен, тӗрӗс отчетсем туса хатӗрленинчен май килнӗ таран пысӑк усӑ курма пултарӑпӑр.

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ВДНХра ҫитӗнӳсен «Раҫҫей» куравӗ ӗҫлет. Чӑваш Ен стенчӗ курава пыракансене хӑйӗн чӑнлӑхӗпе, содержанийӗпе тата пирӗн ӗҫтешӗмӗрсен ҫав курав ҫинчен каласа кӑтартакан ҫӳллӗ шайри пултарулӑхӗпе илӗртет. Унсӑр пуҫне, пирӗн мӑнаҫлӑх – «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» – килекен кашни хӑнана курава пырса кӗнӗ ҫӗрти цифра мелӗпе туса хатӗрленӗ тӗслӗхӗпе те, 75-мĕш  павильонри культура мероприятийӗсен зонинчи оригинал хальлӗн те кӗтсе илет.

Кашни виҫӗ эрнере Чӑваш Енпе паллаштаракан отрасль тӗсӗсен командисем улшӑнаҫҫӗ. Экономика аталанӑвӗн министерствипе Вӗрентӳ министерствин, Культура министерствипе Ӗҫлев министерствин тата Сывлӑх сыхлавĕн ӗҫ министерствин командисем хӑйсен ӗҫне вӗҫленӗ. Ҫак кунсенче стенд Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексӗпе экологи сферин ҫитӗнӗвӗсемпе тата малашнехи планӗсемпе паллаштарать.

Ял хуҫалӑх отраслӗ юлашки ҫулсенче кал-кал ҫирӗп ӳсӗм кӑтартать. Пур кӑтарту та ӳсет – пухса кӗрт­нӗ пӗтӗм тырӑ-пулӑ тухӑҫӗ, продукцие сутса ту­нӑ тупӑш, хывакан инвестицисем. Пӗчӗк калӑпӑшлӑ­ хуҫалӑхсем хастарлӑн аталанни савӑнтарать. Ҫав­­нашкал лайӑх йӗркеленӗ тӗллевлӗ ӗҫе пула рес­публикӑра пурӑнакансене чи кирлӗ апат-ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтернине эпир хӑюллӑнах палӑртма пултаратпӑр.

Продукцие регион тулашне ӑсатма та майсем пур. Эпир 2020 ҫултах Чӑваш Енре туса кӑларакан пӗтӗм продукцие республикӑра тирпейлесси ҫинчен пӗлтертӗмӗр. Отрасле патшалӑх паракан пулӑшу майӗпен шӑпах ҫакӑн пек ҫул-йӗрпе йӗркеленсе пырать. Проектсем пурте ял хуҫалӑх продукцине малтанхи майпа е тарӑннӑн тирпейлес ӗҫпе ҫыхӑннӑ, каш­нинех мультипликаци хӑвачӗ пур, вӗсене пурне те Чӑваш Ен Правительстви хӑйӗн куҫӗ умӗнче тытать тата пур майсемпе те пулӑшса пырать. Ӗҫе ҫакӑн пек йӗркеленине пула АПК таварӗсен экспорчӗ ҫултан-ҫул шанчӑклӑн ӳссе пырать, санкцисем кӗртнӗ, экс­портӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах чакса кайнӑ 2022 ҫулта та ку ҫаплах пулнӑ. Унсӑр пуҫне тирпейлесе хатӗрленӗ продукци тӳпи 85 процентран та пысӑкрах.

Тавар шанчӑклӑн сутӑнни – вӑл е ку продукци туса кӑларассине инвестицисем хывмалли никӗс. Хальхи вӑхӑтра  потреблени кирлӗлӗхне йӗркелемелли уйрӑмлӑхсене шута илсе, Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин интересленекен енсемпе пӗрле таварсене Раҫҫейри рыноксене тата унӑн тулашӗнчисене те шанчӑклӑн вырнаҫтарма продукцин тӗрлӗ тӗсӗсен агрегаторӗсене туса хумалли мероприятисен пӗ­тӗм комплексне пурнӑҫламалла. Хамӑрӑн тавар туса кӑларакансене лайӑх, экологи тӗлӗшӗнчен таса продукципе тивӗҫтерни, ҫав шутра шкул ачисене тата социаллӑ учрежденисен пациенчӗсене вӗри апат ҫитерекен апат-ҫимӗҫ комбиначӗсене тивӗҫтерсе тӑни те, шутсӑрах кирлӗ.

Тавар вырнаҫтармалли ҫавӑн пек майсем пурри пире ҫирӗплетнӗ стандартсемпе ӗҫлекен чӗр тавар производствин  тӗрлӗ масштаблӑ площадкисене тӗллевлӗн йӗркелеме пулӑшни те унран кая мар пӗлтерӗшлӗ.

Отрасле кӳрекен пулӑшу майӗсене сыхласа хӑвармалла кӑна мар, ҫавӑн пекех общественноҫпа анлӑн сӳтсе явса халь вӑйра тӑраканнисене тӳрлетӳсем кӗртмелле тата ҫӗнӗ мелсем палӑртса хӑвармалла, вӗсем агропромышленноҫ комплексне малалла тивӗҫлӗн аталантарма май парӗҫ.

Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче фермерсен ҫӗнӗ тавар речӗсене халӑх та, асӑннӑ хуласен хӑнисем те ырласа йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене пӗтӗм рес­публикипех ӗҫлеттерсе яни вырӑнлӑ тесе шут­латӑп. Хула округӗсемпе муниципаллӑ округсен администрацийӗсен пуҫаруллӑрах пулмалла. Анчах та кунта ҫак ӗҫе йӗркелемелли пӗр пӗтӗм тре­бованисене сыхласа хӑварни, пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫа­лӑхсене ҫеҫ суту-илӳ тума ирӗк пани тата йӗркене тивӗҫлӗ тытса пыни тӗп вырӑнта пулмалла. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене асӑннӑ ӗҫе йӗркелесе тӑрассине тивӗҫтерме ыйтатӑп.

Эпир республикӑра хӑмла туса илес тата ӑна тирпейлес енӗпе «малалла ыткӑнма» туллин хатӗрленсе ҫитнӗ. Компетенцисен центрӗ пулса эпир ку енӗпе вӗрентме, хӑмла лартса ӳстерес текен Раҫҫей регионӗсене техникӑпа тата технологисемпе тивӗҫтерсе тӑма хатӗр. Пӗлтӗр лаборатори инфратытӑмне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑра вӗҫлерӗмӗр. Халӗ эпир хӑмла «Подвязнӑй» сортлӑ пулнине, ытти сортсене те тӗрӗслеме, чир-чӗр пурри-ҫуккине тӗпчесе палӑртма, тивӗҫлӗ документсене хатӗрлесе пама пултаратпӑр. Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ, ни­кӗсри тапхӑр.

Унсӑр пуҫне хӑмла татмалли комбайна хастарлӑн сӑнаса тӗрӗслетпӗр, хӑмла типӗтмелли установкӑна тума тытӑннӑ, ку ӗҫе кӑҫалах вӗҫлеме палӑртат-пӑр. Ҫапла вара, Чӑваш Ен ҫак ҫул-йӗр енӗпе технологи суверенитечӗн тулли ярӑмӗпе ӗҫлеме пултарать. Ӗҫтешсене те, партнерсене те асӑннӑ ӗҫӗн хӑ­вӑртлӑхне хальхи шайра тытса пыма тата палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме ыйтатӑп. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин вара, халӑх калашле, пурне те курса тата пӗлсе тӑмалла.

Кӑтартусене ҫирӗппӗн пысӑклатса пыма ҫӗрсене кашни гектар тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе сыватассине тивӗҫтермелле. Ҫӗрсен пулӑхлӑхне тавӑрмалли тата ҫӗр ӗҫне пӗтӗм ҫӗрте биологизацилессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене комплекслӑн туса ирттерессине хавхаланатармалли майсем туса хатӗрлемелле.

Регионта выльӑх чирӗсем тӗлӗшпе йӗркеленнӗ лайӑх лару-тӑру ял хуҫалӑх отраслӗн ҫирӗп атала­нӑвӗн тата инвестици илӗртӳлӗхӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Паян хӑрушӑ тата уйрӑмах хӑрушӑ чирсен вучахӗсем йӗркеленнине васкавлӑн тупса палӑртса тивӗҫлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнма май килет. Анчах та продукци пахалӑхӗ тӗлӗшпе тата ветеринари ӗҫӗнчи тӗрлӗ пӑтӑрмаха вӑхӑтра тупса палӑртса йӗркене кӗртмелли ӗҫсене цифрӑлас енӗпе, апат-ҫимӗҫ таварӗсене асӑрхаса тӑрас енӗпе палӑртнӑ требованисем йышланаҫҫӗ. Ветеринари службин лаборатори инфратытӑмне ҫӗнетни пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Вӑл хӑрушлӑх ҫӑл куҫӗсене тата синкер сарӑлма пултаракан тӗп ҫул-йӗрсене хӑвӑрт та тӗрӗс палӑртма, пулӑмсем мӗнлерех аталанассине сӑнласа пама пултармалла, ял хуҫалӑх выльӑхӗсене клеме лартнине тата вӗсене куҫарса ҫӳренине цифра мелӗпе уҫӑмлӑ та объективлӑ учет туса пыма май памалла.

Пӗр ансат япалана аса илтеретӗп. Ял хуҫалӑх отраслӗпе АПКна аталантарни – ял аталанӑвӗн никӗсӗ. Ял тӑрӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен тӗп йӑли-йӗрки, культури тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн ытти паллисем лайӑхрах сыхланса упранаҫҫӗ. Ҫавна май эпир ҫын ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама пултармалли майсене танлаштарас тесе нумай ӗҫ тӑватпӑр. Ан тив, ҫав вырӑн пысӑк хула е сала, поселок е ял пултӑр. Маларах эпӗ халь туса лартнӑ сывлӑх сыхлавӗн, вӗренӳ, спорт, культура объекчӗсен шутне асӑнса хӑвартӑм. 2023 ҫулта кӑна мӗн пур программа шайӗнче ял территорийӗсене аталантарма хывнӑ инвестицисен шайӗ 7 миллиард ытла тенкӗпе танлашнӑ.

Картиш территорийӗсене тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫ хастар пырать, ҫак тӗллевсем валли ҫулсерен 650 миллион тенкӗрен кая мар уйӑратпӑр. 2020 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен 953 картиш территорине тирпей-илем кӗртнӗ. Паллах, ҫав ӗҫсене кварталсем хушшинчи вӑйӑ площадкисем тумалли программӑпа ҫыхӑнтарса пурнӑҫламалла. Хальхи вӑхӑтра ҫавнашкал 30 площадка тунӑ, 2024 ҫулта тата 15 йӗркелеме палӑртнӑ. Тӗллев – ачасем валли хӑрушлӑхсӑр нумай функциллӗ площадкӑсем тӑвасси, вӗсене каярахпа тивӗҫлипе асӑрхаса тӑрасси тата ӗҫлеттересси.

Пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсем ял ҫӗрӗнче пурӑнакансен хушшинче анлӑн сарӑлса, вӑй илсе пыраҫҫӗ. Енчен те пӗлтӗр 1063 проект пурнӑҫланӑ пулсан, кӑҫал вара 1500 ытла проект конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсем калӑпӑшӗпе пысӑках мар, анчах халӑх пурӑнакан пайӑр вырӑнсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ объектсем. Ҫавӑнпа та Чӑваш Ен Правительстви вӗсене укҫа-тенкӗпе туллин тивӗҫтерме майсем тупма тӑрӑшать. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Ҫапах та муниципаллӑ пӗрлӗхсен пуҫлӑхӗсене хӑш-пӗр проект, вӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ пулсан та, пӗлтӗр пурнӑҫланмасӑр юлни ҫине тимлӗрех пӑхмаллине тепӗр хут аса илтерсе хӑварас тетӗп. Шел пулин те, ҫавӑн пек тӗслӗх нумай мар пулсан та, пур. Кун пекки пулмалла мар.

Ҫынсен пуҫарӑвӗпе туса хатӗрленӗ кашни проектах эсир хӑвӑр ырласа йышӑнатӑр, ҫав тӗллевсем валли Правительство укҫа уйӑрать. Хӑвӑр тума пултараймастӑр тӑк, вырӑнти ҫынсене, депутатсен ушкӑнне явӑҫтарӑр е лайӑх кӑтарту тума  пулӑшакан урӑх йышӑну тӑвӑр.

Пӗтӗмӗшле илсен, эпир Чӑваш Енри халӑх пурӑнакан вырӑнсен халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене тивӗҫтермелли тытӑмӗсене ҫӗнетмелли пысӑк инвестици программине пурнӑҫа кӗртетпӗр. Кӑҫал республикӑн адреслӑ инвестици программи шайӗнче 47 объектра 2,5 миллиард тенкӗлӗх строительство ӗҫӗсем пуҫланмалла. Унсӑр пуҫне, ӗҫре – 10,5 миллиард тенкӗлӗх 56 объект, вӗсене пӗлтӗр тума тытӑннӑ. Тӗрлӗ тӗллевлӗ темиҫе объекта ҫеҫ асӑнса хӑваратӑп.

Шыв спорчӗн тӗсӗсен центрӗ. Хальхи вӑхӑтри ҫак объект 2020 ҫулта хупӑннӑ «Спартак» Спорт ҫуртне улӑштарӗ, шывра ӑмӑртакан пирӗн спортсменсен ӑсталӑхне туптама тата пысӑк ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерме май парӗ.

Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ районӗнчи спортӑн тӗп объектне – «Атӑл» стадиона – палӑртнӑ вӑхӑтран  маларах уҫатпӑр.

Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗн роллерлӑ йӗлтӗр трассине тата республикӑри пӗрремӗш хупӑ футбол манежне тӑвас ӗҫсене вӗҫлетпӗр.

Ҫав икӗ объекта тумалли ӗҫсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли финанс ҫӑл куҫӗсем Анатолий Геннадьевич Аксаков тӑрӑшнипе  йӗркеленчӗҫ. Ăна ҫавӑншӑн пысӑкран та пысӑк тав.

Ҫулталӑк вӗҫнелле Ҫӗмӗрле, Куславкка хулисенчи ӑшӑпа тивӗҫтермелли тытӑмсене 95 процент чухлӗ, Улатӑрта 55 процент чухлӗ ҫӗнететпӗр.

Лифт хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпрен улӑш­тарма палӑртса хунӑ. 2022 ҫулта эпир лифтсене улӑштармалли регион программине туса хатӗрлесе ҫирӗплетрӗмӗр. Пӗлтӗр 89 лифта улӑштарнӑ, ҫакӑ унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 2,5 хут ытларах. Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Денис Валентинович Мантуров пулӑшнипе кӑҫал эпир 436 лифта йӗркене кӗртес ӗҫе пурнӑҫлама пултаратпӑр.

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи троллейбуссен куҫӑмлӑ пайне курӑмлӑн ҫӗнетме палӑртатпӑр, машинӑсен вӑтам ӳсӗмӗ ҫавна пула виҫӗ хут пӗчӗкленет тата тӑватӑ ҫулпа танлашать. Ҫакна асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенке тӗрлӗ ҫӑл куҫсенчен – Раҫҫей Правительстви паракан субсидисенчен, «ДОМ.РФ» ин­фратытӑм облигацийӗсенчен, хамӑрӑн укҫа-тен­кӗ­рен явӑҫтарас енӗпе хастар ӗҫлени тивӗҫтерме май пачӗ. Республика Правительствин тӗллевӗ – муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе çÿ­рес ыйтусене муниципалитетсемпе пӗрле, хальхи хӑ­вӑртлӑхсене чакармасӑр, татса парасси.

Эпир Патӑрьел, Шӑмӑршӑ округӗсемпе Комсомольски округӗн кӑнтӑр пайӗнчи темиҫе пӑрӑхлӑ шыв ҫулне хута яма хатӗрленсе ҫитрӗмӗр темелле. Ҫапла вара, асӑннӑ территорисенче пахалӑхлӑ шыв ҫуккипе ҫыхӑннӑ тахҫанхи ҫивӗч ыйту туллин татӑлать.

Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне туса ха­тӗрлесси вӗҫленсе пырать. Ку ӗҫе эпир «ДОМ.РФ» патшалӑх корпорацийӗпе пӗрле пурнӑҫлатпӑр.

Мастер-план агломерацин нумай функциллӗ ты­тӑмне республикӑн ҫурҫӗр пайӗн территорийӗн, са­маях пысӑк ӗҫ ресурсӗсемлӗ тата культурӑпа йӑла, производство тата инфратытӑм ҫыхӑнӑвӗсемпе пӗр­леш­тернӗскерӗн, инноваци, экономика, социаллӑ ата­лану центрӗ пек йӗркелеме май парать.

Чӑваш Ен Правительствин агломераци йышне кӗ­рекен муниципалитетсемпе пӗрле социаллӑ пур­­нӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ про­­­грамминче ҫавна шута илсе тумалли ӗҫсене палӑртса хӑварма тивет. Тӗрлӗ укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗ­сен шучӗпе малашне пурнӑҫламалли проектсене йӗрке­лемелле тата пӗрлештермелле, ҫав шутра пат­шалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн никӗсӗ ҫинче те.

Мастер-план ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫри кирлӗ пулнин тата сӗнме пултарнин шайне тивӗҫтерме пулӑшакан хальхи хӑвӑртлӑхӗсене тытса пымалли никӗс пулса тӑмалла.

Патшалӑх тӗрлӗ енлӗн паракан пулӑшӑва пула ҫынсем юлашки виҫӗ ҫулта 196 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр туяннӑ, 5868 ҫемье пулӑшу илнӗ. Сӑмах май, ҫакӑ  вӑл хулан самаях пысӑк микрорайонӗ.

Анчах та хальхи чӑн лару-тӑрӑва та шута илмелле тата ытти ҫӗнӗ ҫул-йӗрпе те, калӑпӑр, арендӑна памалли ҫурт-йӗр, патшалӑх тата муниципаллӑ ҫурт-йӗр фончӗсем евӗр  майсемпе те тухӑҫлӑ усӑ курмалла. Правительствӑна муниципалитетсемпе тата интересленекен енсемпе пӗрле ку енӗпе кӑҫалах ӗҫлеме тытӑнма ыйтатӑп.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне тытса пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗрӗслесе тӑракан органсене тата халӑх влаҫӗн тытӑмне час-часах кӑсӑклантараҫҫӗ. 2023 ҫулта 21 управляющи компани требованисем ыйтнине пурнӑҫлайман, ҫавна май хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ тата ултӑ компание ӗҫ йӗркине сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ӗҫлеме чарнӑ.

Саккун кӑларакан кӑҫалах асӑннӑ сферӑра ӗҫ-хӗл пурнӑҫлас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ хушма требованисем палӑртрӗ, ҫакӑ тӗрӗс те, вӑл пурнӑҫри уйрӑмах кирлӗ пулӑшу ӗҫӗсем кӳмелли пахалӑх стандарчӗсемпе килӗшсе тӑрать тата ҫак рынокри тӳрӗ мар кӑмӑллӑ сӑпатсенчен сыхланмалли шанчӑклӑ хӳтӗлев шутланать.

Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине тата муниципалитетсене халӑхпа яланах хутшӑнса тӑма, управляющи компанисен кӑлтӑкӗсене вӑхӑтра асӑрхаса тӳрлетме ыйтатӑп, ҫав шутра ҫыхӑнӑвӑн цифра сервисӗсемпе усӑ курмалли майӗсемпе те.

Маларах кун пирки каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫакӑ пирӗн плансен пӗчӗк пайӗ кӑна, анчах та, тӗрӗссипе, чи пысӑккисем.

 Кунта урӑххи пӗлтерӗшлӗ: ҫав пӗтӗм объект, чи малтанах, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмашкӑн пулӑшма кирлӗскерсем.

Предпринимательлӗх тата инвестици хастарлӑхне ӳстерни те унран кая мар пӗлтерӗшлӗ. Ҫитменнине бизнеса пулӑшмалли майсем ҫулсерен палӑрмаллах ӳссе тата витӗмлӗрех пулса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, пӗлтӗр финанс пулӑшӑвне илнӗ вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен шучӗ, 2022 ҫул­хипе танлаштарсан, 18 процент чухлӗ ӳснӗ.

Предпринимательсен хушшинче ҫӗнӗрен вӑя кӗнӗ тата ансатлатнӑ пулӑшу мелӗ – оборудовани хакӗн пӗр пайне субсидилесси – питӗ анлӑн сарӑлнӑ. Тӗслӗхрен, виҫӗ ҫул хушшинче республика бюджетӗнчен 545 миллион тенкӗ калӑпӑшпа уйӑрса панине пула бизнес 2,3 миллиард тенкӗлӗх оборудовани туяннӑ.

Предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме, хальхи производствӑсене ҫӗнетме тата ҫӗннисене йӗркелеме пу­лӑшакан патшалӑх промышленноҫ политики хас­тарлӑн пурнӑҫланать. Эпир пӗлтӗр икӗ СПИК 2.0­ шайӗнче производство ӗҫ-хӗлне хута янӑшӑн савӑн­тӑмӑр. Ҫав шута пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тракторсем туса кӑларасси тата антрахинон меслечӗпе водород перекиҫӗ туса кӑларасси кӗрет.

Халӗ туса кӑларакан продукцие лока­лиза­ци­лессине палӑртнӑ вӑхӑтри шая ҫитересси тӗп вырӑн­та тӑрать. Малтанхи партисенчех палӑрнӑ вӗсен кирлӗлӗхне шута илсе, ҫак тӗллеве эпир хамӑрӑн малта пыракан промышленноҫ предприятийӗсен управлени командисемпе пӗрле татса парассине шанатӑп.

Тата тепӗр кластер – машинӑсем тӑвассипе ҫыхӑннӑскер, пӗлтӗр Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин промышленноҫ кластерӗсен федераци реестрне кӗнӗ, электричество вӑйӗпе те, йӑлана кӗнӗ майпа та ӗҫлекен тата йӑлтах локализациленӗ погрузчик туса хатӗрленӗ.

Пирӗн Промышленноҫа аталантармалли фонд пӗлтӗр 1,1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрса панӑ тата уйрӑм ҫын инвестицийӗсене 1,2 миллиард тенкӗ явӑҫ-тарма тата 350 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме пулӑшнӑ.

Промышленноҫа аталантармалли регион программине пурнӑҫлама 2023 ҫулта Чӑваш Ен федераци бюджетӗнчен чи пысӑк пӗрлехи регион субсидине илнӗ.

Пӗтӗмӗшле вара патшалӑх пулӑшӑвӗн мӗн пур майӗсен шучӗпе пӗлтӗр промышленноҫа 8 миллиард та 200 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫаксем пурте промышленноҫ производствин индексӗ енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче – 1-мӗш вырӑн, Раҫҫейӗпе 3-мӗш вырӑн йышӑнма май пачӗҫ.

Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви умӗнче ӗҫсене хальхи хӑвӑртлӑхӗсене чакармасӑр йӗркелесе пырас тӗллев тӑрать. Ҫакна тума пирӗн пӗтӗм май пур.

Асӑннӑ пулӑшу мелӗсемсӗр пуҫне эпир ҫак ҫулталӑка промышленноҫ валли экономика ӗҫ-хӗлӗн ятарлӑ условийӗсене йӗркелесе ҫитер­нӗ пло­щадкӑсемпе кӗтӗмӗр. Производствӑпа промыш­ленноҫ тӗллевӗпе ӗҫлекен «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонине туса хунӑ. Пӗлтӗр йӗркелӳпе техника ӗҫӗсене вӗҫлерӗмӗр, пӗрремӗш резидентпа килӗшӳ тунӑ, вӑл производствӑна 1 миллиард тен-кӗ ытла инвестици хывнӑ та ӗнтӗ тата 100-е яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗпе Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерствисен кӑҫал резидентсемпе тӑваттӑран кая мар килӗшӳ тумалла. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче индустри паркӗсем тӑвас ӗҫе вӗҫлемелле.

Патшалӑх индустри паркӗсемсӗр пуҫне Чӑ­ваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пайӑр пу­ҫа­руҫӑсемпе пӗрле уйрӑм ҫын тытса тӑракан про­мышленноҫ паркӗсем тума та заявкӑсем панӑ. Пилӗк парк тӑвассине ырланӑ.

Хальхи вăхӑт тĕлне «АБАТ» тата «МАШЗАВОД» промышленноç паркĕсенче ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. «ВОЛГАХИМ» парк тӑвас ĕç халь-халь тапранса каймалла. Шел пулин те, икĕ парк (вӗсем унчченхи «Контур» заводăн тата агрегат завочĕн территорийĕсенче вырнаҫнӑ), объективлă сăлтавсене пула, кăшт каярах юлса аталанӗ тата уйрăм çынсен паркĕсене йӗркелемелли патшалăх программипе килӗшӳллӗн те мар. Халӗ вӗсен пуҫаруҫисемпе тата асӑннӑ лаптӑксен харпӑрлӑхҫисемпе пӗрлехи плансене палӑртас ӗҫ пырать.

Пĕтĕмĕшле илсен, эпир инвестицисемпе экспорт сферинчи ĕç-хĕле йӑлтах çĕнĕрен пуçласа ятăмăр. Ку тӗлӗшпе пире Раççей Правительствин пĕр­ремĕш вице-премьерĕн Андрей Рэмович Белоусовăн хастарлӑхӗ самаях пулӑшу кӳчӗ. Регион инвестицийӗсен 2.0 стандартне тата экспортӑн 2.0 стандартне ҫирӗплетнӗ тата проект командисене йӗркелесе вӗрентсе хатӗрленӗ. Республика икĕ ҫул-йӗр енĕпе те мĕн пур тĕллевлĕ кăтартӑва туллин пурнӑҫланӑ.

Чи кирли, стандартсемпе ӗҫленӗ чухне эпир шалти ĕç-хĕлӗн пӗтӗм процесне çĕнĕрен тишкерсе хакларӑмӑр тата вĕсене, хамăрӑн вăя çĕнĕ регионсемпе рыноксене палӑртма ярса, урăхла йĕркелесе ятăмăр. Ку чи малтанах –  анлăран та анлӑ Кăнтăр, Ази. Çулталăкра республикăна  20 çĕршывран делегацисем  килсе кайрĕç: Индирен, Китайран, Перуран, Казахстанран, Таджикистанран, Турцирен, Алжиртан, Монголирен, Индонезирен, ытти çĕртен. Ҫапах та тĕп пĕтĕмлетӳ – тулаш суту-илӳ ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен 24 процент чухлĕ ӳсни. Урăхла каласан, эпир санкцисем пусарнăран чакнă кӑтартӑва тивӗҫлӗ шая хӑпартрӑмӑр тата санкцисем йышӑничченхи шайран 7 процент чухлĕ иртсе кайрăмăр.

Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Республикин презентацине малтанлăха 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ирттерме палăртнă. Ҫак вӑхӑт тĕлне питĕ тĕплĕн хатĕрленмелле, хальччен тытса пынӑ хутшăнусене çирĕплетмелле, пирĕншĕн тата партнерсемшӗн тупăшлă ҫӗнӗ çы­хăнусем йĕркелемелле. Çакăн валли вăхăт пур, анчах, халăх каларӑшле, ĕçлеме вара ĕнерех пуçӑнмалла пулнӑ. Правительствӑна хастартарах ӗҫлеме ыйтатӑп.

Çавăн пекех Эксперта пулӑшакан центр май­ӗ­семпе усă курса Раççейри тата чикĕ леш енчи лапам­сенче куравпа ярмăрккă мероприятийĕсене хут­шăнассине йĕркелеме влаç тата бизнес пĕрле вăй хурассине тăтăшах асӑрхаса тӑни пĕлтерĕшлĕ.

Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетӳсем тӑрӑх, инвестицисем ӳснĕ. Ҫакӑ инвестицин лайӑх лару-тӑрӑвне туса хумалли тата проектсене тухӑҫлӑн пулӑшса пымалли кăтартуллă ĕçе палӑртакан пĕрлехи индикатор. Анчах пурнăçланă ĕç малтанхи  витĕмлĕ уссине кӳнисӗр  пуçне, тарăн та çивĕч ыйтусене ҫиеле кӑларать, малашне вăй хумалли çĕнĕ ҫул-йӗр уçать.

Чи малтанах муниципаллă инвестици командисене хӑвӑрт аталантарма тата хавхалантарма ҫине тӑрса тӑрӑшмалла, бизнеса кулленхи лару-тӑру ҫинчен хыпарласа тӑракан каналсемпе хатĕрсене лайӑхлатмалла тата анлăлатмалла, ҫав шутра ку ĕçе предпринимательсен пĕрлĕхне явăçтарса та.

Эпир укçа-тенкĕ хывассине хӳтĕлесси тата ун­шӑн хавхалантарасси çинчен  тунă офсетлă конт­рактсемпе килĕшӳсене тĕпе хурса инвестици про­­екчĕсене пурнăçламалли тулли право никĕсне йĕр­­­келерĕмĕр, анчах та хальлӗхе проектсем ҫук-ха. Правительствăна 2024 çулта, асăннă ҫав ӗҫсене пурнăçа кĕртсе, малашнехи проектсем валли çул хывма ыйтатăп.

«Инвестицисен тăтăш юхăмĕ» проекта хута янине кура инвестици проекчĕсене пурнӑҫлама чарса тăракан сыпăксене тупса палăртмалла, вĕ­сене пӗтермелли мерăсене туса хатӗрлемелле, çав шутра федерацин патшалăх корпорацийĕсемпе, влаç органĕсемпе тата прокуратурăпа ведомствăсен хуш-шинче çыхăнса ӗҫлесе те.

Республикӑн инвестици илӗртӳлӗхне йы­шăнакан нормативлă право акчĕсене йĕркелӳ тĕлĕ­шĕнчен хаклас ĕç те ырӑ витӗм кӳрет.  Пĕлтĕр Чăваш Ен асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫланин па­халӑхӗ енӗпе çĕршывра тăваттăмĕш вырăн тата федерацин Атăлçи округĕнче пӗрремĕш вырăн йышăнчĕ. Хаклав тарăх, бизнесăн пулма пултаракан хушма тăкакĕсене 237 миллион ытла тенкĕ перекетленĕ. Тишкерӳ пирĕн ку енĕпе малалла та ĕçлеме резервсем пуррине кăтартать. Çакă чи малтанах çирĕп йĕркепе пурнăçламалли требованисен реестрне йĕркелесси, вăйра тăракан саккунсене регулятор гильотини текенскере пурнăçлама ревизи тăвасси. Уссине курас тесен ку ӗҫ-хӗле бизнеса май килнĕ таран анлăн хутшăнтармалла.

Ҫакна палăртса хӑвармалла, процессене циф­рăлани пирĕн ĕçĕн кăлтăклă вырăнĕсенчен ыт­ла­ра­хăшне тупса палăртма, ĕç процесне хăвăртлатма, чи кирли вара – çынсемшĕн меллĕ, çав шутра тĕплĕн шухăшласа йышăну тума пулӑшакан сервиссем йĕркелеме май парать. Республика экономикӑн тӗп отраслӗсенче тата социаллӑ сферӑра цифра мелне алла илнин кӑтартӑвӗсене шанчӑклӑн лайӑхлатса пырать.

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн ĕç министерстви сывлăх сыхлавĕнче цифрăлас ĕçĕн пысăк шайне темиçе çул хушши Раççей Федерацийĕнче çӳллĕ позицисем йышăнса çирĕплетет. Чи кирли – пирĕн медицина отраслĕн цифра мелĕсене алла илнин юлашки кăтартăвĕсем патне çывхарчĕ. Çакă медицина ĕçченĕсен ĕçне палӑрмаллах çăмăллатать, республикӑра пурăнакансем медицина пулăшăвĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курма пултармалли майсене ӳстерет.

Чӑваш Ен Спорт министерстви, цифрӑлас ӗҫ шайӗпе пӗлтӗр Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑна тухнӑскер, кӑҫал ҫавна тепӗр хут ҫирӗплетрӗ тата физкультурӑпа массӑллӑ спорт сферине цифрӑлас тӗлӗшпе регионти чи лайӑх управлени органӗ пулса тӑчӗ.

Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин цифрӑлас ӗҫ рейтингӗнче пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Йӑлана кӗнӗ пекех, Чӑваш Ен Финанс министерстви обществӑлла укҫа-тенке тытса пырас тата финанс пӗлӳлӗхне ӳстерес енӗпе Раҫҫейри чи лайӑх регионсен шутӗнче.

Чи кирли, эпир даннӑйсене тытса пымалли регион концепцине ҫирӗплетрӗмӗр, хальхи вӑхӑтра ӑна хастарлӑн пурнӑҫа кӗртетпӗр. Тӗрлӗ программа тата ҫул-йӗр енӗпе тӑвакан йышӑнусене ҫавна пула пӗр пӗтӗм логикӑпа пурнӑҫлатпӑр. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн лару-тӑру центрӗ управлени йышӑнӑвӗсене тума пулӑ-шакан вырӑн пулса тӑмалла.

2024 ҫулта цифра трансформацийӗ енӗпе те­миҫе проекта искусствӑлла интеллекта явӑҫтарса пурнӑҫлама палӑртса хунӑ.

Сасӑлав информацине автоматла уйӑрса илессине ӗҫе кӗртмелле – хальлӗхе ку сервиспа ветеринарсем кӑна усӑ курма пултарӗҫ. Малалла унпа ытти сферӑра та усӑ курма пулать, даннӑйсене сасӑпа каламалла туни тата вӗсене текст пек туса хатӗрлени ӗҫ вӑхӑчӗпе вырӑнлӑрах усӑ курма тата ӗҫ тӑкакӗсене чакарма май парать.

Архив докуменчӗсемпе усӑ курмалли сервис информацие архив опиҫӗсемпе пичет докуменчӗсене вӗсен цифрӑллӑ копийӗсене палласа илсе шыраса тупас ӗҫе хӑвӑртлатать.

Кибератакӑсен хӑрушлӑхӗ ӳссе пынӑ май, кӑҫал электронлӑ правительствӑн информаци тытӑмӗн пӗтӗм компонентне хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ продукципе улӑштарас тӗллев тӑрать.

Пӗлтӗр Раҫҫей театр искусствин историйӗнче пуҫласа хӑюллӑ эксперимент пурнӑҫланчӗ. Пирӗн оперӑпа балет театрӗ цифра мелӗпе хатӗрленӗ «Тӗп ыйту» космос оперине лартрӗ. Ячӗ хӑех ҫак тема тавра шухӑша кайма хистет. Анчах та ним иккӗленмесӗрех ҫакна каламалла, унӑн малалли тӑсӑмӗ пулатех…

Эпир Шупашкар хулин «Çĕнĕ хула» микро­районĕнче ĕçлекен сетьсене тытса пымалли пĕрлехи диспетчер службин çӳллĕ шайри тухӑҫлăхне курса ӗнентӗмӗр. «Энерги енчен тухӑҫлӑ цифрăллă район» тени ҫакӑ. Сетьсен цифра йӗкӗрешне туса хунине кура юхăмсене васкавлăн урӑх ҫӗре яма тата фидерсене ытлашши йывӑрлӑх кӳресрен хăтӑлма, ҫавăн пекех пăтăрмахсен вырăнне, сӑнлавне тĕрĕс палăртма та май килет. Авари бригадине чӗнсе те чӑрманмалла мар.

Чăваш Ен Промышленноçпа энергетика ми­нистерствин Цифра аталанăвĕн министерст­випе пĕрле кăҫал Чӑваш Республикин пĕтĕм тер­риторийĕнче асăннă паха опытпа паллаштарма хатĕрленсе çитсе анлăн сарма тытăнмалла.

Халăх хушшинче «Патшалăх паракан пулӑшу ӗҫӗсем. Пĕрле татса паратпăр» хире-хирĕçле çыхăну платформи ытларах та ытларах сарăлса пырать. Унӑн йышне 1330 влаҫ органĕ тата организаци кӗрет,  ҫак каналпа усӑ курса пӗлтер 76 пин ытла ыйтӑва йышӑннă. Платформăпа усă курмалли майсене, ҫав шутра вырăнти бюджетсен укçи-тенкине уйăрса паракан проектсен рейтингне тумашкӑн, сасăламашкӑн тата халăх итлевне ирттермешкӗн анлӑлатни тĕрĕс тесе шутлатăп.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Пĕлтĕр эпир хамăрăн мухтавлӑ ентешсен юбилей кунĕсене анлăн паллă турăмăр. Пирĕн Патриархӑмӑр тата Ҫутта кăлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул çитнине, ҫавӑн пек аслӑ çын шайӗпе килӗшӳллӗн, Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипех паллă турӑмӑр теме пулать. Мероприятисем Раҫҫейри чăвашсем йышлăн пурăнакан мĕн пур регионта, ҫавӑн пекех Мускавра, Санкт-Петербургра, Шри-Ланкăра, Казахстанра, Молдовăра иртнӗ. Раҫҫей Патшалăх Думинче йӗркеленĕ «Вăхăтран малта пынă ҫын» курава кăна пилĕк пин ытла ҫын çитсе курнă. Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен «Пĕрлĕхре вăй» форумне тĕрлĕ регионти ҫĕр-çĕр педагог пухăннӑ. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» пĕтĕм чăваш диктантне ҫырма 14 пин ҫын хутшăннă.

«Эпĕ чăваш актриси, хамăн кураканшăн, чăваш халăхĕшĕн ĕҫлетĕп… Хама тӑван халăхăмран уйăрмастăп тата мана урăх нимĕн те кирлĕ мар», – тенĕ пирĕн легендарлă ентешӗмӗр, СССР халăх артистки, «Ылтăн маскăна» тивĕçнĕ Вера Кузьминична Кузьмина. Шăпах паллӑ артисткăн ят-сумне пула наци театрĕсен пĕрремĕш «ЧĔКЕÇ» фестивалĕ Калмăк Республикинчи, Пушкăртстанри, Мари Элти, Крымри, Тутарстанри тата Азербайджанри коллективсене Шупашкарта пуҫтарчӗ. Ҫапла майпа эпир унăн 100 çулне паллă турăмăр та ҫĕнĕ йăла пуçарса ятăмăр. Кашни икĕ ҫулта Чăваш Ен тĕп хули наци театрĕсемшĕн пӗр-пĕринпе тĕл пулмалли вырăн пулса тăрĕ.

Ку çул та юбилей кунĕсемпе пуян. Ҫеҫпĕл Мишши çуралнăранпа – 125 ҫул, Андриян Николаев çуралнăранпа 95 ҫул çитет, республикăн тĕп хули Шупашкар 555 ҫул тултарать. Тивĕҫлĕ йӗр­келӳ комитечĕсем туса хурасси ҫинчен калакан йы­шăнусене, пӗтӗм мероприяти планне ҫирĕплетнĕ. Кă­ҫал валли  палăртнă çак тата ытти мероприятие эпир тивĕҫлĕн ирттерессе шанатăп.

«Йăлтах кадрсем татса параççĕ» текен каларăш кирек хăш саманара та пӗлтерӗшлӗ. Çавăнпа та Правительствăра, муниципалитетсенче кадр ĕçне лайăхлатмалли ĕç тăтăш пулса пырать, ӑна пысӑк предприятисемпе хутшӑнса ӗҫлемелли майпа пурнӑҫласа пымалла.

Професси пĕлĕвĕ паракан сферӑра тытса пыракан  патшалăх политики республикăра пурăнакан ҫамрăксене пулăшу памалли чăннипех лайӑх май пулса тӑчӗ. Вăл вĕсен вăй-халне кирек хăш тапхăрта – шкултан тытӑнса аслă шкулччен те, ĕҫе вырнаçнă хыҫҫăн та – туллин уҫма пулăшать. Ҫакăнпа пĕрлех ҫынсене ĕҫ шырассипе, квалификацие ӳстерессипе е урăх ĕçе вĕрентсе хатĕрлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе пулăшса пырасси йӑлтах улшăнать. Пĕлтĕр кадрсем хатĕрлекен центрсене пурне те улăштарса ҫĕнетнĕ тата вӗсен ӗҫ-хӗлне урӑхлатса йӗркеленӗ. Анчах кадрсене – ача сачĕ, шкул, вăтам професси пĕлĕвĕ, аслă шкул, производство – ҫул-йӗрпе тăтӑш хатĕрлемелли инфратытăм туса хурасси тата пĕлтерĕшлĕрех.

Пĕлтĕр федерацин «Профессионалитет» проек­чĕпе килĕшӳллĕн пирӗн техникумсемпе колледжсен никӗсӗ ҫинче ҫакнашкал ҫул-йӗрпе ӗҫлекен пилĕк вĕ-ренӳ центрне (кластерне) йĕркеленĕ:

 «Топливăпа энергетика комплексĕ»;

«Машинăсем тăвасси»;

 «Туризм тата пулăшу ĕçĕсен сфери»;

«Педагогика»;

 «Клиника тата профилактика медицини».

2024 çулта тата икӗ кластер, «Хими отраслĕ» тата «Ял хуçалăхĕ» ятлӑскерсене, йӗркелеме палӑртнӑ.

Чăваш Ен Вĕренӳ министерствине отраслĕн ĕҫ тăвакан органĕсемпе тата ӗҫтешсемпе пĕрле, пĕрремĕшĕнчен, палăртнă ĕçсене ăнăҫлăн вĕҫ­леме, иккĕмĕшĕнчен, професси пĕлĕвĕ паракан вĕ­ренӳ организацийĕсемпе пĕрле федерацин «Профессионалитет» проектне тата професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕсене хастар хутшăнма хушатăп.

Пирĕн тĕллев – çынна хăйĕн пултарулӑхне пурнăҫăн тĕрлĕ тапхăрĕнче туллин уҫса пама пултармалли майсем туса парассине шута илекен кадрсем хатĕрлемелли пĕр пĕтĕмĕшле тытăм туса хурасси. Урăхла каласан, ку ĕҫе бизнеспа, аслă шкулпа, наукăпа пĕрле йĕркелесе тытса пымалла, предприниматель пуҫарулăхне аталантармалли тата социаллă пулӑшу памалли тытӑмпа ҫыхӑнуллӑн йӗркелемелле.

Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, культурăра тата ытти сферăпа отрасльте, уйрăмах ялта, кадр­семпе ĕҫлессин отрасль уйрăмлăхĕсене тата кадр­сем ҫитменнине шута илмелле. Ҫакна тӗпе хурса, тĕллевлĕн вӗрентсе хатĕрлес тата профессие малтанах палӑртас ӗҫ-хӗле те тӳрлетӳсем кĕртмелле.

Патшалăх тата муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕпе арендăна паракан çурт-йĕр фондне йĕркелекен ӗҫ-хӗле хута ямалли çинчен эпĕ маларах та каланăччĕ. Ҫакӑ – специалистсене пурнăçăн тĕрлĕ сферине явăçтарма тата вӗсене вырӑнта ӗҫлеме юлма пулӑшакан чи пĕлтерĕшлӗ майсенчен пĕри.

Ҫамрăк специалистсене, чи малтанах ялта ӗҫлекенсене, пулăшу памалли мерăсен анлă комплексĕн витӗмлӗхне тата ҫителĕклĕхне тĕплĕ тишкерес ĕçе малалла тăсмалла. Вӗсене ҫамрăксене ыранхи куна ҫирӗппӗн шанма, хăйсене паян хăтлă туйма пулӑшакан хушма майсене те кӗртмелле.

Сӑмахран, ялта вӑй хуракан медицина ĕҫ­ченĕсем валли ĕҫ вырăнне çитсе килнипе пулакан çул тăкакӗсене, ҫурт-йĕре арендăна илнипе пулакан тăкаксене саплаштармалли, сайра тĕл пулакан специальноçлӑ ҫамрăк медицина ĕҫченĕсем валли уйрӑм тӳлевсем палӑртмалли пилот пу­ҫарӑва пăхса тухма пулать.

Уйрӑм ҫынсем кăна мар, пӗтӗм общество сывă та культурăллă пулмалла.

Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх, Чăваш Енри 272 спортсмен спортӑн 38 енӗпе Раҫҫей пĕрлештернĕ командисен йышĕсене кĕнĕ. Ку республикăн хальхи спорт историйĕнче ҫĕнĕ рекорд. Пĕтĕм тĕнчери тата пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртусенче пирĕн спортсменсем 1815 пилĕк медаль ҫĕнсе илнĕ, ҫакă 2022 ҫулхинчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ чухлĕ ытларах. Чăваш Енре пурăнакансен йышĕнче физкультурăпа спорта тăтăшах хутшӑнакансен тӳпи, 2022 ҫулхи шайран пилĕк процент пункчĕ чухлĕ ӳссе, 57 процента ҫитнĕ. Аса илтеретĕп: Президент 2030 ҫул тĕлне хастарлă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансен кăтартăвне 70 процента çитерме тĕллев лартнă. Пирĕн кал-кал аталану шайӗ начар мар, анчах малалла кашни процент пунктне ӳстерме кăткăсрах пулĕ.

Спорт сооруженийĕсемпе тивĕҫтерес енĕпе эпир федерацин Атăлçи округĕнче – пĕрремĕш, Раççейре – виҫҫĕмĕш вырӑнсенче. Пирĕн хальхи объектсене ҫĕ­нетмелли тата ҫĕннисене тумалли плансем пур.

Республикăри спорт мероприятийĕсен календарьне йĕркелес ӗҫе пысăк, вăтам тата пĕчĕк предприятисене, общество организацийĕсене, территорири общество хăй тытăмлăхне тата  профсоюзсене хастарлӑн явăçтармалла.

  Хальхи вăхăтра тӗнчере пулса иртекен пулăмсем культурăпа йăла-йĕрке, нацисемпе конфессисен хушшинчи ҫураҫулӑхпа туслӑ хутшăнусен витӗмлӗхне тепӗр хутчен çирĕплетсе параççĕ. Раççейре пурăнакан халăхсем ламран лама куҫакан пурнӑҫ йӗркисене, мӑн асаттесен халалĕсене ҫирӗп тытса пынине, пулăмсемпе фактсене асра упранине, вĕсене сиксе тухакан йывăрлăхсемпе тивӗҫлӗн шайлаштарнине пĕрре мар кӑтартса панӑ.

«Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕрне-пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. <…> Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр», – тенĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.

Чăваш Республикинче 128 халăх тата наци çынни пурăнать. Йăлана кĕнĕ пекех, эпир хамăр пурнăҫа туслăн тата пĕр-пĕринпе канашласа тăватпăр, республикăра пурăнакан кашни ҫын­нах, унӑн нацине тата вӑл мӗнле тĕне ӗненнине пăхмасăр, хăйӗн пултарулăхне туллин уçса памалли майсем хыватпӑр. Шăпах ҫавна кура эпир 2025 ҫул валли комплекслӑ программа шайӗнче палăртнă çӳллĕ шайри кăтартусене çитмелли плансене 2023 ҫулхи пĕтĕмлетӳсемпех пурнăҫлама пултарнипе мухтанаятпăр.

Улшăнусем уҫӑмлӑн палăраҫҫĕ, ҫав шутра культурӑпа наци политикин сферинче те. 2020 ҫултан тытӑнса федераци тата республика бюджечĕсен укҫи-тенки шучĕпе ялти ултă культура çурчĕ тата пуҫаруллă бюджетировани шайӗнче 17 культура ҫурчĕ туса лартнă. Муниципаллӑ культурӑпа кану учрежденийĕсен 322 объектне (библиотекăсене, музейсене, архивсене, ача-пăча ӳнер шкулĕсене) юсаса ҫĕнетнĕ е кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатнӑ.

Çĕнĕ ăрури 18 библиотека тунă. Библиотекăна çавнашкал майпа туса лартни хăйĕн тухӑҫлӑхне кăтартса пачӗ. Çынсем килсе çӳресси кашни библиотекӑрах 40 процента ҫити  ӳсрĕ. Ҫĕнетнĕ лаптăксем тĕрлĕ ăру çыннисене мероприятисем ирттерме, интернет уçлăхне, çав шутра патшалăх пулăшăвĕ паракан пĕрлехи портала кĕмешкĕн илĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле округĕнчи Турхан библиотекин заведующийĕпе калаçнине илсе кăтартам. Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ шăнкăравлать те: «Манăн ачасем сирĕн патра мар-и?» – тесе ыйтать. «Çапла». «Мĕн тăваççĕ?» «Выляççĕ, вулаççĕ». «Юрĕ, эппин, вӗсемшӗн пӑшӑрханмӑпӑр,   вулаччăрах».

Çавăн пек библиотекăсем республикипе илсен, хальлӗхе пӗтӗмпе 18. 2024 çулта вĕсен шучӗ 28-а çитĕ. Культура министерстви тата муниципалитетсен умӗнче тĕллев тӑрать: кăçалпа çитес çулхи тапхӑрта кашни муниципаллă пĕрлĕхрех сахалтан та çĕнĕ ăрури пĕр библиотека ĕçлесе каяссине тивӗҫтермелле.

Хăйсен кирлӗлӗхне автоклубсем те кăтартса пачĕç, иртнĕ çулхи тата кăçалхине те шута илнӗ пĕтĕмлетӳсем тӑрӑх, вĕсен шучӗ 13-пе танлашать. Вĕсене пула сахал çын пурăнакан ялсенче те культурӑпа халăха савăнтармалли мероприяти­сем иртеççĕ. 2025 ҫултах кашни му­ниципаллă пĕрлĕхре çавăн пек куçса çӳрекен автоклубсем пулччӑр тесе çине тăмалла.

Наци культура автономийĕсен ĕç-хĕлне тата наци политикин сферинче тĕрлĕ мероприяти ирттерессине йӗркелесе тӑмашкӑн республикăра Халăхсен туслăхĕн çурчĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра вăл Трактор тăвакансен культура çурчĕн тытӑмлӑ пайӗ шутланать. Патшалăх наци политикине тытса пырас ӗҫ витĕмлĕхне ӳстерес тĕллевпе, ку чухнехи чӗнӳсене шута илсе, Халăхсен туслăхĕн çуртне хăйĕн штат тытăмĕллӗ, устав тĕллевĕсене, задачисене тӗпе хурса ĕçлекен уйрăм организаци пек йĕркелени вырăнлă тесе шутлатăп.

Çӳлерех палăртни йăлтах Чăваш Республикинче туризм ĕç-хĕлне аталантармалли никĕс пулса тӑрать. Çак отрасле мала ямалли ыйтусене «Туризма аталантарасси тата тараватлăх индустрийĕ» уйрăм наци проектне кӗртсе хӑварнине пула чылайӑшне татса пама май килчĕ. Тутарстанри тата Мари Элти ĕçтешсемпе пĕрле Аслă Атăл çулĕ шайĕнче асăннă регионсенчи Шупашкар, Хусан, Йошкар-Ола хулисене тата Свияжск утрав-хулана çыхăнтаракан туризм продуктне йĕркелесе наци туризм маршручĕсен переченьне кĕртме пултартăмăр. Ҫакӑн пек туризм продукчӗ пурри тивĕçлĕ инфратытăма, çав шутра Сĕнтĕрвăрринчи тата Куславккари çыранпа причал инфратытăмне хута ярассин пĕлтерĕшне ӳстерет. Асăннă наци проекчĕн шайӗнче 2024 çулта çичĕ çĕнĕ кану вырăнне уçма палăртатпăр. Çапла вара патшалăх пулӑшӑвне пула ҫынсене вырнаҫтармалли модульлӗ пурӑнмалли вырӑнсенче тата 235 номер йӗркеленет.

М-12 автотрассăна хута янӑран автотуризма аталантармалли лайӑх майсем уçăлаççĕ. Ку енĕпе малтанлӑха тумалли ӗҫсене эпир иртнĕ çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче ВДНХри ҫитӗнӳсен «Раççей» куравӗнче Чăваш Республикин кунне ирттернĕ чухне сӳтсе яврăмăр.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствине асăннă малашлăхлă ҫул-йӗрпе ĕçе малалла тăсма тата уçăлакан  мĕн пур майпа усă курмашкӑн тӳрлетӳсене васкавлăн кĕртсе пыма ыйтатăп. Çав шутра культура, спорт, отрасль пĕлтерĕшлĕ ытти пулӑмлӑ мероприятие регион илĕртӳлĕхне ӳстерессине тата хăна çурчĕсен номер фончӗн тата туризм ытти инфратытӑмӗн туласлӑх шайлашулӑхне шута илсе  ирттерессине тивӗҫлӗн йĕркелесе пыма та.

Хальхи гражданла обществӑна аталантарнă май эпир социаллă предпринимательлĕхпе социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисен ĕç-хĕ­лĕ хастарланнине кӑмăллӑн палӑртатпӑр. Виҫӗ ҫул хушшинче Президент гранчĕсен тата культура пуçарăвĕсен фончĕсем 324 миллион тенкĕлӗх 178 проекта ырланă, ҫав шутра 2023 çулта – 109,4 миллион тенкĕлĕх 64 проекта. Çакна 2022 çулта Ком­мерциллĕ мар организацисен ресурс центрне йӗр­келенипе, социаллă предпринимательсемпе ком­-
мер­циллĕ мар организацисене регион бюджечĕн шу­тĕн­чен тӑтӑшах пулӑшса пынипе тума май килчӗ.

Сӑмахран, иртнĕ çулта гражданла обществӑна аталантарма грант çĕнсе илнĕ организацисен шучӗ 53 пулнă. 2022 çулта – 45. Социаллă предпринимательсен 23 миллиона яхăн тенкĕлӗх 49 проектне ырласа йышӑннӑ. Çакă 2021 тата 2022 çулсенчи пĕтĕмĕшле кăтартуран 1,7 хут ытларах. Социаллă предпринимательсен реестрĕнчи предпринимательсен шучĕ вара 71-не çитнĕ.

Проектсем халăхăн тӗрлĕ ушкӑнӗсене, çав шутра çар çыннисен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшу парассине тĕп вырӑна хунине палӑртмалла. Тĕслĕхрен, «Кĕтме хӑнӑхасси – ятарлӑ çар операцийĕнчи çар çыннисен çемйисенчи хĕрарăмсене пӑшӑрханӑвӗпе пăлханӑвне сирме пу­лăшасси» проектпа килӗшӳллĕн Чăваш патшалăх пукане театрĕ цифра технологийĕсемпе усă курса куракана тыткăнлакан «Кĕт мана» программа туса хатĕрленĕ. Ăна 12 муниципалитетра 17 хутчен кăтартнă, пурĕ 3400 ытла çын курнă. Çапла майпа ҫыхӑнса ӗҫлени çынсене йывӑр вăхăта тӳсĕмлĕн чӑтса ирттерме, аптраса ӳкмесӗр ырра шанма тата пĕрлехи ĕçе хăйсен тӳпине хывма пулăшать. Халĕ пирĕншĕн ҫавӑн пек ӗҫ – ятарлă çар операцийӗнчи Çĕнтерӳ.

Пĕтĕмĕшле илсен, социаллă тĕллевлĕ ком­мер­циллĕ мар организацисен муниципалитет пай­ӗнче аталанмалли вӑй-хӑвачӗ те пысăк. Ҫитмен­нине пĕл­тĕр территорири общество хăй тытăмлăхне, му­ниципаллă общество палатисене, çамрăксен  политикине пурнӑҫлакан тытӑм пайӗсене тытӑмлӑн аталантарас ӗҫе тапратса ятӑмӑр.

Хамăн сăмаха вĕçлесе пынă май, хисеплĕ ентешсем, кăçалхи политика пурнӑҫӗнчи тĕп пулăм – Раççей Федерацийĕн Президенчӗн суйлавӗ çинчен аса илтерес тетӗп.

Хальхи геополитика лару-тăрăвĕн условийĕсенче ку – хӑйне майлӑ чӗнӳ. Чи малтанах ҫакӑ пирĕн обществӑн аталану шайне уҫӑмлатакан тĕрĕслев. Эпир хамӑрӑн нумай ĕмĕр сыхланса упранакан хаклӑхсемпе йӑла-йӗрке, культурӑпа ăс-хакăл ет­керлĕхне парӑнса пурӑннине тата ҫирӗп тытса пынине тӗрӗслени те. Патшалăх Пуçлăхĕн суйлавне шăпах çак кăткăс тапхăрта ирттерни хăех Конституцире çирĕплетсе хӑварнӑ  демократи принципĕсем, халăх влаçĕ пирĕншĕн пушă сăмах пулманни ҫинчен калать.

Коллективлă Хĕвел Анăç Раççейри суйлав пĕтĕм­летĕвне йышăнма килӗшменнине малтанах пӗлтерсе хучĕ. Ку çеç-и, националистсен йĕр­келенĕвĕсен вӑйӗпе, террорла меслетсемпе усă курса вӑл пире сахал мар чăрмав кӳнӗ те, кӳрет те. Хӗвел анӑҫрисем, малтан пирĕнтен ыйтăр-ха: эсир ӑна йышӑнни кирлех-и пире? Ҫавна пит кӗтетпӗр-и тата? Эпир тус­лăн: «Çук», – тейĕпĕр. Мӗншӗн тесен эпир пĕтĕм тĕн­чери çирĕпленсе ҫитнĕ право нормисене тӗнчере сӗм­сӗррӗн пӑснине, тĕрлĕ çĕршыври пĕр евӗр пу­лăмсенех, вĕсем камшӑн пӗлтерӗшлӗрех пулнине кура, иккӗлле стандартсемпе хакланине куратпăр. Вӗсен пӗтӗм тӗллевӗ хăйсене пӑхӑнтарасси, пурне те гегемонсен интересĕсемшӗн ĕçлеттересси пулса тӑрать.

Эпир малашне мĕнле пурăнассине, кампа туслашассине, пуласлăха кампа пӗрле хывассине хамăр татса парăпӑр. Шăпах çак тĕллевпе паян Раççей салтакĕ алла хĕç-пӑшал тытса пирӗн никама пӑхӑнман патшалăхра пурӑнмалли правӑна хӳтӗлет. Пирĕн хамӑр пӗлнӗ пек пурӑнас тата пурнӑҫа хамăрăн тĕллевсемпе килӗшӳллĕн йĕркелесе пырас кăмăла тĕнчери пысăк тата пĕчĕк нумай çĕршыв ырлани пире савăнтарать. Хутшӑнусене ӗҫтешлӗхе тата пĕр-пĕрне хисепленине тӗпе хурса йӗркеленине те.

Шӑпах ҫавăншăн эпир, хисеплĕ ентешсем, суйлав участокĕсене пурте пӗр ҫын пек пуҫтарӑнса пырӑпӑр.

Малалла çирĕппĕн утӑмлассишĕн сасăлăпăр. Çа­пăçу хирĕнчи Ҫĕнтерӳшĕн. Пурнăçăн кашни сфе­ринчи çĕнĕ çитĕнӳсемпе ăнăçусемшӗн. Пирĕн ача­семшĕн. Вĕсем пирӗн мӑн асаттемӗрсен тата хальхи ăрăвăн ĕçне малалла тăсма пултарассишӗн.

Республикăра суйлав правипе усă курмалли май чылай. Йăлана кĕнĕ пекех, пурăнакан вырăнти суйлав участокне е, «Мобильлĕ суйлавçă» сервиспа усă курса, кирек хӑш суйлав участокне те çитме май пур. Çав кунсенче пушă мар, çав шутра ĕçре пулакан çынсем дистанци мелӗпе йӗркеленӗ электронлӑ сасăлавпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, пирĕн оборонăпа промышленноç комплексĕнчи предприятисем канмалли кунсемсĕр, талăкĕпех ĕçлеççĕ. Халӑх пурнӑҫне тивӗҫтерекен предприятисем те ҫав шутрах. Дистанци мелӗпе йӗркеленӗ электронлӑ сасăлав шӑпах вӗсем валли. Аякра вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакансем валли куҫса ҫӳрекен суйлав участокӗсем йӗркеленӗ, килтен тухса çӳреймен ҫынсем валли вара – вырӑна пырса ирттермелли сасӑлав.

Чăваш Ен Правительстви, муниципалитетсем, право сыхлакан органсем суйлав комиссийӗсен ӗҫне меллӗрех тӑвас, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тата суйлав кампанине хутшӑнакансемпе суйлавҫӑсемшӗн хӑтлӑ майсем йӗркелес тӗлӗшпе мӗн кирлине йăлтах тӑвĕç.

Эпир пурте пӗр шухӑшлӑ пулнине, суйлава яваплăн хутшӑннине витӗмлӗн кӑтартса парассине тата пиртен кашниех суйлав участокне ҫитсе килессине шанса тӑратăп.

Пурте пӗрле кар тӑрса, харӑссӑн утсан, йы­вӑрлӑхсем те сирӗлӗҫ, ҫул та кӗскелӗ!

Итленӗшӗн тавтапуç!

 

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter