Николай Иванович Лобачевский – математик

Н.И.Лобачевский 1792 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Чулхулара Иван Максимович чиновник çемйинче çуралнă. Ашшĕ пурăннă чух та çемье пуян пулман, вăл 1798 çулта çĕре кĕрсен пурнăç пушшех йывăрланнă. Амăшĕ виçĕ арçын ачапа юлнă - Александр /1792 çулта çуралнă/, Николай /1792/, Алексей /1794/. Анчах пулас ученăй амăшĕ Прасковья Александровна Лобачевская çаврăнăçуллă хĕрарăм пулнă. Пĕлÿ шайĕпе вăл ун чухнехи пĕчĕк чиновниксен арăмĕсенчен чылай çÿллĕрех тăнă. Университет архивĕнче унăн хăй алă пуснă ыйтăвĕ упранса юлнă. Ытти хĕрарăма ун чух çавнашкал хутсене çырма пулăшу кирлĕ пулнă.

 

1842 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ Лобачевский пурнăçĕнчи йывăр кун пулнă, ун чух вут-çулăм Хусанăн пысăк пайне тĕп тунă. Астрономи обсерваторийĕн çуртне те, инçех мар вырнаçнă магнит обсерваторине те çăлса хăварма май килмен. Анчах астрономи обсерваторийĕшĕн яваплă Лобачевский çине тăнипе обсерваторин чи лайăх инструменчĕсене çăлса хăварма май килнĕ. Чи хаклă ал çырусене студентсем илсе тухнă.

Лобачевский ректор тăрăшнипе университетра наука шкулĕсем йĕркеленнĕ, çĕнĕ кафедрăсем уçăлнă, наука экспедицийĕсем ирттернĕ, университет лабораторийĕсемпе пÿлĕмĕсем, обсерваторийĕсемпе музейĕсем пуянланнă.

1838 çулта службăри çитĕнÿсемшĕн тата наукăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Н.И.Лобачевские дворянин ятне панă, çакна I Николай 29.04.1838 ç. алă пуснă Грамота çирĕплетет.

Пурнăçĕн вĕçнелле Николай Иванович суккăрланнă - хуйха пула чирĕ аталаннă, шăрçа пек питĕ вĕтĕ почеркпа çырни те витĕм кÿнĕ. Юлашки çул уншăн уйрăмах йывăр пулнă: çине-çинех тăнне çухатни хăйне те, çывăх çыннисене те хăратнă.

Лобачевский 1856 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна асăнса Хусан университечĕ çумĕнчи чиркÿре кĕлĕ ирттернĕ, Хусанти Ар масарĕнче пытарнă.

Николай Иванович Атăла питĕ юратнă, хулан шавлă пурнăçĕнчен канмалли вырăна вăрах шыранă. 1840 çулта банкран пысăк мар капитал илсе панкрута тухнă помещикрен Карпенкăран Слапата туяннă, унта имени те пулнă - 1000 теçеттин çĕр, шыв арманĕ, çĕр ытларах хресчен /арçынсем/. Усадьбăна Лобачевский çемйипе çулла çеç килсе çÿренĕ, кунта вăл çурт, флигель, лаша вити, теплица, ытти хуралтă тунă. Икĕ сăртпа çырмасен хушшинчи вăрман хупланă лаптăкра сад чĕртнĕ, ăна çуртпа çыхăнтарса çырма урлă пĕве тунă, хăйĕн планĕпе оранжерея йĕркеленĕ. Садра илĕртÿллĕ чечексем, тĕрлĕ сортлă пан улми, хурлăхан çитĕннĕ, çăл куç тапса тăнă. 1850 çулта Петербургри ял хуçалăх выставкинче кунта ĕрчетнĕ меринос сурăхсен çăмĕшĕн вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Слапатара юлашки хут Лобачевский виличчен çулталăк маларах, 1855 çулта, пулнă.

70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çурта Николай Иванович ывăлĕсенчен Куславкка купци Забродин хăна çурчĕ йĕркелеме туяннă, ăна Атăл çыранĕ çине пасар лапамĕ патне лартнă. Каярахпа çурта çĕр хуçисен Мясниковсен çĕрĕ çине куçарнă. Кăштахран Мясников та панкрута тухнă. Унăн завочĕ юхăннă, тупăш кÿме пăрахнă. 1907 çулта хуçалăха Гоншиловсем туяннă. Унтан çурта Карачри икĕ класлă шкул валли сутнă та асăннă яла куçарнă. Çав çуртра Карачри участок больници вырнаçнă.

1985 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Лобачевский çурчĕ, Карачри участок больници вырнаçнăскер, пушара пула вăйлах сиенленнĕ. Краеведсем, общественноç, район ертÿçисем тăрăшнипе Лобачевский çуртне юсаса çĕнетнĕ. Материалсем пухма, музей тума чи малтанах ырми-канми П.И.Иванов краевед пысăк тÿпе хывнă.

1989 çулта çурта каялла Куславккана илсе килнĕ. Реставраци ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Лобачевскин Музей-çуртне уçнă.

 

18 ĕмĕр вĕçĕнче хĕвел тухăç Раççейре пĕр гимнази кăна пулнă - Хусанти арçынсен гимназийĕ. Николай пĕр тăванĕсемпе пĕрле унта 1802 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче хысна шучĕпе вĕренме кĕнĕ.

Лобачевский гимназире тăрăшуллă пулнă, математикăна, латин чĕлхине ăса хывнă. Математикăпа кăсăкланнăшăн гимназири паллă учителе Григорий Иванович Карташевские тав тумалла. Гимназиста ăнăçусемшĕн Мухтав хучĕпе хавхалантарнă.

1807 çулта 15 çул та тултарайман Лобачевские 1804 çулта никĕсленĕ Хусан Император университетне куçарнă, вăл студент пулса тăнă. Хусана чĕннĕ нимĕç профессорĕсем Бартелье, Броннер, Литтров, Лобачевский студентăн тĕлĕнмелле пысăк ăнăçăвĕсемпе пултарулăхне пĕрре кăна мар палăртнă.

1814 çулта магистртан таса математика адъюнкчĕ пулса тăнă Н.Лобачевский хăй тĕллĕн преподаватель ĕçĕнче вăй хума пуçланă. Геометри никĕсĕсем çинчен шухăшлама тытăнасси, паралельлĕ йĕрсен теорине сăлтавлассипе çыхăннă пирвайхи утăмсем шăпах педагогика ĕç-хĕлĕн пуçламăшĕпе пĕр килнĕ. Лобачевский идейисем çав вăхăтран çур ĕмĕр маларах пулнă, çавăнпа вĕсене ун чухнехи çынсем ăнланман, çакна ученăй йывăррăн йышăннă. Анчах çакă та генилĕхе кăтартать пуль. Унашкал çынсем пурте йышăннă шухăшсене пăхмасăр малалла талпăнаççĕ, хăйсен пысăк ăсĕ туртăнакан идейăна аталантарассишĕн çине тăраççĕ. Лобачевский те çавăн пек çын пулнă. Ăна та хăй вăхăтĕнче тивĕçлипе хакламан. Талантлă венгр геометрĕ Я.Байан тата нимĕçсен паллă математикĕ К.Гаусс /вăл пуçарнипе 1842 çулта Лобачевские Король наука обществин член-корреспондентне суйланă/ çеç унăн шухăшĕсене ырланă. Н.И.Лобачевскипе пĕр вăхăтра пурăннисенчен пĕртен пĕр П.И.Котельников кăна хăйĕн Акт сăмахĕнче /1842 ç./ ăна тивĕçлипе хакланă, "пирĕн университетăн тава тивĕçлĕ профессорĕн тĕлĕнмелле ĕçĕ хăçан та пулин хăйĕн хаклавçисене тупатех" тенĕ.

Хусан округĕн попечителĕ Мусин-Пушкин çынсене суйлама пĕлнĕ. Хусан университечĕшĕн Лобачевский тата Мусин-Пушкин ячĕпе çыхăннă çутă тапхăр пуçланнă.

1845 çулта Мусин-Пушкин Хусан округĕн попечителĕн постĕнчен кайнă, 1846 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Лобачевские Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕн пулăшуçине çирĕплетнĕ, çапла майпа ăна университет ĕç-хĕлне тÿрремĕнех хутшăнассинчен пăрнă.

Хăй кÿлĕнекен мĕн пур ĕçе Лобачевский усă кÿрессе чунтан ĕненсе пурнăçланă, çавна май ĕçе пĕлтерĕшлĕ тата пĕлтерĕшсĕр, пысăк е вак-тĕвек тесе пайламан, ĕçрен хăраман, хăйĕн вăхăтне хĕрхенмен.

Хăйĕншĕн хаклă университетшăн йывăр вăхăта Лобачевский мĕнлерех тÿссе ирттернине ăнланма пулать. Çавнашкал йывăр самантсем сахал мар пулнă, çав шутра - 1842 çулхи пушар та. Халер чирĕн пирвайхи паллисем палăрсанах Лобачевский кĕпĕрнаттăра хăрушлăх пирки асăрхаттарнă, университетри çынсене чиртен сыхлас енĕпе хăйĕн çине яваплăх илсе мерăсем йышăннă. Университета, унăн картишне кĕмелли мĕн пур алăка хупнă, вĕсене врачсем валли çеç уçнă.

Университетра яланах пурăнакансемсĕр пуçне кунта нумай студент, унăн чиновникĕсем те çăлăнăç шыранă, çавна май кунта хупса хунисен шучĕ 560 çынна та çитнĕ. Университетăн пĕтĕм лаптăкĕнче тасалăха тытса тăнă, пĕтĕмпех хлорпа тата уксуспа тасатнă, чирлекенсем валли икĕ лазарет йĕркеленĕ, вилнисен аялти кĕпе-йĕмне пĕтĕмпех çунтарса янă. 6 эрне хушшинче изоляцири университетра 40 çын çеç халерпа чирленĕ, 16 çын вилнĕ. Çав вăхăтрах Хусанта университет тулашĕнче чир иртĕхмеллипех иртĕхнĕ, нумай çын пурнăçне татнă.

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter