Анатолий Сергеевич Любимов "22.03.1941." – музыкант
Чăваш АССР халăх артисчĕ /1976/. чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ /1967/. Пĕтĕм Союзри /Ленинград, 1963, 2 преми/ тата Пĕтĕм тĕнчери /Мюнхен, 1967, 3 преми* Будапешт, 1970, 1 преми/ конкурссен лауреачĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ /1986/.
Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. 1959 çулта Шупашкарти музыка училищине /В.Тарасов класĕ/ пĕтернĕ. Çĕнĕ Эйпеç ачи 14 çулта чухнех пурнăçне музыкăпа çыхăнтарнă. Малтан Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ, унтан Гнесинсен ячĕллĕ музпединститута пĕтернĕ. Пирĕн ентеш тĕнче шайĕнчи çак музыка вĕренÿ заведенийĕнче темиçе теçетке çул ĕçлет ĕнтĕ, çав шутран 10 çул ытла - профессор. Хăйĕн ăсталăхне вăл Мускаври К.Кондрашин, Г.Рождественский тата Е.Светланов ертсе пыракан симфони оркестрĕсенче туптанă. 500 ытла концертра солист пулнă, вунă çĕр-шыва çитнĕ, Раççейĕн тĕнче класлă пĕрремĕш гобоист-концертанчĕ пулса тăнă. СССР Патшалăх академи симфони оркестрĕн вĕрсе каламалли инструментсен квинтечĕн йышĕнче ĕçленĕ, радиора тата Тĕп телевиденире кĕвĕ çыртарнă. "Мелодия" фирмăра унăн сакăр дискне çырнă, тата иккĕшне АПШра тата Японире кăларнă. Çав вăхăтрах А.Любимов тăван енпе нихăçан та çыхăну татман, чăваш композиторĕсен ятарласа ун валли çырнă хайлавĕсемпе халăха паллаштарнă.
Республика хăй те ăна хаклать. 1993 çулта Шупашкарта вĕрсе каламалли инструментсем калакансен регионти А.Любимов ячĕллĕ пĕрремĕш конкурсне ирттернĕ. Анатолий Сергеевич 65 çул тултарнă тĕле Чăваш культура тата искусствăсен институчĕн вĕрсе тата çапса каламалли инструментсен кафедри иккĕмĕш конкурс ирттерме пуçару тунă, унта Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Йошкар-Олари, Шупашкарти музыка вузĕсемпе училищисен студенчĕсем хутшăннă. Конкурс жюрине паллă гобоист хăй ертсе пынă.