Аркадий Айдакăн кун-çул саманчĕсем (Аркадий Павлович Айдак)
Аркадий Айдакăн кун-çул саманчĕсем:
Паян Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 1964-2007 çулсенче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза пĕр улшăнми ертсе пынă, халĕ унăн хисеплĕ председателĕ Аркадий Павлович Айдак 75 çул тултарать. Вăл ял хуçалăх производствине ăста йĕркелес, çĕр ĕç культурине ÿстерес, эрозипе çивĕч кĕрешсе çут çанталăк пуянлăхне упрас тĕлĕшпе çĕр-шывĕпех паллă ертÿçĕ. Çакна тăван хуçалăха пултаруллă, ÿсĕмлĕ аталантарса, ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатса çирĕплетрĕ. Пуян опычĕпе паллашма çĕр-шыври регионсенчен çеç мар, чикĕ леш енчен те килетчĕç, халĕ те килеççĕ. 32 çул каялла ку хуçалăхра 3 кун çÿресе эпĕ юмах çĕр-шывне лекнĕнех тĕлĕннĕччĕ. Ун чухне çулсем хальхи пек лайăх пулман. Тури Ачака самолет вĕçетчĕ. Иллюминатортан пĕр юлан утçă ана хĕррипе пынине асăрхарăм. «Аркадий Павлович», - ял çыннисем председателе тÿрех палласа илчĕç. Аркадий Айдакăн кун йĕрки çирĕп: ир тăрса хуçалăх уйĕсене пăхса çаврăнмалла.
«Легенда-çын вăл», - хаклаççĕ ăна пĕрисем. Теприсем пурăннă чухнех сума суса палăк лартма сĕнеççĕ. Манăн шухăшăмпа - çак чыса вăл чăнласах тивĕçлĕ.
Ача чухнех тăван тăрăх, мĕн пур ешĕллĕх, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тыткăнланă ăна. 1964 çулхи çуркунне «Ленинская искра» колхоза ертсе пыма шаннă. Юлса пыракан хуçалăха çĕклеме мĕн тери йывăррине тÿрех ăнланнă. Район центрне çитме çăмăл мар. Шоссе çине тухма çеç темиçе çырма урлă каçмалла. Ĕç вăйĕ савăнтармасть - колхозниксен пĕр ушкăнĕ Самар, Саратов, Горький /халĕ Чул хула/, Волгоград облаçĕсенче çу каçнă, сĕтел çинчен хĕлĕпех çăкăр ан татăлтăр тесе тăрăшнă, картари выльăхĕ утă-улăмлă пултăр тенĕ.
Пĕрлешÿ вăл çулсенче вун-вун тарăн вар-çырмапа çеç «мухтанма» пултарнă. Вĕсем, çÿлтен - самолетран е вертолетран тинкерес тĕк - çăварне карнă темиçе пуçлă аçтаха евĕрех курăннă.
Ĕне, сысна, ытти выльăх çырма тăрăх çăрнă, курăк тымарне амантнă - эрозие вăй илтернĕ. Унтан та ытла вар тĕпĕнчен çул сарма чул кăларнă.
Хуçалăхра йĕркесĕрлĕх хуçаланнă. Ячĕшĕн çеç тÿленĕрен колхозниксем дисциплинăна пăхăнман. Çĕр улми кăларнă чухне те пĕрер витре тултарса кун каçиччен килĕсене темиçе хутланă. Кунашкал тÿнтерлĕхпе Аркадий Айдак килĕшме пултарайманах. Çынсемпе ăнлантару ĕçĕ, канашлусем ирттерни пулăшнах - дисциплина майĕпен вăй илнĕ, çĕр улми «ураланма» пăрахнă.
Пилĕк çул хушшинчех улшăнусене асăрханă колхозниксем. Шалу тивĕçлипе илме тытăннă. Хуçалăх хăйшĕн çеç мар, уйрăм çын выльăхĕ валли те апат самаях хатĕрленĕ. Люцерна лаптăкне пысăклатни пулăшнă. Тыр-пул тухăçĕ палăрмаллах ÿснĕ.
Пĕрчĕллĕ удобрение йÿнĕрех хакпа туянас тĕллевпе колхозниксемпе пĕрле специалистсем те завода хĕл кунĕсенче кайса ĕçленĕ.
Хуçалăха укçа-тенкĕсĕр çĕклеме май çуккине лайăх ăнланнă Аркадий Павлович. Халăхран туянса выльăх ĕрчетес çул çине тăнă. Пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕ. Çавăнпа самăртнă та выльăха. 1970-1975 çулсенче темиçешер миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Нухрата кирлĕ çĕрте тата виçеллĕ тăкакланă: хăмла отрасльне чĕртнĕ, эрозипе вирлĕн кĕрешнĕ, ял çыннине хушма хуçалăха вăй илме пулăшнă, шалăва ÿстернĕ. Çавăн хыççăн урăх региона çÿрекенсен йышĕ чакнă.
Хуçалăхсене пысăклатас юхăма «Ленинская искра» та хутшăннă. 1972 çулта хăй хÿттине «Борец», тепĕр çулхине «Правда» тата «Вперед» колхозсене илнĕ. Çапла 14 яла çитнĕ. 1200 çын таранах ĕçе тухнă. Ертсе пырас ĕçе çăмăллатма диспетчер служби туса хунă.
Эрози çулне пÿлнĕ çулсенче Аркадий Павлович ячĕ çĕр-шывĕпех сарăлнă.
1968 çул, çуркунне. Çырма, çăтса яма хатĕрленнĕн, Мăн Шемертен ял хĕрринех çитнĕ. Район центрĕпе çыхăнтаракан çула та татма пултарнă. «Çăварлăхламасан», паллах, чарăнмастех. А.Айдак «Полеводство» кĕнеке вуланине аса илнĕ. Çырма тĕпĕпе шалчасем çапса лартса, çатан тытса юшкăна чарма вăй çитернĕ. Йывăç-тĕм нумай лартнă. «Кашнин 100 тĕпрен кая мар йывăç лартса çитĕнтермелле» девиза ял çыннисем çирĕп пăхăннă. Çÿçе, йăмра, хурăн, çăка, юман, пилеш... - кашни пĕлтерĕшлĕ.
270 гектар йышăнать йывăçлăх. Хурт-хăмăр сĕрлет кунта, нектар пуçтарать, апат шыракан çунатлă туссем хĕлле те татăлмаççĕ, лапсăркка чăрăш айĕнче çил-тăманра чĕр чуна хÿтĕ.
Пĕве нумай. Тапăра анакан выльăха шăварма кашни ял патĕнчех вăл. Чи пысăкки - Тури Ачак çывăхĕнче, шыв лаптăкĕ - 33 гектар. Мĕн пурĕ 64 пĕве, 84 гектар йышăнать. Тĕрлĕ пулă ĕрчет вĕсенче.
Çĕр-шыври пĕрремĕш энтомологи заказникне «Ленинская искра» колхозра тунă. Сунар хуçалăхне те йĕркеленĕ. Егерьсем пăлан, хир сысни, сăвăр, хăнтăр, хир чăххи, путене, карăш ĕрчетеççĕ. Евразире чи çурçĕрти заповедник шутланать.
А.Айдак - хастар сăнавçă та. Мĕн чухлĕ опыт ирттермен-ши? Пурте тенĕ пекех ăнăçлă. Тайлăк лаптăксенче çурхи шыв, çумăр пулăхлă тăпрана юхтарнăшăн кам ан тарăхтăр? Кунта та чиперех ĕç кăларнă Аркадий Павлович. Йывăç тăрăхĕсем ларттарнă çеç мар, шыв çăтмалли канавсем чавтарнă. Унта улăм, хăмла аври тултарнă. Çĕре çирĕплетме люцерна актарнă. Хăй ĕçлеме тытăннă çул вăл 3 гектар çеç йышăннă, ултă çултанах 400 яхăн гектара çитнĕ.
Йăнăшсем те пулнă паллах, ĕçлемен çын çеç йăнăшмасть теççĕ, анчах вĕсене вăй хунă май асăрхаса-тÿрлетсе пынă.
Çынсем колхоз шучĕпе килсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, вĕсене апатпа тивĕçтернĕ. Лайăх упрантăр, вырăн нумай ан йышăнтăр тесе ун чухнех улăма пресланă, рулонланă. Вите тăрринчи сарайсем пысăк халĕ, утă-улăм темиçе тонна таранах вырнаçать.
Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене вăхăтра асăрхаса пурнăçа кĕртнине çак цифрăсем уçăмлă çирĕплетеççĕ. «Ленинская искра» 1964 çулта кашни 100 гектар çĕр пуçне 16,7 центнер аш-какай, 51 центнер сĕт туса илнĕ, 1986-1990 çулсенче вара - 157 тата 433 центнер. 1964 çулта кашни ĕнерен çулталăкра 889 килограмм сĕт сунă, 1990 çулсен пуçламăшĕнче - 5,5 пин литр. Кашни гектартан илекен тĕш тырă тухăçне танлаштарар-ха. 1961-1965 çулсенче - 8,2 центнер, 1981-1985 çулсене - 30,5 центнер. Пайтах тар тăкнă, вăй хунă, хăш-пĕр чухне çĕрĕпе те çывăрман ĕнтĕ. Çавăнпах халăх хисепне тивĕçнĕ те. Общество деятелĕ те А.Айдак. 1989-1991 çулсенче - СССР халăх депутачĕ, Совет Союзĕн Аслă Канашĕн Аграри тата апат-çимĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн членĕ.
Экологи тĕлĕшĕнчи таса çимĕç пирки темиçе çул каялла çеç калаçма тытăнтăмăр. «Ленинская искрара» вара ăна 1979 çултанпа туса илеççĕ. Наркăмăшлă им-çампа пачах усă курмаççĕ. Минерал удобрение те асăрхануллăн, виçеллĕ хываççĕ. Колхоз агрохимлабораторийĕ тăпрара куçакан азот, фосфор, кали мĕн чухлĕ пуррине тĕрĕслесех тăрать. Çавăнпа ял хуçалăх культурине кура шутлă усă курать. Азотпа, тĕпрен илсен, нумай çул ÿсекен пăрçа йышши культурăсем тивĕçтереççĕ - тăпрара çак элемента самаях хăвараççĕ. Çум курăкпа гербицид мар, агротехника кĕрешет. Биолабораторире хăмла, çĕр улми тăшманĕсене пĕтерекен ятарлă кăпшанкăсем /златоглазка, подизус/ ĕрчетеççĕ. Çавăнпах колхоз утарĕнчи пыл та таса, сиплĕ.
Аркадий Павлович ентешĕсен сывлăхĕшĕн, усăллă канăвĕшĕн куллен тăрăшнă, пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма условисем туса панă. Санатори уçнă, ут спортне аталантарнă. Совет влаçĕн çулĕсенчех укçа шеллемесĕр юлан утçăсем валли таса ăратлă 35 лаша туяннă. Юрра-ташша, кĕвĕ-çемĕ тĕнчине кăмăллакансем пуртан авалхи йăла-йĕрке, халăх культури манăçмасть. Ал ĕç ăсти йышлă.
Иртнĕ çулсенче республикăри нумай хуçалăх саланчĕ е пайланчĕ, ятне улăштарчĕ. «Ленинская искра» вара - тинĕсре йывăр хумсене сирсе малалла хăюллăн ишекен карап евĕрех - сыхланса юлчĕ. Паянхи кун та вăл 14 яла пĕрлештерет. Ку çирĕплĕхре А.Айдак тÿпи калама çук пысăк. Паян та вăл республикăри АПК ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать, тĕл пулакан йывăрлăхсемшĕн пăшăрханать. Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçисенчен пĕри, çивĕч ыйтусене татса пама хастар хутшăнать.
Сумлă юбиляр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе «Хисеп Палли» орден кавалерĕ çак кунсенче «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн» ылтăн медале - Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин чи пысăк наградине - тивĕçрĕ. Ял хуçалăхĕн мухтавлă ĕçченне нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Валентин ГРИГОРЬЕВ