Таланцев купцасем

Авалхи Етĕрне хулинче Таланцевсен ĕç-хĕлĕ çур ĕмĕр ытла тăсăлнă. Асли, Михаил Михайлович Таланцев, И.Г.Енаульев помещикрен 1862 çулта 5 теçеттин çĕр туяннă. 19 ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен иккĕмĕш çурринче Харьков университечĕн хими профессорĕ Павел Петрович Эйнброт вырăнти колчедан никĕсĕ çинче кÿкĕрт завочĕ тума пуçланă. Пăспа ĕçлекен машина, ытти оборудовани кÿнĕ, тимĕрч лаççи уçнă, водокачка тунă. Темле сăлтавсене пула завод ĕçлеме пуçлайман. Шăпах ăна çĕрĕпе пĕрле М.Таланцев туяннă, çĕнĕлле йĕркелесе çулталăкран /1863/ кунта эрех кăларма пуçланă. 1974 çулта М.Таланцев çĕре кĕнĕ, унăн тăлăха юлнă арăмĕ 1879 çулта заводра пăспа ĕçлекен виçĕ машина вырнаçтарса 307 пин тенкĕ ытла тупăш илнĕ. Заводра 40 çын ĕçленĕ, пăр упрамалли вырăн, путвалсемпе кĕлетсем, лаша вити, ĕçлекенсем валли çурт-йĕр, мунча, столовăй, ытти пулнă. Купца арăмĕ уесра хупах йышши 11 заведени тытса тăнă.

1881 çулта Таланцева Етĕрнере тырăран эрех тăвакан завод уçнă. 1886 çулта вăл завод, армансем, пристаньсем, пысăк çĕр лаптăкĕсем, 45 суту-илÿ заведенийĕ тытса тăнă - эрех лавккисенчен пуçласа хăна çурчĕсем таран. Çыхăну пĕлтерĕшĕ пысăккине ăнланса Таланцевсем ăна аталантарма нумай укçа хывнă: вĕсен укçипе Етĕрнере телеграф хута кайнă, вĕсемех Етĕрнепе Виловатый Враг хушшинче куллен почта çÿреттерме çуллен /1909 çултанпа/ 100-шер тенкĕ уйăрнă. 19 ĕмĕрти 90-мĕш çулсем çамрăк Таланцевсем предпринимательлĕх енĕпе анлăн ĕçленĕ вăхăт пулнă. 1890 çулта вĕсем хăйсен фирмине, "Пĕр тăван Таланцевсем" суту-илÿ çуртне, йĕркеленĕ, таврара 108 теçеттин çĕр, çавăн пекех Ильина гора, Березовка тата Екатериновка таврашĕнче çĕрсем туяннă - пĕтĕмпе 523 теçеттин, икĕ арман çĕкленĕ. Выла-Завод пристаньне тĕпрен тунă, çĕр ĕçĕпе, хаклă хутсемпе çыхăннă операцисемпе, ытти енĕпе ĕçленĕ. Çакă вĕсене регионти чи пуян çынсен ретне тăма май панă.

Вĕреннĕ çынсем пулнă май Таланцевсем пурте кĕнекесене хакланă, 1907-1908 çулсенче Янибековăра таврари чи пуян библиотека йĕркеленĕ. 1903 çулта Таланцевсем "Чайка" пăрахут туяннă. Суту-илÿ çурчĕн производствин тухăçлăхĕ пысăк пулнă: пĕр операци çулне /1912-1913/ илсен çак вăхăтра мĕн чухлĕ тупăш илни лайăх курăнать: параходствăран - 9891 тенкĕ, Березовка хуторĕнчен - 5778 тенкĕ, курăк вăрлăхĕ сутнинчен - 2042 тенкĕ, Выла арманĕнчен - 4538 тенкĕ, çу склачĕсенчен - 4538 тенкĕ, олифа сутнинчен - 5828 тенкĕ, чĕрĕ спирт сутнинчен - 66503 тенкĕ, тип çу сутнинчен 38119 тенкĕ тата ыт. те. Пĕтĕмпе - 149037 тенкĕ. Тĕп услама эрех туни кÿнĕ - 73113 тенкĕ. 1906 çул вĕçĕнче З.М.Таланцев II Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăнă. 1917 çулта "Таланцевсен империйĕ" пĕтнĕ. Çакă никама та ырă кÿмен. Пултаруллă предпринимательсемпе меценатсене паян та ас тăваççĕ. Таланцевсен мăнукĕсем паян та пурăнаççĕ.

 

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter