Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - Чăваш Енĕн «2012-2020 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарасси» патшалăх программи. Ăна пурнăçа кĕртме, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина пĕлтернĕ тăрăх - 9 млрд та 241 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. 2020 çул тĕлне çак виçе татах ӳсĕ: 11 млрд та 456 млн тенке çитĕ. Ку укçапа сиплев учрежденийĕсен материалпа техника никĕсне çирĕплетме усă курĕç. Правительство членĕсем çавăн пекех Раççейрен кăларса яма йышăннă ют çĕр-шыв гражданĕсене усрамалли ятарлă учреждени туса хумалли йĕрке çинчен калакан саккун проектне йышăннă. Чăваш Ен Президенчĕ алă пуснă «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама право пур граждансен ушкăнĕ çинчен» Указĕпе килĕшӳллĕн çĕнĕ çултан патшалăх чысне тивĕçекен йышланĕ. Производствăра, ытти çĕрте 40-45 çул ĕçленĕ, анчах патшалăх наградисене тивĕçменрен «Ĕç ветеранĕ» ята илеймен çын республикăра питĕ нумай. Венера Муллина министр каланă тăрăх - 14 ведомствăн наградине илнĕ, унччен вĕсене шута хуман, граждансем те «Ĕç ветеранĕ» пулса тăрĕç. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков асăннă ушкăнри çынсене социаллă пулăшу пама малтанхи тапхăрта хушма 110 млн тенкĕ кирлĕ пулассине пĕлтернĕ. Ларăва хутшăнакансем çавăн пекех федерацин «Çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене çуртпа тивĕçтересси» çум программине пурнăçламалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн министрĕ Александр Гончаров каланă тăрăх - малашне программăна хутшăнакансен «Амăшĕн капиталĕпе» хваттер туяннă е çурт лартнă чухне пуçламăш тӳлев вырăнне усă курма ирĕк пурри çинчен те пĕлтернĕ.



11 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter