Çĕнĕ завод çĕнĕ хăват парĕ

Паян Чăваш Енре ĕçлĕ çул çӳревпе Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕ Виктор Басаргин пулнă. Ведомство ертӳçи планĕнче Чăваш Республикинче пурнăçлакан инвестици проекчĕсем еплерех пурнăçланса пынипе паллашасси. Улатăр хулине кайнă чухне, Михаил Игнатьев тата Виктор Басаргин çула май шыв объекчĕсене кĕрсе тухнă. Строительства ĕçĕсем «Таса шыв» тĕллевлĕ федераци программипе килĕшӳллĕн пурнăçланса пыраççĕ. Улатăрта Чăваш Ен Президенчĕпе регионсен министрĕ комбикормсем туса кăларакан завода уçнă çĕре хутшăннă. Предприятин генеральнăй директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, заводра 150 çын таран ĕçлеме пултарать. Ĕçлекенсем Италирен илсе килнĕ техникăпа усă кураççĕ. Çĕнĕ йышши техникăсене туянма пурĕ 283 миллион тенкĕлĕх тăкакланнă. Регионсен аталанăвĕн министрĕ улатăрсене саламланă май, ял хуçалăхне ура çине тăратма 2011 çул лайăх пулнине палăртнă. Пĕтĕм тĕнчипе пурĕ 90 миллион тонна тырă пухса илме май килни çинчен те пĕлтернĕ. Кун йышши производствăсене хута яни çынсемшĕн те хуласемшĕн питĕ аван. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев та çакнах палăртса каланă. «Чăннипех те кун йышши предприяти уçăласса Чăваш Енре пурăнакансем çеç мар ытти регионсенче пурăнакансем те кăмăлтанах кĕтнĕ», - тенĕ. Çак ĕçсем агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тӳр килсе пыраççĕ. Хăнасем заводсенчи цехсене çитсе курнă, савăнăçлă лару-тăрура ăнăçлă ĕçлесе кайма производствăна старт панă. Улатăрта паян индустри паркне хута ярассипе инвестици 3,2 млрд тенкĕ хывнă. Пĕртен-пĕр малашлăхлă проектсен шутĕнче «Улатăрти сăрт-ту комбиначĕ». Хăнасем строительсто ĕçĕсемпе паллашнă. 2012 çул тĕлне пĕрремĕш черет строительствине вĕçлесе кварц хăйăрне пуянлатмалли производствăна йĕркене кĕртмелле тата строительствăн типĕ хутăшĕсене кăларма тытăнмалла. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьевпа сумлă хăна заводăн тĕп подрадчикĕпе курса калаçнă, малашнехи ĕçсен планнне пăхса тухса сӳтсе явнă. Юлашкинчен массăллă информации хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.



11 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter