ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата ЧР федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата ЧР федераци ведомствисен территори органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Унпа килĕшӳллĕн çавăн пекех 40 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама пăхнă. Указ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков саккунпа килĕшӳллĕн республикăри ĕç ветеранĕсен социаллă пулăшу - кашни уйăхра 980 тенкĕ укçа тӳлевĕ /шăл протезĕн хакĕн укçа компенсацине, çул çинче çÿренĕшĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тÿлевĕн 50 процентне/ - илме ирĕк пуррине каланă. Кунсăр пуçне ĕç ветеранĕсене çыхăну пулăшăвĕсен /телефон, радио, пĕрлехи телеантенна/ хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ. Паян «Ĕç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятсене 26 пин ытла çыннăн илме ирĕк пур. Республикăра пурăнакансене уйрăмах кăсăклантаракан тата тепĕр тема - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли тарифсене ӳстерни. ЧР пуçлăхĕ каланă тăрăх Федерацин «Федерацин «2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012, 2013 çулсенчи федераци бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕпе 2011 çулта Чăваш Республикин бюджетне пырса кĕрекен укçа-тенкĕ калăпăшне 588,6 млн тенке çити ÿстерме пăхнă, çав шутра граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме - 346,9 млн тенкĕ. ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Республикин республика бюджетне федераци бюджетĕнчен тата ытти çăл куçран пырса кĕрекен укçа-тенкĕпе ăнăçлă усă курни çинчен пĕлтернĕ. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова 2011 çулта республикăн «Чăваш Ен культури: 2010-2020 çулсем» тĕллевлĕ программин «Чăваш Республикин культура еткерлĕхĕ» хушма программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен пĕлтернĕ. Правительство членĕсем çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалланă вунă кунлăха пĕтĕмлетнĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина каланă тăрăх аслă ăрури граждансен ирĕклĕхĕсемпе интересĕсене хÿтĕлемелли, социаллă тата культура ыйтăвĕсене тивĕçтермелли акцисем ирттернĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, ватă çынсене чысланă. Мĕн пур районпа хулара муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертÿçисем ветерансемпе тĕл пулнă. Юлашкинчен Президент тата тепĕр хут аса илтернĕ: ял çыннисен умĕнче пысăк ĕç - çĕр улмипе пахча çимĕçе пухса кĕртесси. «Мĕн пур техникăпа усă курмалла, халăха явăçтарса ниме мелĕпе тухăçа пухса илессине вĕçлемелле», - тенĕ вăл. (А.Львова) 



11 октября 2011
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter