Тĕрлĕ ыйту тавра

Ĕнер Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттерчĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - Чăваш Енĕн «2012-2020 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарасси» патшалăх программи. Ăна пурнăçа кĕртме, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина пĕлтернĕ тăрăх - 9 млрд та 241 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. 2020 çул тĕлне çак виçе татах ÿсĕ: 11 млрд та 456 млн тенке çитĕ. Ку укçапа сиплев учрежденийĕсен материалпа техника никĕсне çирĕплетме усă курĕç. Çавăн пекех больницăсене юсама тата районсенчи медицина, педиатри, акушер тата гинекологи центрĕсене хушма оборудовани вырнаçтарма палăртнă. Патшалăх программи, министр çирĕплетнĕ тăрăх, кадр ыйтăвне те татса пама пулăшĕ. «Унсăрăн нимĕнле çĕнĕлĕх те пурнăçа кĕреймĕ. Шăпах кадрсем, сывлăх сыхлавĕн чи хаклă, пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăнă май мĕн пур тытăмăн ĕç тухăçлăхне кăтартаççĕ. Министерство специалистсене хатĕрлес, медицина ĕçченĕсен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе вăй хурать». Хальхи вăхăтра пин ытла тухтăр çитмест. Ĕçлеме хавхалантараканни, программа çирĕплетнĕ тăрăх, тивĕçлĕ шалу, 2020 çул тĕлне вăл вăтамран 30 пин тенкĕпе танлашĕ.

Çăмăллăхсемпе усă куракан ушкăнри граждансене, чирлисене пысăк пахалăхлă эмелсемпе, медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтересси çулсерен лайăхланса пырĕ. Программăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - çынна, вăл хăш вырăнта пурăннине, ĕçленине пăхмасăр, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси. Çак тĕллевпе ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хута яма, çемье тухтăрĕсен офисĕсене, онкологсен, кардиологсен, гастроэнтерологсен хушма кабинечĕсене уçма йышăннă. Пысăк технологиллĕ медицинăна аталантарасси те тĕп вырăнта. Çакă тата ытти ĕç-хĕл республикăри демографи лару-тăрăвне ырă енне улăштарма тивĕç. 2020 çул тĕлне халăхăн пурнăçĕ те вăрăмланĕ - 72,3 çула çитĕ.

- Патшалăх программине ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнă, унпа тухăçлă усă курасчĕ, - министра итленĕ хыççăн асăрхаттарчĕ Президент. Çав вăхăтрах çĕнĕлĕхсенчен халăхăн та аякра тăрса юлас марччĕ. Кашни çыннăн сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхмалла. Хальхи вăхăтра спортпа туслашма услови çителĕклех.

Правительство членĕсем çавăн пекех Раççейрен кăларса яма йышăннă ют çĕр-шыв гражданĕсене усрамалли ятарлă учреждени туса хумалли йĕрке çинчен калакан саккун проектне йышăнчĕç. Хальхи вăхăтра асăннă ушкăнри çынсем суд йышăнăвĕпе Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи ятарлă приемникре пурăннă. Федерацин «Полици çинчен» саккунĕпе килĕ¬шÿллĕн ют çĕр-шыв тата гражданлăхсăр çынсене Раççей территорийĕнчен кăларса ярасси 2012 çултан регион влаçĕсен тивĕçĕ шутланать.

Чăваш Ен Президенчĕ алă пуснă «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама право пур граждансен ушкăнĕ çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ çултан патшалăх чысне тивĕçекен йышланĕ. Производствăра, ытти çĕрте 40-45 çул ĕçленĕ, анчах патшалăх наградисене тивĕçменрен «Ĕç ветеранĕ» ята илеймен çын республикăра питĕ нумай. Венера Муллина министр каланă тăрăх - 14 ведомствăн наградине илнĕ, унччен вĕсене шута хуман, граждансем те «Ĕç ветеранĕ» пулса тăрĕç. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков асăннă ушкăнри çынсене социаллă пулăшу пама малтанхи тапхăрта хушма 110 млн тенкĕ кирлĕ пулассине пĕлтерчĕ. Республика бюджечĕ çинчен калакан саккун проектĕнче ĕç ветеранĕсем валли 2012 çулта пĕтĕмпе 1637,9 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Ларăва хутшăнакансем çавăн пекех федерацин «Çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене çуртпа тивĕçтересси» çум программине пурнăçламалли йĕркене улшăнусем кĕртрĕç. Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн министрĕ Александр Гончаров каланă тăрăх - малашне программăна хутшăнакансен «Амăшĕн капиталĕпе» хваттер туяннă /çурт лартнă/ чухне пуçламăш тÿлев вырăнне усă курма ирĕк пур. Социаллă тÿлевпе маларахри çулсенче илнĕ ипотека кредичĕсене те парса татма юрать. Çамрăк çемьесене çавăн пекех Президент юпан 3-мĕшĕнче алă пуснă Указĕ те пурăнмалли ус¬ловисене лайăхлатнă чухне курăмлă пулăшу кÿ¬¬рĕ. Финанс министрĕ М.Ноздряков граждансен ипотека кредичĕсен проценчĕсене тÿлесе пулакан тăкакĕсене саплаштарма 2012-2014 çулсем валли йышăннă бюджет проектĕнче 60 млн тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтерчĕ. Указа пурнăçлани виçĕ çулта 6500 çамрăк çемьене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшĕ.( Валентина Багадерова)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 октября 2011
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter