Михаил Игнатьев Мускавра «ВТБ банк» АУО правленийĕн президенчĕпе-председателĕпе Андрей Костинпа тĕл пулнă

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мускавра «ВТБ банк» АУО правленийĕн президенчĕпе-председателĕпе Андрей Костинпа тĕл пулнă, Чăваш Енпе общество пĕрле килĕ­­штерсе ĕçлесси çинчен калаçнă. Уйрăммăн илсен, панкрут тĕлĕшĕпе производство конкурсĕ вĕçленнĕ хыççăн Çĕнĕ хулара строительство ĕçне çĕнĕрен тытăнасси пирки килĕшсе татăлнă. Банк çак ĕçе хастар хутшăнасшăн. Республикăри çамрăк çемьесене пулăшассипе çыхăннă ыйтусем калаçăвăн уйрăм теми пулнă. Михаил Игнатьев «ВТБ банк» обществăна çамрăк çемьесене пулăшма йышăннă программăна хутшăнмалли майсене пăхса тухма сĕннĕ. Аса илтеретпĕр: республика Президенчĕ 2011 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕ­­сене лайăхлатас енĕпе çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесене ипотека кредитне çурт-йĕр туянма е тума ярсан кредит килĕшĕвне тунă кунран пуçласа 10 çул таранччен тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен çулталăкра 4 процент саплаштарма палăртнă. Указа пурнăçласа çитес 3 çулта 6500 мăшăр пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пултарать. Тĕл пулура конкурса хутшăнма кăмăл тăвакан строительство организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлес ыйтусене те сÿтсе явнă.

 



14 октября 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter